bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
1 Corinthians 6
1 Corinthians 6
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 5
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 7 →
1
Сирӗн хушшӑрта пӗрин тепӗринпе тавӑҫ тухсан, епле-ха вӑл ҫав ӗҫе сӑваплӑ ҫынсем патӗнче татса парас вырӑнне ҫылӑхлӑ ҫынсен патӗнче сут тутарма вӑтанмасть?
2
Сӑваплӑ ҫынсем тӗнчене сут тӑвассине пӗлместӗр-и-мӗн эсир? Эсир пӗтӗм тӗнчене сут тумалла пулсан, пӗчӗкҫӗ ӗҫсене татса пама тивӗҫлӗ мар-и вара?
3
Эпир ангелсене те сут тӑвассине пӗлместӗр-и-мӗн? апла ӗнтӗ кулленхи пурӑнӑҫри ӗҫсене татса парасси нимӗн те мар.
4
Эсир вара кулленхи пурӑнӑҫри тавӑҫсене татса памашкӑн ӗненекенсем хушшинче ниме юрӑхсӑр ҫынсене хӑвӑр тӳрӗрсем тӑватӑр.
5
Сире намӑслантарасшӑнах калатӑп: тӑвансем хушшинчи ӗҫсене татса пама пултаракан пӗр ӑслӑ ҫын та ҫук-и сирӗн?
6
Тӑванпа тӑван сутлашать, ҫитменнине тата — ӗненмен ҫынсем умӗнче.
7
Пӗр-пӗринпе тавлӑ тӑни те сирӗншӗн темӗн тӗрлӗ намӑс. Хур тунине чӑтсан авантарах пулмӗччӗ-и? хӑвӑра ҫаратнине тӳссен лайӑхрах пулмӗччӗ-и?
8
Эсир хӑвӑр хур тӑватӑр, ҫарататӑр, ҫитменнине тата тӑванӑрсенченех тӑпӑлтарса илетӗр.
9
Йӗркесӗр ҫынсем Турӑ Патшалӑхне кӗрес ҫуккине пӗлместӗр-и эсир? Ан улталанӑр: аскӑнчӑксем те, йӗрӗхсене пуҫҫапакансем те, ясар ҫынсем те, хӑйсем тӗллӗн асакансем те, арпа асакан арҫынсем те,
10
вӑрӑсем те, сӑптӑрҫӑсем те, ӗҫке ернисем те, элекҫӗсем те, ҫаратакансем те Турӑ Патшалӑхне кӗреймӗҫ.
11
Эсир те хӑшӗсем ҫавсем пек пурӑнаттӑр, эсир ӗнтӗ Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр ячӗпе, Туррӑмӑр Сывлӑшӗпе ҫӑвӑнтӑр, тасалтӑр, тӳрре тухрӑр.
12
«Мана пурне те тума ирӗк панӑ», анчах пуртех усӑллӑ мар; «мана пурне те тума ирӗк панӑ», анчах мана нимӗн те ан пӑхӑнтартӑр.
13
«Апат-ҫимӗҫ хырӑм валли, хырӑм апат-ҫимӗҫ валли» — анчах Турӑ ӑна та, кӑна та пӗтерӗ; ӳт аскӑнлӑх валли мар, Ҫӳлхуҫа валли, Ҫӳлхуҫа ӳтшӗн те тӑрӑшать.
14
Турӑ Ҫӳлхуҫана вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ, Хӑйӗн хӑвачӗпе пире те чӗртсе тӑратӗ.
15
Сирӗн ӳтӗрсем Христос пайӗсем иккенне пӗлместӗр-и-мӗн эсир? Ҫавӑнпа ӗнтӗ аскӑн арӑм пайӗсем тумашкӑн Христосран Ун пайӗсене туртса илӗп-и эпӗ? Пулас ҫук ку!
16
Аскӑн арӑмпа хутшӑнакан унпа пӗр ӳт пулнине пӗлместӗр-и-мӗн? Ҫырура каланӑ: «иккӗшӗ пӗр ӳт пулӗҫ» тенӗ.
17
Ҫӳлхуҫапа пӗрлешекен Унпа пӗр сывлӑш пулать.
18
Аскӑнлӑхран тарӑр; этем тӑвакан ытти ҫылӑх ӳте сиен тумасть; аскӑн ӗҫ тӑвакан хӑй ӳтне сиен туса ҫылӑха кӗрет.
19
Сирӗн ӳтӗр хӑвӑр ӑшӑрта пурӑнакан Таса Сывлӑш ҫурчӗ иккенне пӗлместӗр-и-мӗн эсир? Ҫав Сывлӑша эсир Турӑран илнӗ, эсир хӑвӑр та хӑвӑрӑн мар:
20
сире пысӑк хак парса илнӗ. || Ҫавӑнпа ӗнтӗ эсир ӳтӗрпе те, чунӑрпа та Турра аслӑласа пурӑнӑр, вӗсем — Туррӑн.
← Chapter 5
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 7 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
Recommended Reading
Commentary
1 Corinthians Commentaries
→
Devotional
1 Corinthians Devotional Guide
→
Get This Bible
CHB Study Bible
→