bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
1 Corinthians 13
1 Corinthians 13
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 12
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 14 →
1
Эпӗ этемсен тӗрлӗ чӗлхипе калаҫсан та, ангелсем пек калаҫатӑп пулсан та, манра юрату ҫук пулсассӑн, эпӗ чанкӑртатакан пӑхӑр е янӑракан кимвал ҫеҫ.
2
Эпӗ пророк хастарне илнӗ пулсан та, пӗтӗм вӑрттӑнлӑха, пӗтӗм пӗлӗве пӗлсе ҫитрӗм пулсан та, тусене пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна куҫармалӑхах хытӑ ӗненетӗп пулсан та, хамра юрату ҫук пулсассӑн, эпӗ — нимӗн те мар.
3
Эпӗ хамӑн мӗнпур пурлӑхӑма валеҫсе пӗтерсен те, ӳтӗме ҫунтарса яма парсан та, хамра юрату пулмасассӑн, ҫакӑнтан мана нимӗн усси те пулмӗ.
4
Юрату нумайччен тӳсет, хӗрхенсе ырӑлӑх тӑвать, юрату ӑмсанмасть, юрату мухтанмасть, мӑнаҫланмасть,
5
пуҫтахланмасть, хӑйӗншӗн тӑрӑшмасть, вӗчӗхмест, хӑйне усал тунине асра тытмасть,
6
тӗрӗсмарлӑхшӑн савӑнмасть, чӑннишӗн савӑнать;
7
пурне те каҫарать, пурне те ӗненет, яланах шанса тӑрать, пурне те тӳссе ирттерет.
8
Пророкла калаҫасси те пӗтӗ, тӗрлӗ чӗлхепе те калаҫма чарӑнӗҫ, пӗлӳ те пӑрахӑҫа тухӗ, юрату нихӑҫан та пӗтмӗ.
9
Эпир кӑшт анчах пӗлетпӗр, пророкла та кӑшт анчах калаҫатпӑр;
10
пур тӗлӗшпе те тулли пахалӑх килсе ҫитсессӗн, кӑштаххи чарӑнса ларӗ.
11
Эпӗ ача чухне ачалла калаҫаттӑм, ачалла шухӑшлаттӑм, ачалла ӑнласа илеттӗм; ҫитӗнсе ҫитсессӗн ача чухнехине пӑрахрӑм.
12
Халӗ эпир уҫҫӑн курмастпӑр, тӗксӗм кантӑк витӗр курнӑ пек анчах тӗшмӗртетпӗр; ун чухне куҫа-куҫӑн курӑпӑр: халӗ эпӗ кӑшт анчах пӗлетӗп, ун чухне эпӗ пӗтӗмпе, Турӑ хама пӗлнӗ пек, пӗлӗп.
13
Халӗ акӑ ҫаксем виҫҫӗшӗ тӑраҫҫӗ: ӗненӳ, шанчӑк, юрату; юратӑвӗ ыттисенчен аслӑрах.
← Chapter 12
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 14 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
Recommended Reading
Commentary
1 Corinthians Commentaries
→
Devotional
1 Corinthians Devotional Guide
→
Get This Bible
CHB Study Bible
→