bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Romans 7
Romans 7
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 6
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 8 →
1
Эй тӑванӑмсем (ӗнтӗ саккуна пӗлекенсене калатӑп), эсир пӗлместӗр-и-мӗн? этем саккуна хӑй чӗрӗ чухне анчах пӑхӑнса тӑрать.
2
Качча кайнӑ арӑма упӑшкапа пурӑнасси ҫинчен калакан саккун чӗрӗ упӑшка ҫумне ҫыхать; упӑшки вилсен арӑм ҫав саккунран хӑтӑлать.
3
Ҫавӑнпа упӑшки чӗрӗ чухне урӑх ҫынна качча кайсан, ӑна аскӑн арӑм теҫҫӗ; упӑшки вилсен вӑл саккунран хӑтӑлать, вара урӑх арҫынна качча кайсан та аскӑн арӑм пулмасть.
4
Эй тӑванӑмсем, эсир те ҫапла Турра усӑ кӳмешкӗн, Теприне — вилӗмрен Чӗрӗлсе Тӑнине — пӑхӑнса тӑмашкӑн саккун тӗлӗшӗнчен Христос Ӳчӗпе пӗрле вилнӗ;
5
эпир ӳтшӗн пурӑннӑ чухне пирӗн ӑшӑмӑрта саккун хӗтӗртсе тӑракан ҫылӑхла шухӑш-туйӑмсем вӑй илнӗччӗ, вӗсем пире вӗлерекен ӗҫсем тутаратчӗҫ;
6
халӗ вара эпир хамӑра ҫыхса тӑракан ҫылӑх тӗлӗшӗнчен вилсе саккунран хӑтӑлнӑ, ҫавӑнпа ӗнтӗ Турра ӗлӗкхи саккун тӑрӑх мар, ҫӗнӗлле, Сывлӑш кӑтартнӑ пек, ӗҫлесе пурӑнӑпӑр.
7
Мӗн калӑпӑр ӗнтӗ? Саккун ҫылӑха кӗртет-и? Паллах, апла мар. Эпӗ ҫылӑха урӑхла мар, саккун урлӑ анчах пӗлтӗм. Саккун «ан хапсӑн» темен пулсассӑн, эпӗ хапсӑнни мӗн иккенне те пӗлмен пулӑттӑм.
8
Ҫылӑх, ҫав ӳкӗтпе усӑ курсах, ман ӑшӑмра тӗрлӗ хапсӑнчӑклӑ ӗмӗт-шухӑш вӑратрӗ; саккун ҫук чухне ҫылӑх сисӗнмест.
9
Эпӗ ӗлӗк саккунсӑр пурӑннӑ; саккун килчӗ те, ҫылӑх чӗрӗлчӗ,
10
эпӗ вилтӗм; ҫапла вара чӗрӗлӗхшӗн панӑ саккун мана вилӗме пулчӗ:
11
ҫылӑх, саккун сӑмахӗпе усӑ курса, мана илӗртсе улталарӗ те саккун сӑмахӗпех вӗлерчӗ.
12
Саккун сӑваплӑ, ӳкӗт те сӑваплӑ, тӗрӗс, ырӑ.
13
Эппин, ырриех мана вилмелле турӗ-ши? Паллах, апла мар; ӑна ҫылӑх турӗ, ҫапла майпа вӑл хӑй мӗнлине кӑтартса пачӗ: мана вӗлермешкӗн вӑл ыррипе усӑ курчӗ, вара ӳкӗт урлӑ вӑл ҫылӑхран та ҫылӑхли курӑнчӗ.
14
Саккун — сывлӑшран, эпӗ — ӳтӗн, мана ҫылӑх чуралӑхне сутнӑ, эпир ӑна пӗлетпӗр.
15
Эпӗ хам мӗн тунине хам та пӗлместӗп: тӑвас тенине мар, хам курайманнине тӑватӑп.
16
Тӑвас килменнине тӑватӑп пулсан, эппин, эпӗ саккуна ырӑ тесе шутлатӑп,
17
апла ҫав ӗҫе эпӗ тумастӑп, ӑна манӑн ӑшӑмра пурӑнакан ҫылӑх тӑвать.
18
Манра, манӑн ӳтӗмре, ырри пурӑнманнине пӗлетӗп: манӑн ырӑ тӑвас килсессӗн те, ӑна тумашкӑн хамра вӑй тупаймастӑп.
19
Тӑвас килнӗ ырра тӑваймастӑп, тӑвас килмен усала тӑватӑп.
20
Тӑвас килменнине тӑватӑп пулсассӑн, ӑна эпӗ тумастӑп ӗнтӗ, манӑн ӑшӑмра пурӑнакан ҫылӑх тӑвать.
21
Эпӗ ӗнтӗ ҫавӑн пек йӗрке пур тетӗп: ырӑ тӑвас тенӗ чухне манӑн усал пулса тӑрать.
22
Эпӗ ӑсӑм-тӑнӑмпа Турӑ саккунӗшӗн савӑнса тӑратӑп,
23
ӳтӗмре вара урӑх йӗрке пур: вӑл манӑн ӑсӑм-тӑнӑм йӗркине хирӗҫ пырать, мана ҫылӑх йӗркине парӑнтарать.
24
Мӗскӗн этем эпӗ! ҫак вӗлерекен ӳтрен кам хӑтарӗ-ши мана?
25
Туррӑма Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр урлӑ тав тӑватӑп. Ҫапла ӗнтӗ ӑсӑмпа эпӗ Турӑ саккунне пӑхӑнса тӑратӑп, эпех ӳтӗмпе ҫылӑх саккунне пӑхӑнса тӑратӑп.
← Chapter 6
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 8 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16