bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
1 Corinthians 1
1 Corinthians 1
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 2 →
1
Турӑ ирӗкӗпе Иисус Христосӑн апостолӗ пулма чӗнсе илнӗ Павел тата Сосфен тӑван —
2
Туррӑн Иисус Христос урлӑ тасалнӑ, сӑваплӑ халӑх пулма чӗнсе илнӗ Коринфри ӗненекен ушкӑнне тата пур ҫӗрте те, кирек ӑҫта та Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн ятне асӑнакансене пурне те:
3
сире Атте Туррӑмӑрпа Иисус Христос Ҫӳлхуҫаран тивлетпе канӑҫлӑх пултӑр.
4
Сире Иисус Христос урлӑ Хӑйӗн тивлетне панӑшӑн эпӗ Туррӑма сирӗншӗн яланах тав тӑватӑп;
5
Иисус Христос урлӑ эсир пур ырӑлӑхран та пуйрӑр: хӑватлӑ калаҫакан, пурне те ӑнласа илекен пултӑр, —
6
Христос ҫинчен пӗлтерни сирӗн ӑша тӗреклӗ вырӑнаҫнӑ,
7
ӗнтӗ сирӗн, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр килессе кӗтсе тӑракансенӗн, ҫитмен ырӑлӑх пӗртте ҫук;
8
Вӑл сире вӗҫне ҫитичченех тӗрек парса тӑрӗ, вара эсир Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр кунӗнче айӑпсӑр пулӑр.
9
Сире Хӑйӗн Ывӑлӗпе Иисус Христоспа, Ҫӳлхуҫамӑрпа, пӗрле пулма чӗнсе илнӗ Турӑ шанчӑклӑ.
10
Эй тӑванӑмсем, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр ячӗпе тархаслатӑп сире: сирӗн пурсӑрӑн та пӗр пек сӑмах пултӑр, пӗр-пӗринчен уйӑрӑлмалла ан пулӑр, пӗр кӑмӑллӑ, пӗр шухӑшлӑ пулса пӗрле тӑрӑр.
11
Эй тӑванӑмсем, эпӗ Хлоя килӗнчи ҫынсенчен эсир тавлӑ тӑнине пӗлтӗм.
12
Сирӗн хушшӑрта: «эпӗ — Павелӑн», «эпӗ — Аполлосӑн», «эпӗ — Кифанӑн», «эпӗ — Христосӑн» тесе калаҫаҫҫӗ тет, эпӗ ҫавӑн ҫинчен калатӑп.
13
Ара, Христос темиҫе пая уйӑрӑлнӑ-им? сирӗншӗн Павел пӑталаннӑ-им? е эсир Павел ячӗпе тӗне кӗтӗр-и?
14
Тавах Турра: Криспа Гаийсӗр пуҫне эпӗ сире никама та тӗне кӗртмен:
15
ман ҫинчен никам та: «вӑл пире хӑй ячӗпе тӗне кӗртрӗ» тесе калас ҫук.
16
Эпӗ тата Стефан кил-йышне тӗне кӗртнӗччӗ; урӑх кама та пулин тӗне кӗртнине астумастӑп.
17
Христос мана тӗне кӗртме мар, Ырӑ Хыпар пӗлтерсе ҫӳреме ячӗ; Христос хӗресӗн хӑвачӗ ан ҫухалтӑр тесе, манӑн ҫакна хайласа кӑларнӑ сӑмахсемпе каламалла мар.
18
Хӗрес ҫинчен вӗрентни — пӗтекеннисемшӗн ҫеҫ ӑссӑрлӑх, пирӗншӗн вара, ҫӑлӑнаканнисемшӗн, — Турӑ хӑвачӗ вӑл.
19
Ҫырура ҫапла каланӑ: «ӑслисенӗн ӑсне пӗтерӗп, ӑнлисене ӑнран ярӑп» тенӗ.
20
Ӑҫта ӗнтӗ ӑслӑ ҫын? ӑҫта кӗнекеҫӗ? ӑҫта ку тӗнченӗн ыйтса тӗпчекен ҫынни? Турӑ тӗнче ӑслӑлӑхӗ ӑссӑрлӑх пулнине кӑтартса памарӗ-и-ха?
21
Тӗнче Туррӑн ӑслӑлӑхне курса тӑрса та хӑй ӑсӗпе Турра пӗлеймен, ҫавӑнпа Турӑ ӗненекенсене ӑссӑр курӑнакан вӗрентӳпе ҫӑлма кӑмӑл тунӑ.
22
Иудейсем хӑватсем тума хушаҫҫӗ, эллинсем ӑслӑлӑх шыраҫҫӗ,
23
эпир вара пӑталанӑ Христос ҫинчен вӗрентетпӗр. Иудейсемшӗн Вӑл — такӑнтараканни, эллинсемшӗн — ӑссӑрлӑх;
24
чӗнсе илнисемшӗн вара иудейсемшӗн те, эллинсемшӗн те Вӑл — Турӑ хӑвачӗ, Турӑ ӑслӑлӑхӗ.
25
Туррӑн ӑссӑрлӑх евӗрли те этемӗннинчен ӑслӑ, вӑйсӑр евӗрли те этемӗннинчен хӑватлӑ.
26
Эй тӑванӑмӑрсем, сире Турӑ чӗнсе илнӗ чухне хӑвӑр мӗнле пулнине аса илӗр-ха: (этем виҫипе виҫсессӗн) сирӗн хушшӑрта ӑслисем те, вӑйлисем те, чаплӑ ӑруран ҫуралнисем те нумай марччӗ.
27
Анчах та Турӑ ӑслисене намӑса хӑвармашкӑн тӗнчен ӑссӑрлӑхне суйласа илнӗ, вӑйлисене намӑса хӑвармашкӑн Турӑ тӗнчен вӑйсӑрлӑхне суйласа илнӗ;
28
чаплисене пӑрахӑҫа кӑлармашкӑн Турӑ тӗнчере чапсӑррисене, хисепрен кӑларнисене, нимӗн вырӑнне те хуманнисене суйласа илнӗ —
29
Турӑ умӗнче нимӗнле ҫын та ан мухтантӑр тенӗ.
30
Ун урлӑ эсир те Христос Иисуспа пӗрлешнӗ, Вӑл пире Турӑран ӑс паракан, тӳрре кӑларакан, тасатакан, хӑтаракан пулчӗ.
31
Ҫапла Ҫырура: «мухтанаканӗ Ҫӳлхуҫапа мухтантӑр» тесе ҫырнӑ пек пулнӑ.
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 2 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16