bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
1 Corinthians 8
1 Corinthians 8
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 7
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 9 →
1
Йӗрӗхсене чӳкленӗ ҫимӗҫ ҫинчен калас пулсассӑн, эпир ҫакӑн ҫинчен пурсӑмӑр та пӗлетпӗр; анчах пӗлни мӑнаҫлантарать, юратни пӗрлештерет.
2
Мӗн те пулин пӗлетӗп тесе шухӑшлакан кирлӗ таран нимӗн те пӗлмест.
3
Кам Турра юратать, ҫавна Турӑ пӗлет.
4
Ҫапла ӗнтӗ йӗрӗхсене чӳкленӗ ҫимӗҫе ҫиесси-ҫимесси ҫинчен эпир ҫакна пӗлетпӗр: йӗрӗх тӗнчере нимӗн те мар, Пӗртен-пӗррисӗр пуҫне урӑх Турӑ ҫук.
5
Тӳпере е ҫӗр ҫинче ӗнтӗ «турӑ» тенӗскерсем пулсан та (чӑнах, «турӑ» тенӗскерсем те, «хуҫа» тенӗскерсем те нумай),
6
пирӗн пӗр Атте Турӑ анчах, мӗн пурри пӗтӗмпех Унран пулнӑ, эпир Уншӑн пурӑнатпӑр; пирӗн тата пӗр Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр анчах, мӗн пурри пӗтӗмпех Ун урлӑ пулнӑ, эпир Ӑна пула пурӑнатпӑр.
7
Анчах ҫавна пурте пӗлмеҫҫӗ: хӑшӗсем халичченех унчченхи йӑлапа йӗрӗхсене хисеплесе, чӳк ҫимӗҫне «турра» кӳнӗ парне вырӑнне хурсах ҫиеҫҫӗ, вара хӑйсем ҫирӗп пулайманшӑн, ҫапла ирсӗрленнӗшӗн намӑсланса ӳкӗнеҫҫӗ.
8
Апат-ҫимӗҫ пире Турӑ патне ҫывӑхартмасть: ҫисессӗн те пирӗн нимӗн те хушӑнмасть; ҫимесессӗн те эпир нимӗн те ҫухатмастпӑр.
9
Ҫавах та эсир сыхланӑр: хӑвӑр ҫакӑн пек ирӗклӗ пулни тӗрексӗррисене иккӗленмелле ан тутӑр.
10
Эсӗ, пӗлекен ҫынах, йӗрӗхсен ҫуртӗнче сӗтел хушшинче ларнине пӗр-пӗр тӗрексӗр ҫын курсассӑн, унӑн кӑмӑлӗ те чӳк ҫимӗҫне ҫиес енне сулӑнмӗ-ши?
11
Ҫапла санӑн пӗлӗвӳ тӗрексӗр тӑванна пӗтерӗ; уншӑн Христос вилнӗ.
12
Эсир ҫапла тӑванӑрсен тӗлӗшӗнчен ҫылӑха кӗрсе, вӗсенӗн тӗрексӗр кӑмӑлне пӑсса, Христоса хирӗҫ пырса ҫылӑха кӗретӗр.
13
Ҫавӑнпа ӗнтӗ, апат-ҫимӗҫ тӑвана ҫылӑх енне сулӑнтарать пулсан, тӑванӑма ҫылӑха кӗртес мар тесе эпӗ ӗмӗрне те аш ҫимӗп.
← Chapter 7
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 9 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16