bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
1 Corinthians 5
1 Corinthians 5
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 4
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 6 →
1
Сирӗн хушшӑрта аскӑн ӗҫ пуҫланнӑ тет; ку тӗрӗс хыпар: пӗри амаҫурипе пурӑнать тет, ун пек аскӑн ӗҫ туни суя тӗнлисем хушшинче те илтӗнмест.
2
Эсир хуйхӑрса йӗрес вырӑнне тата мӑнкӑмӑлланса кайнӑ; ҫавнашкал ӗҫ тӑвакан ҫынна сирӗн хӑвӑр хушшӑртан хӑваласа кӑларса ямаллаччӗ.
3
Эпӗ ӳтӗмпе сирӗн патӑрта пулмасан та, сывлӑшӑмпа сирӗнпе пулса, сирӗнпе пӗрлех тӑнӑ пек, ҫапла тума йышӑнтӑм:
4
эсир Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр ячӗпе пӗрле пуҫтарӑнсассӑн, — сывлӑшӑмпа эпӗ те сирӗнпе пӗрле пулӑп, — ҫавӑн пек ӗҫ тунӑ ҫынна Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр хӑвачӗпе сирӗн шуйттан аллине памалла: ӗнтӗ ӳчӗ ҫылӑха пула асаплантӑр, чунӗ Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр кунӗнче ҫӑлӑнса юлтӑр.
6
Сирӗн мухтанмалли нимӗн те ҫук. || Сахал кӑвас чустиех пӗтӗм чустана йӳҫӗтсе янине пӗлместӗр-и-мӗн эсир?
7
Ҫавӑнпа ӗнтӗ ҫӗнӗ чуста пулмашкӑн кивӗ кӑвас чустинчен хӑтӑлӑр, сирӗн йӳҫӗтмен чуста пулмалла, мӗншӗн тесессӗн пирӗн Пасхӑна, Христоса, пирӗншӗн парнене кӳнӗ.
8
Ҫавӑнпа ӗнтӗ уява кивӗ кӑвас чустипе, ҫылӑхпа ултав кӑвас чустийӗпе, тӑвас мар, тутлӑлла ҫӑкӑрпа — тасалӑхпа, чӑнлӑхпа — уяв тӑвас.
9
Эпӗ сире аскӑн ҫынсемпе ан хутшӑнӑр тесе ҫырса янӑччӗ;
10
ку сӑмах ҫак тӗнчери аскӑнчӑксемпе, сӑптӑрҫӑсемпе, вӑрӑсемпе, йӗрӗхсене пуҫҫапакансемпе пӗринпе те ан хутшӑнӑр тени пулмасть: апла сирӗн ку тӗнчерен тухсах каймалла пулӗччӗ.
11
Хӑшӗсем хӑйне сирӗн тӑванӑр теҫҫӗ те, хӑйсем ҫаплах асаҫҫӗ, сӑптӑраҫҫӗ, йӗрӗхсене пуҫҫапаҫҫӗ, элеклеҫҫӗ, ӗҫке ярӑнаҫҫӗ, вӑрлаҫҫӗ, — эпӗ сире ҫакӑн пек ҫынсемпе ан хутшӑнӑр, ун пеккисемпе пӗрле те ӗҫсе ан ҫийӗр тесе ҫырса янӑччӗ.
12
Тулашрисене мӗншӗн сут тӑвас манӑн? Сирӗн хӑвӑр хушшӑртисене сут тумалла мар-и-ха?
13
Тулашӗнчисене Турӑ сут тӑвать. Ҫапла ӗнтӗ пӑсӑлнисене хӑвӑр хушшӑртан кӑларса пӑрахӑр.
← Chapter 4
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 6 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16