bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
1 Corinthians 14
1 Corinthians 14
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 13
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 15 →
1
Юратуллӑ пулӑр; чунтан-вартан Сывлӑш хастарне илесшӗн тӑрӑшӑр, уйрӑмах Турӑ сӑмахне пӗлтерме тӑрӑшӑр.
2
Ыттисем пӗлмен чӗлхепе калакан вӑл ҫынсене каламасть, Турра калать: ӑна никам та ӑнланаймасть, Сывлӑш пӗлтернипе вӑл пӗлме ҫукки ҫинчен калать.
3
Турӑ сӑмахне пӗлтерекенӗ ҫынсене ӑса кӗртет, ӳкӗт парать, лӑплантарать.
4
Ыттисем пӗлмен чӗлхепе калакан хӑйне ҫеҫ тӗреклӗлентерет; Турӑ сӑмахне пӗлтерекенӗ пур ӗненекене те ӑса кӗртет.
5
Эпӗ сире пурсӑра та тӗрлӗ чӗлхепе калаҫтарасшӑн; ҫапах та эсир Турӑ сӑмахне пӗлтерекенсем пулсассӑн, авантарах пулӗччӗ: Турӑ сӑмахне пӗлтерекенӗ тӗрлӗ чӗлхепе калаҫаканран пахарах, тӗрлӗ чӗлхепе калаҫакан, ӗненекенсем ӑса кӗччӗр тесе хӑй каланине ӑнлантара-ӑнлантара парсассӑн ҫеҫ, Турӑ сӑмахне пӗлтерекенпе пӗр шайра пулӗ.
6
Эй тӑванӑмсем, эпӗ сирӗн пата пырса эсир пӗлмен чӗлхепе калама пуҫласассӑн, Турӑ пӗлтернине те, хам мӗн пӗлсе тӑнине те, хамӑн пророк хастарӗпе пӗлнине те, вӗрентсе калас сӑмахӑма та ӑнланмалла каламасассӑн, эпӗ сире мӗн усӑ кӳрӗп?
7
Чунсӑр япаласем, сасӑ кӑларакан сӑпрайсем те, — калӑпӑр, шӑхлич е кӗсле, — ҫавӑн пек: вӗсен сассине уйӑрса илме ҫук пулсассӑн, шӑхличӗпе е кӗслепе мӗн каланине ӑҫтан пӗлмелле?
8
Трупапа уҫӑмсӑр кӑшкӑртсассӑн, кам вӑрҫа кӗме хатӗрленӗ?
9
Ҫавӑн пекех эсир ыттисем пӗлмен чӗлхепе калаҫатӑр пулсассӑн, ӑнланмалла мар сӑмахсем калатӑр пулсассӑн, сире епле ӑнланччӑр? Эсир апла ҫиле анчах калатӑр.
10
Тӗнчере темӗн чухлӗ чӗлхе — нимӗн те пӗлтермен чӗлхе ҫук.
11
Эпӗ хампа калаҫаканӑн чӗлхине пӗлместӗп пулсассӑн, эпӗ ҫав ҫыншӑн ют халӑх ҫынни пулатӑп, вӑл та маншӑн ют халӑх ҫынни пулать.
12
Ҫапла ӗнтӗ эсир те, Сывлӑш хастарӗсене чунтан-вартан илесшӗн пулса, пуринчен ытла ӗненекенсене тӗреклӗлентерекен хастарсене тупма тӑрӑшӑр.
13
Ҫавӑнпа ӗнтӗ ыттисем пӗлмен чӗлхепе калаҫаканӗ ӑнлантарса вӗрентмешкӗн хастар ыйтса кӗлтутӑр:
14
эпӗ ыттисем пӗлмен чӗлхепе кӗлтунӑ чухне манӑн чунӑм кӗлтӑвать, анчах ӑсӑм усӑ кӳмесӗр тӑрать.
15
Мӗн тӑвас ӗнтӗ? Эпӗ чунӑмпа кӗлтусассӑн — ӑсӑмпа та кӗлтӑвам; чунӑмпа мухтаса юрласассӑн — ӑсӑмпа та мухтаса юрлам.
16
Эсӗ ыттисем пӗлмен чӗлхепе Турра мухтама тытӑнсассӑн, пӗлмен ҫын эсӗ Турра тав тунӑ чухне «аминь» тесе епле калайӗ: вӑл эсӗ мӗн каланине ӑнланмасть.
17
Эсӗ Турра лайӑх тав тӑватӑн, анчах ҫакӑ тепӗрне нимӗнле усӑ та кӳмест.
18
Тавах Туррӑма: эпӗ сирӗнтен нумайрах чӗлхе пӗлетӗп;
19
ҫапах та ӗненекенсен ушкӑнӗнче эпӗ ыттисем пӗлмен чӗлхепе темиҫе пин сӑмах каличчен вӗсене ӑнлантармашкӑн пилӗк сӑмах та пулин вӗсем пӗлекен чӗлхепе каласшӑн.
