bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Romans 2
Romans 2
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 1
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 3 →
1
Ҫавӑнпа ӗнтӗ эсӗ, ҫынна сут тӑваканскер, кирек кам пулсан та, айӑпран хӑтӑлаймӑн, эсӗ ҫынна мӗнле айӑппа айӑплатӑн, хӑвна ху та ҫав айӑппах айӑплатӑн, мӗншӗн тесессӗн ҫынна айӑпланӑ чухне эсӗ ху та ҫав айӑпах тӑватӑн.
2
Ҫавӑн пек ӗҫсем тӑвакансене Турӑ тӳррипе сут тӑвассине эпир пӗлетпӗр.
3
Эй этем, эсӗ ҫавӑн пек ӗҫсем тӑвакансене айӑплатӑн, хӑв та ҫавнах тӑватӑн, ҫавах Турӑ сутӗнчен хӑтӑлӑп тесе шухӑшлатӑн-и?
4
Е эсӗ ырӑ кӑмӑллӑ Турӑ хӑвна ӳкӗнтерме ертсе пынине ӑнланмасӑр Туррӑн нумай ырӑлӑхне, йӑвашлӑхне, вӑраха пыракан тӳсӗмлӗхне хисепе хумастӑн-и?
5
Хӑв итлеменнипе, ӳкӗнми чӗрӳпе ҫилӗ кунӗ валли, Туррӑн тӳрӗ сучӗ пулас кун валли эсӗ хӑвшӑн ху ҫилӗ пухатӑн.
6
Вӑл пурне те ӗҫӗсене кура тавӑрса парӗ:
7
ялан ырӑ ӗҫ туса мухтавлӑ, чыслӑ, вилӗмсӗр пулма тӑрӑшакансене ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ парӗ;
8
итлемесӗр, чӑнлӑха пӑхӑнмасӑр тӗрӗс мар ӗҫе ярӑннисене хаяр ҫилӗ ҫитӗ.
9
Усал тӑвакан пур чуна та — малтан иудее, унтан эллина та — хуйхӑпа асап ҫитӗ!
10
Ырӑ тӑвакан кирек кам та — иудей, унтан эллин та — мухтавлӑ, чыслӑ, канӑҫлӑ пулӗ!
11
Мӗншӗн тесессӗн Турӑшӑн пур ҫын та пӗр.
12
Саккуна пӗлмесӗр ҫылӑха кӗнисем пӗтеҫҫӗ, анчах вӗсене саккун тӑрӑх сут тумаҫҫӗ; саккуна пӗлсех ҫылӑха кӗнисем вара саккун тӑрӑх айӑпа юлӗҫ.
13
Турӑ умӗнче саккуна тӑнлакансем мар, саккуна пурӑнӑҫлакансем тӳрре тухӗҫ.
14
Саккунсӑр пурӑнакан суя тӗнлӗ ҫынсем, чунӗ систернипех йӗркеллӗ ӗҫ тӑваҫҫӗ пулсассӑн, саккун ҫук пулсан та, вӗсем хӑйсемшӗн хӑйсем саккун:
15
вӗсем саккун хушнине хӑйсен чӗри ӑшне ҫырса хунине кӑтартаҫҫӗ; ун ҫинчен вӗсене чунӗ пӗлтерсе тӑрать, тата пӗрне-пӗри айӑплакан е ырӑлакан шухӑшӗсем те пӗлтерсе тӑраҫҫӗ.
16
Пурне те ӗҫӗсем тӑрӑх тавӑрса парасси, эпӗ Ырӑ Хыпар сарнӑ чухне каланӑ пек, Турӑ Иисус Христос урлӑ ҫынсенӗн вӑрттӑн ӗҫӗсене сут тӑвас кун пулӗ.
17
Акӑ эсӗ хӑвна иудей тетӗн, эсӗ саккуна шанатӑн, Турӑпа мухтанатӑн,
18
Вӑл мӗн хушнине пӗлетӗн, саккуна вӗреннипе мӗн лайӑххине чухлатӑн,
19
эсӗ пӗр иккӗленӳсӗр хӑвна суккӑрсене ертсе ҫӳрекен вырӑнне, сӗмлӗхрисене ҫутатакан ҫутӑ вырӑнне,
20
пӗлменнисене ӑса кӗртекен, ачасене вӗрентекен, мӗн пӗлмеллине, епле пурӑнмаллине саккун тӑрӑх вӗреннӗ ҫын вырӑнне хуратӑн —
21
мӗнле-ха эсӗ ҫынна вӗрентетӗн, хӑвна хӑв вӗрентместӗн?
22
Ан вӑрла тесе вӗрентетӗн, хӑв вӑрлатӑн; аскӑн ӗҫ ан ту тетӗн, хӑв аскӑн ӗҫ тӑватӑн; йӗрӗхсенчен йӗрӗнетӗн, хӑв вӗсен ҫурчӗсене ҫарататӑн.
23
Хӑв саккунпа мухтанатӑн, хӑвах саккуна пӑсса Турра хурлатӑн.
24
Ҫырура ҫырнӑ пек, сирӗн пирки суя тӗнлисем Турӑ ятне хурлаҫҫӗ.
25
Саккун хушнине туса тӑратӑн пулсан, ӳт касни усӑллӑ; эхер те эсӗ саккуна хирӗҫ тӑватӑн пулсан, санӑн ӳтне касни касманнипе пӗр пулать.
26
Ҫавӑнпа ӗнтӗ, ӳтне касман ҫын саккун хушнине туса тӑрать пулсан, унӑн ӳтне касманни ӳт каснипе танах мар-и?
27
Санӑн Ҫыру та пур, эсӗ ӳтне те каснӑ, анчах саккуна уямастӑн, апла ӳтне касман ҫынах, анчах саккун хушнӑ пек пурӑнаканскер, айӑпламӗ-и сана?
28
Пӑхма анчах иудей — иудей мар, ӳт касни те — курӑнаканни, ӳт ҫинчи паллӑ ҫеҫ мар;
29
кам чунӗпе иудей — ҫавӑ иудей, ӳт касни те — йӑлишӗн туни анчах мар, вӑл чӗрере, кӑмӑлта пулмалла. Ун пек ҫынна мухтав та этемрен мар, Турӑран пулӗ.
← Chapter 1
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 3 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16