bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
1 Corinthians 2
1 Corinthians 2
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 1
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 3 →
1
Эй тӑванӑмсем, эпӗ сирӗн пата пынӑ чухне Турӑ пӗлтернине сире питӗ ӑста калаҫса е хайласа каласа парас тесе пымарӑм;
2
Иисус Христоссӑр пуҫне, пӑталанӑ Христоссӑр пуҫне, сирӗн патӑрта манӑн асӑмра урӑх нимӗн те ан пултӑр терӗм.
3
Сирӗн патӑрта эпӗ халсӑрччӗ, хӑраса, темӗн тӗрлӗ чӗтресе пурӑнтӑм.
4
Сирӗн ӗненӗвӗр этем ӑслӑлӑхӗпе мар, Турӑ хӑвачӗпе никӗслентӗр тесе, эпӗ хамӑн сӑмахӑма, хам вӗрентнине каланӑ чухне этем ӑслӑлӑхӗ ҫине таянмарӑм, манӑн сӑмахӑмра — Таса Сывлӑш хӑвачӗччӗ.
6
Ӑслӑлӑха эпир ҫирӗп ӗненекенсене вӗрентетпӗр, анчах вӑл — ку тӗнче ӑслӑлӑхӗ мар; ҫак тӗнче пуҫлӑхӗсен — пӗтес ҫынсенӗн — ӑслӑлӑхӗ те мар;
7
эпир Туррӑн палӑрми, пӗлсе ҫитерейми ӑслӑлӑхне вӗрентетпӗр — Турӑ ӑна пире мухтава кӑлармашкӑн ӗмӗртен малтанах хатӗрлесе хунӑ;
8
ҫав ӑслӑлӑха ку тӗнчери пуҫлӑхсенчен пӗри те пӗлмен, пӗлнӗ пулсассӑн мухтавлӑ Турра пӑталаман пулӗччӗҫ.
9
Ҫакӑн ҫинчен Ҫырура ҫапла каланӑ: || «Турӑ Хӑйне юратакансем валли хатӗрлесе хунине куҫ та курман, хӑлха та илтмен, ҫакна этем чӗри те туйман» тенӗ.
10
Турӑ пире ун ҫинчен Хӑйӗн Сывлӑшӗ урлӑ пӗлтерчӗ: Сывлӑш пурне те витӗр пӗлет, Туррӑн тарӑн шухӑшӗсене те пӗлсе тӑрать.
11
Этем ӑшӗнчине ҫав ҫын ӑшӗнче пурӑнакан чунсӑр пуҫне тата кам пӗлтӗр? Туррӑнне те ҫавӑн пекех Турӑ Сывлӑшӗсӗр пуҫне никам та пӗлмест.
12
Турӑ хамӑра панӑ ырӑлӑха пӗлмешкӗн эпир ку тӗнче сывлӑшне мар, Турӑ Сывлӑшне илнӗ.
13
Ҫавӑнпа ӗнтӗ эпир ҫакӑн ҫинчен этем ӑслӑлӑхӗ вӗрентнӗ сӑмахпа каламастпӑр, хамӑра Таса Сывлӑш вӗрентнӗ сӑмахпа калатпӑр, Турӑ пире Хӑйӗн Сывлӑшӗ урлӑ уҫса панине пӗлтеретпӗр.
14
Таса Сывлӑшсӑр ҫын Турӑ Сывлӑшӗ пӗлтернине йышӑнмасть; Турӑ Сывлӑшӗ пӗлтернине вӑл ӑссӑрлӑх вырӑнне хурать, ӑна ӑнласа илме те пултараймасть, мӗншӗн тесессӗн ҫакӑн ҫинчен калама Таса Сывлӑшлӑ пулмалла.
15
Таса Сывлӑшлӑ ҫын кирек мӗн ҫинчен те сӳтсе явма пултарать, ун ҫинчен вара никам та сӳтсе явма пултараймасть.
16
«Ҫӳлхуҫана вӗрентмешкӗн Унӑн ӑсне кам пӗлсе ҫитернӗ?» Пирӗнте Христос ӑсӗ.
← Chapter 1
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 3 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16