20
Эй тӑванӑмсем! ача ӑслӑ ан пулӑр; усал тӑвас тӗлӗшрен эсир ача пек пулӑр, ӑс кирлӗ ҫӗрте ҫитӗннӗ ҫын пек пулӑр.
21
Саккунра ҫапла ҫырнӑ: «ҫакӑ халӑхпа урӑх чӗлхепе, ют чӗлхе-ҫӑварпа калаҫӑп, анчах Мана апла та итлемӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа» тенӗ.
22
Ҫапла ӗнтӗ ыттисем пӗлмен чӗлхепе калаҫни — ӗненекенсемшӗн мар, ӗненменнисемшӗн; Турӑ сӑмахне вӗрентни — ӗненменнисемшӗн мар, ӗненекенсемшӗн.
23
Пур ӗненекен те пӗр ҫӗре пуҫтарӑнса кашнийӗ ыттисем пӗлмен чӗлхепе калаҫа пуҫласассӑн, ҫавӑнта сирӗн пата нимӗн пӗлменнисем е ӗненменнисем пырса кӗрсен, вӗсем мӗн калӗҫ? Кусем ухмахланаҫҫӗ темӗҫ-и?
24
Пурте пророкла ӑнлантарса вӗрентнӗ чухне пӗр-пӗр ӗненмен ҫын е нимӗн пӗлмен ҫын пырса кӗрсессӗн, вӑл, вӗрентнине итлесе, ҫынна мӗншӗн айӑплани ҫинчен, мӗншӗн сут тӑвасси ҫинчен итлесе тӑрать.
25
Вара чӗринчи вӑрттӑн шухӑшӗсем ҫиеле тухаҫҫӗ те, вӑл ӗнтӗ Турра ӳксе пуҫҫапса ӗненекенсене калӗ: «чӑнах сирӗнпе Турӑ иккен» тейӗ.
26
Апла мӗн тумалла-ха, тӑванӑмсем? Пӗрле пухӑнсассӑн пӗри Турра мухтаса юрлатӑр, тепӗри вӗренттӗр, хӑшӗ ыттисем пӗлмен чӗлхепе калаҫтӑр, хӑшӗ Турӑ пӗлтернине каласа патӑр, хӑшӗ ӑнлантарса патӑр, — пӗтӗмпе ҫакӑ ыттисене усӑ кӳтӗр.
27
Ыттисем пӗлмен чӗлхепе калаҫакансем пулсассӑн, иккӗн, чи нумаййи виҫҫӗн, черетпе калаччӑр, пӗри ӑнлантарса тӑтӑр.
28
Ӗненекенсенӗн пухӑвӗнче Турӑ сӑмахне пӗлтерекенсем пулмасассӑн чӗнмесӗр тӑр, хӑвӑн ӑшӑнта хӑвна та, Турра анчах каласа тӑр.
29
Турӑ сӑмахне пӗлтерекенсем те иккӗн е виҫҫӗн калаччӑр, ыттисем вӗсем каланине тишкерччӗр.
30
Ларакансенчен пӗрне Турӑ мӗн те пулин пӗлтерсен, ҫав вӑхӑтра калаканӗ калама чарӑнтӑр:
31
пурте вӗренччӗр, пурин чунӗ те лӑплантӑр тесе эсир пурсӑр та пӗрин хыҫҫӑн тепӗри Турӑ сӑмахне пӗлтерме пултаратӑр.
32
Турӑ сӑмахне пӗлтермелли хастар Турӑ сӑмахне пӗлтерекене пӑхӑнать;
33
Турӑ — хирӗҫекенсенӗн Турри мар, килӗштерекенсенӗн Турри. Пур ӗненекен ушкӑнра та (Чиркӳре) сӑваплӑ ҫынсем ҫапла тӑваҫҫӗ.
34
Хӗрарӑмсем ӗненекенсен пухӑвӗнче чӗнмесӗр тӑччӑр: вӗсене калаҫма мар, пӑхӑнса тӑма хушнӑ, саккун та ҫавнах калать.
35
Вӗсем мӗн те пулин вӗренесшӗн пулсассӑн, ун ҫинчен килӗнче упӑшкинчен ыйтчӑр: хӗрарӑма чиркӳре калаҫни килӗшмест.
36
Турӑ сӑмахӗ сирӗнтен тухнӑ-и-мӗн? Е вӑл пӗр сирӗн пата ҫеҫ ҫитнӗ-и?
37
Хӑйне пророк вырӑнне хуракан ҫын та, хӑйӗнче Сывлӑш вӑйӗ пур тесе шутлакан та эпӗ сире мӗн ҫырни Ҫӳлхуҫа ӳкӗчӗ пулнине ӑнласа илмеллех.
38
Ӑнласа илейменни ӑнланаймасӑрах юлтӑр.
39
Ҫапла ӗнтӗ, тӑванӑмсем, ӑнлантарса вӗрентессишӗн тӑрӑшӑр, ыттисем пӗлмен чӗлхепе калаҫма та ан чарӑр.
40
Анчах пурте тирпейлӗ, пурте йӗркеллӗ пулса пытӑр.
← Chapter 13
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 15 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16