bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
1 Corinthians 9
1 Corinthians 9
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 8
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 10 →
1
Эпӗ апостол мар-им? Эпӗ ирӗклӗ мар-им? Эпӗ Иисус Христоса, Ҫӳлхуҫамӑра, курман-им? Эсир хӑвӑр та манӑн Ҫӳлхуҫашӑн тунӑ ӗҫӗмех пулмастӑр-и вара?
2
Эпӗ ыттисемшӗн апостол пулмасан та, сирӗншӗн — апостол; || манӑн апостоллӑхӑм сире Ҫӳлхуҫана ӗнентернинчен паллӑ.
3
Хама айӑплакансенчен мана ҫакӑ хӳтӗлет.
4
Е пирӗн ӗҫме-ҫиме ирӗк ҫук-и?
5
Е пирӗн ытти апостолсем пек, Ҫӳлхуҫамӑр тӑванӗсем пек, тата Кифа пек, ӗненекен арӑма хамӑрпа ҫӳретме ирӗк ҫук-и?
6
Е пирӗн Варнавӑпа иксӗмӗрӗн ҫеҫ ӗҫлемесӗр пурӑнма юрамасть?
7
Ҫар ҫынни ҫарта тӑнӑ чухне хӑшӗ хӑй вӑйӗпе пурӑнать? Иҫӗм пахчи лартса ӳстерекен унӑн ҫырлине ҫименни пур-и? Кӗтӳ кӗтнӗ чухне кӗтӳри выльӑх сӗтне ҫименни кам пур?
8
Ҫакна эпӗ ҫын шухӑшланӑ пек кӑна калатӑп-и? Саккун та ҫавнах каламасть-и вара?
9
Моисей саккунӗнче ҫапла ҫырнӑ: «авӑн ашакан вӑкӑр ҫӑварне ан хупла» тенӗ. Турӑ вӑкӑрсемшӗн тӑрӑшать-и-мӗн?
10
Чӑннипе ӑна пирӗншӗн каламан-и вара? Тӗрӗс, ӑна пирӗншӗн ҫырнӑ: сухалакан пулас тырра илессе ӗмӗтленсе сухалать, авӑн ҫапакан та ҫавнах ӗмӗтленсе авӑн ҫапать.
11
Эпир сирӗн ӑшӑра чуна кирлине акрӑмӑр пулсассӑн, сирӗнтен ӳте кирлине вырса илни нумай-им вара вӑл?
12
Ыттисем сирӗнтен ҫавна тивӗҫлипе илеҫҫӗ пулсассӑн, эпир тата ытларах тивӗҫлӗ мар-и? Ҫапах та эпир ҫав тивӗҫлӗхпе усӑ курмарӑмӑр: Христос ҫинчен Ырӑ Хыпар сармашкӑн нимӗн те ан кансӗрлетӗр тесе эпир пурне те тӳсетпӗр.
13
Турӑ Ҫуртӗнче ӗҫлесе тӑракансем ҫавӑнтан панипе тӑранса пурӑннине, парне вырӑнӗ патӗнче ӗҫлесе тӑракансем парне вырӑнӗнчен пай илнине пӗлместӗр-им?
14
Ҫавӑн пекех ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа та Евангели саракансене Ырӑ Хыпар пӗлтернипе тӑранса пурӑнма хушнӑ.
15
Ҫавах эпӗ ун пеккипе нимӗн те усӑ курман. Ҫакна та эпӗ хамшӑн ҫавӑн пек тутарасшӑн ҫырмастӑп: ун пек тӑвиччен вилсе выртни аванрах маншӑн — манӑн ырӑ ятӑма никам та ан пӗтерейтӗр.
16
Эпӗ Ырӑ Хыпар пӗлтерсе ҫӳретӗп пулсан, манӑн нимӗн мухтанмалли те ҫук: ку — манӑн тумалли ӗҫ; Ырӑ Хыпар пӗлтерсе ҫӳремесессӗн хуйхӑ ҫитӗ мана!
17
Ҫав ӗҫе хам ирӗккӗн туса тӑрсассӑн, эпӗ тивӗҫлӗ пайта илӗттӗм; хистенипе туса тӑрсассӑн, ку вӑл хама шанса хушнӑ ӗҫе туни ҫеҫ пулать.
18
Мана мӗншӗн пайта пулӗ? Эпӗ Евангелие вӗрентсе, нимӗн илмесӗрех, Христос ҫинчен Ырӑ Хыпар саратӑп, Ырӑ Хыпар сарнӑшӑн илме тивӗҫлипе усӑ курмастӑп, ҫавӑншӑн мана пайта пулӗ.
19
Эпӗ, хам ирӗклӗ пулсассӑн та, ӗненекенсен йышӗ ӳстӗр тесе пуриншӗн те чура пек пултӑм:
20
иудейсене хам енне ҫавӑрас тесе вӗсемшӗн эпӗ иудей пек пултӑм; саккуна пӑхӑнакансене хам енне ҫавӑрас тесе (хам саккуна пӑхӑнмастӑп пулин те) вӗсемшӗн эпӗ саккуна пӑхӑнакан пек пултӑм;
21
саккуна пӗлменнисемшӗн (хам Турӑ саккунне уяса пурӑнатӑп пулин те, Христос саккунне пӑхӑнса пурӑнатӑп пулин те) саккунсӑрри пек пултӑм.
22
Тӗрексӗррисене ҫӑласшӑн вӗсемшӗн тӗрексӗр пек пултӑм. Хӑшне те пулин ҫӑласшӑн эпӗ пуриншӗн те хӑйсем пек пултӑм.
23
Ҫакна эпӗ Евангелишӗн тӑватӑп, манӑн та унӑн ырӑлӑхне курасчӗ тетӗп.
24
Пӗлместӗр-и-мӗн, ӑмӑртса чупакан ҫӗрте пурте чупаҫҫӗ, парнине вара пӗри ҫеҫ илет; ӗмӗтленнине илес тесессӗн ҫавӑн пек чупӑр.
25
Ӑмӑртма хатӗрленекенсем хӑйсене хӑйсем пур тӗлӗшпе те чаруллӑ тытаҫҫӗ: вӗсем пӗтекен парне илесшӗн, эпир пӗтми парне илесшӗн.
26
Ҫавӑнпа эпӗ илесси-илмессине пӗлмесӗрех чупмастӑп, ҫиле ҫеҫ тивертесшӗн ҫапмастӑп;
27
ыттисене вӗрентнипе ҫеҫ мар, хамӑн та юрӑхсӑр пулас марччӗ тесе эпӗ ӳтӗме чаратӑп, ӑна хама пӑхӑнакан тӑватӑп.
← Chapter 8
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 10 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
Recommended Reading
Commentary
1 Corinthians Commentaries
→
Devotional
1 Corinthians Devotional Guide
→
Get This Bible
CHB Study Bible
→