bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
1 Corinthians 10
1 Corinthians 10
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 9
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 11 →
1
Эй тӑванӑмсем, эпӗ сире акӑ ҫакна пӗлтермесӗр хӑварасшӑн мар: пирӗн аттемӗрсем пурте пӗлӗт айӗнче пулнӑ, пурте тинӗс витӗр тухнӑ;
2
Моисей пӗлтернине ӗненсе, вӗсем пурте пӗлӗтпе тинӗс ӑшӗнче тӗне кӗнӗ;
3
пурте пӗр ҫимӗҫе, ҫӳлтен ярса панине, ҫинӗ;
4
пурте тӗлӗнмелле юхтарса кӑларнӑ пӗр ӗҫмелли ӗҫнӗ, вӗсем хӑйсемпе пыракан Чулран ӗҫнӗ, ҫав Чул Христос пулнӑ.
5
Ҫавах та вӗсем нумайӑшӗ Турра кӑмӑллӑ пулман, вӗсем ӗнтӗ пушхирте вилсе выртса юлнӑ.
6
Пӗтӗмпе ҫакӑ пире асӑрхаттаракан паллӑсем — пире, вӗсем пек, кӑмӑл еккипе кайса усал енне ан сулӑнччӑр тесе асӑрхаттаракан паллӑсем — пулнӑ.
7
Вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем йӗрӗхсене пуҫҫапнӑ, эсир ҫавсем пек ан пулӑр; вӗсем ҫинчен ҫапла ҫырнӑ: «халӑх ӗҫме-ҫиме ларнӑ, кайран тӑнӑ та выляма пуҫланӑ» тенӗ.
8
Вӗсем пек аскӑн ӗҫ тӑвас мар пирӗн, вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем аскӑн ӗҫ тунӑ та, пӗр кун хушшинче ҫирӗм виҫӗ пин ҫын пӗтнӗ.
9
Христоса вӗсем пек сӑнас мар пирӗн, вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем Христоса сӑнанӑ та ҫӗлен сӑхнипе вилсе пӗтнӗ.
10
Вӗсем пек ан ӳпкелешӗр, вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем ӳпкелешнӗ те вилсе выртнӑ; вӗсене пӗтермӗш вӗлернӗ.
11
Вӗсемпе мӗн пулса иртни — пире малтанах асӑрхаттаракан паллӑсем; ӑна пире, юлашки саманара пурӑнакансене, ӑса кӗртме ҫырса хунӑ.
12
Ҫавӑнпа ӗнтӗ тӗреклӗ тӑратӑп тесе шухӑшлакан хӑй ӳкесрен сыхлантӑр.
13
Эсир куракан асап этем тӳсмелӗх анчах; Турӑ шанчӑклӑ; Вӑл сире вӑйӑр ҫитнинчен ытла сӑнамӗ, сӑнанӑ чухне чӑтса ирттермелӗх сире ҫӑмӑллӑх та парӗ.
14
Эй юратнӑ тӑванӑмсем, ҫавӑнпа ӗнтӗ йӗрӗхсене пӑхӑнса тӑрасран сыхланӑр.
15
Эпӗ сире шухӑшласа илме пултаракан ҫынсем вырӑнне хурса калатӑп; эпӗ мӗн калани ҫинчен хӑвӑр шухӑшласа пӑхӑр-ха.
16
Эпир пиллӗх ыйтса кӗлтунӑ хыҫҫӑн пиллӗх куркинчен ӗҫетпӗр, ҫакӑ Христос Юнӗпе хутшӑнни пулмасть-и? Эпир хуҫа-хуҫа паракан ҫӑкӑра ҫини Христос ӳчӗпе пӗрлешни пулмасть-и?
17
Ҫӑкӑр пӗрре, эпир те нумаййӑн пӗр ӳт пулса тӑратпӑр, мӗншӗн тесессӗн пурсӑмӑр та пӗр ҫӑкӑртан пай илетпӗр.
18
Ӳтпе Израильрен ҫуралнисем ҫине пӑхӑр-ха: парнесене ҫиекенсем парне вырӑнӗ ҫинче тӑвакан ӗҫе хутшӑнмаҫҫӗ-и?
19
Мӗн калатӑп ӗнтӗ эпӗ? Йӗрӗхӗн мӗнле те пулин пӗлтерӗшӗ пур тетӗп-и е тата чӳкленӗ ҫимӗҫӗн пӗлтерӗшӗ пур тетӗп-и?
20
Ун пек мар. Суя тӗнлисем парне кӳнӗ чухне ӑна Турра мар, шуйттансене кӳреҫҫӗ тетӗп; манӑн сире шуйттансемпе хутшӑнтарас килмест.
21
Эсир Ҫӳлхуҫа куркине те, шуйттан куркине те ӗҫме пултараймастӑр; Ҫӳлхуҫа сӗтелӗ ҫинчен те, шуйттан сӗтелӗ ҫинчен те ҫиме пултараймастӑр.
22
Эпир Ҫӳлхуҫана ҫиллентерӗпӗр-и? Эпир Унран хӑватлӑрах-и-мӗн?
23
Мана пурне те тума ирӗк панӑ, анчах пурте усӑллӑ мар; мана пурне те тума ирӗк панӑ, анчах пурте ӑса вӗрентмест.
24
Никам та хӑй валли пайта ан шыратӑр, кирек кам та ыттисене усӑ тӑвасшӑн тӑрӑштӑр.
25
Пасарта мӗн сутнине пурне те пӗр тиркемесӗр, пӗр иккӗленмесӗр ҫийӗр:
26
ҫӗр те, ӑна тулли тӑваканӗсем те — Ҫӳлхуҫанӑн.
27
Сире пӗр-пӗр ӗненмен ҫын чӗнсессӗн, хӑвӑрӑн та каяс килсессӗн — унта умӑра мӗн лартнине пурне те пӗр тиркемесӗр, пӗр иккӗленмесӗр ҫийӗр.
28
Кам та пулин сире: «ку — чӳкленӗ ҫимӗҫ» тесессӗн, ҫапла калаканшӑн, унӑн кӑмӑлӗшӗн ан ҫийӗр.
29
Ҫакна хамӑн кӑмӑлӑм ҫинчен мар, ыттисен кӑмӑлӗ ҫинчен калатӑп: мӗншӗн-ха хам ирӗкӗме ытти ҫын кӑмӑлӗ айӑпламалла тӑвас?
30
Эпӗ тав туса ҫиетӗп пулсан, ҫав тав туса ҫиекен япалашӑн мана мӗншӗн хурламалла?
31
Ҫавӑнпа ӗнтӗ, ӗҫетӗр-и, ҫиетӗр-и е тата мӗн те пулин тӑватӑр-и — пӗтӗмпех Турра мухтаса тӑвӑр.
32
Иудейсене те, эллинсене те, Туррӑн ӗненекен ушкӑнне те улталанмалла ан тӑвӑр;
33
эпӗ те пурне те пур тӗлӗшрен те юрама тӑрӑшатӑп; хамшӑн ырӑлӑх шырамастӑп, нумайӑшне усӑ парасчӗ, нумайӑшӗ ҫӑлӑнччӑр тесе тӑрӑшатӑп.
← Chapter 9
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 11 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
Recommended Reading
Commentary
1 Corinthians Commentaries
→
Devotional
1 Corinthians Devotional Guide
→
Get This Bible
CHB Study Bible
→