bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
1 Corinthians 3
1 Corinthians 3
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 2
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 4 →
1
Эй тӑванӑмсем, эпӗ сирӗнпе Таса Сывлӑшлӑ ҫынсемпе калаҫнӑ пек калаҫма пултараймарӑм, ӳтшӗн пурӑнакансемпе калаҫнӑ пек, Христоса ӗненес тӗлӗшрен пӗчӗкҫӗ ачасемпе танлашакансемпе калаҫнӑ пек калаҫрӑм.
2
Эпӗ сире сӗтпе тӑрантарса пурӑнтӑм, хытӑ ҫимӗҫ памарӑм: эсир халсӑрччӗ, эсир халӗ те халсӑр,
3
мӗншӗн тесессӗн эсир халӗ те ӳтшӗн пурӑнатӑр. Эсир ӑмсанатӑр, пӗр-пӗринпе хирӗҫетӗр-тавлашатӑр пулсассӑн, ӳтшӗн пурӑнакансем, этем йӑлине туса тӑракансем пулмастӑр-и вара?
4
Пӗри: «Эпӗ — Павелӑн», тепӗри: «Эпӗ — Аполлосӑн» тетӗр пулсассӑн, эсир ӳтшӗн пурӑнакансем мар-и вара?
5
Павел кам? Аполлос кам? Хушнине тӑвакансем анчах вӗсем, эсир вӗсем урлӑ ӗнентӗр, ӗҫлессе те вӗсем Ҫӳлхуҫа хӑйсене панӑ хал таран анчах ӗҫлеҫҫӗ.
6
Эпӗ лартрӑм, Аполлос шӑварса тӑчӗ, ӳстерессе Турӑ ӳстерчӗ.
7
Ҫавӑнпа лартаканӗ те, шӑвараканӗ те нимӗн те мар, пурте ӳстерекен Турӑран килет.
8
Ҫав тӗлӗшрен лартаканӗ те, шӑвараканӗ те пӗрех, вӗсем ӗҫне кура тивӗҫлине илӗҫ.
9
Эпир — Туррӑн ӗҫлекенӗсем, эсир — Туррӑн хирӗ, Турӑ лартакан ҫурт.
10
Турӑ панӑ тивлете кура, эпӗ, ҫурт тӑвакан ӑста пек, никӗсне хутӑм, тепӗри ун ҫине ҫурт хӑпартать; анчах хӑй мӗнле хӑпартнине кашнийӗ астусах тӑтӑр.
11
Пӗрре хунӑ никӗссӗр пуҫне никам та урӑх никӗс хума пултараймасть, ҫав никӗс — Иисус Христос.
12
Ҫав никӗс ҫине кам мӗнле ҫурт лартнине — ылтӑнран-и, кӗмӗлтен-и, хаклӑ йышши чулран-и, йывӑҫран-и, утӑран-и, улӑмран-и —
13
кашнийӗн ӗҫӗ кӑтартса парӗ; сут кунӗнче вут-ҫулӑм ӑшӗнче пурте паллӑ пулӗ: кашнийӗн ӗҫӗ мӗнлине вут-ҫулӑм кӑтартса парӗ.
14
Камӑн ӗҫӗ тӑрса юлӗ, ҫавӑ хӑйне тивӗҫлине илӗ;
15
камӑн ӗҫӗ ҫунса кайӗ, ҫавӑн ӗҫлени харама кайӗ; хӑй ҫавах та вут-ҫулӑмран хӑтӑлнӑ пек хӑтӑлса юлӗ.
16
Хӑвӑр Турӑ ҫурчӗ иккенне, ӑшӑрта Турӑ Сывлӑшӗ пурӑннине пӗлместӗр-им эсир?
17
Кам та пулин Турӑ ҫуртне ҫӗмӗрсессӗн, Турӑ ӑна хӑйне пӗтерӗ: Турӑ ҫурчӗ сӑваплӑ; ҫав ҫурт эсир пулатӑр.
18
Хӑйне хӑй никам та ан улталатӑр. Сирӗн хушшӑрта кам та пулин ҫак тӗнчере хӑйне ӑслӑ тесе шухӑшлать пулсассӑн, вӑл ӑслӑ пуласшӑн ӑссӑр пултӑр,
19
мӗншӗн тесессӗн ку тӗнченӗн ӑслӑлӑхӗ Турӑ умӗнче — ӑссӑрлӑх. Ҫырура та: «Турӑ ӑслисене хӑйсенӗн чеелӗхӗпе тытать» тесе ҫырнӑ.
20
Тата каланӑ: «ӑслисенӗн шухӑшӗ нимӗн те маррине Ҫӳлхуҫа пӗлет» тенӗ.
21
Ҫавӑнпа ӗнтӗ этемпе никам та ан мухтантӑр, мӗншӗн тесессӗн пурте сирӗн:
22
Павел-и, Аполлос-и, Кифа-и, тӗнче-и, пурӑнӑҫ-и, вилӗм-и, хальхи-и, малашнехи-и — пурте сирӗн;
23
эсир вара — Христосӑн, Христос — Туррӑн.
← Chapter 2
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 4 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16