bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
1 Corinthians 4
1 Corinthians 4
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 3
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 5 →
1
Ҫавӑнпа ӗнтӗ пире пурте Христос хушнине тӑвакансем вырӑнне, Туррӑн вӑрттӑнлӑхӗсене упракансем вырӑнне хумалла.
2
Ун пек ҫынсем кирек хӑшӗ те шанчӑклӑ пулмалла.
3
Эсир ман ҫинчен мӗн калани е ытти ҫынсем мӗн калани маншӑн нимӗн те мар; эпӗ хам ҫинчен хам та нимӗн те каламастӑп.
4
Эпӗ хам тӗлӗшпе нимӗнле айӑп та курмастӑп, ҫавах хама айӑпсӑр теместӗп; мана сут тӑваканни — Ҫӳлхуҫа.
5
Ҫавӑнпа ӗнтӗ вӑхӑт ҫитмесӗр, Ҫӳлхуҫа килмесӗр нимӗнле сут та ан тӑвӑр; Вӑл сӗмлӗхре пытаннине ҫутта кӑларӗ, ӑшри шухӑшсене курӑнакан тӑвӗ, ун чухне вара Турӑран кирек кам та хӑй мухтавне илӗ.
6
Эй тӑванӑмсем, ҫакна эпӗ сирӗн валли хампа Аполлоса тӗслӗхе илсе кӑтартрӑм, пирӗнтен вӗренччӗр, «ҫырнинчен ан иртчӗр», хӑйсене пӗр-пӗринчен мала ан хуччӑр.
7
Сана кам мала хурать-ха? Турӑран илменни санӑн мӗн пур? Турӑран илнӗ пулсан, мӗншӗн Унран нимӗн илмен пек мухтанатӑн?
8
Эсир ӗнтӗ мӑй таран тӑраннӑ, пуйса ҫитнӗ, пирӗнсӗрех патшана ларнӑ. Ах, эсир чӑнахах патша пек пулсанччӗ, вара сирӗнпе пӗрле эпир те патша пек пулӑттӑмӑр!
9
Турӑ пире, апостолсене, вӗлермелле тунӑ ҫынсенӗн вырӑнне, чи хыҫалтине, панӑ пулӗ тетӗп, мӗншӗн тесессӗн пире ӗнтӗ тӗнче, ангелсем, этемсем курма пуҫтарӑннӑ.
10
Эпир Христосшӑн ӑссӑр пек пултӑмӑр, эсир Христос урлӑ ӑсла тухрӑр; эпир вӑйсӑр, эсир тӗреклӗ; эсир мухтавлӑ, эпир хисепрен тухрӑмӑр.
11
Паянхи кунчченех эпир ҫинӗ-ҫимен, ӗҫнӗ-ӗҫмен, тумланнӑ-тумланман пурӑнатпӑр, хӗненине тӳсетпӗр, вырӑнтан вырӑна куҫса ҫӳретпӗр;
12
хамӑр аллӑмӑрпа ӗҫлесе, тар юхтарса тӑранса пурӑнатпӑр. Пире усал сӑмахпа хӑртаҫҫӗ — эпир пиллетпӗр; пире хӗсӗрлеҫҫӗ — эпир тӳсетпӗр;
13
пире хурлаҫҫӗ — эпир вӗсемшӗн Турра йӑлӑнатпӑр; эпир тӗнчешӗн халичченех ҫӳпӗ пек, пурте таптакан тусан пек.
14
Ҫакна сире намӑслантарасшӑн ҫырмастӑп, юратнӑ ачамсем вырӑнне хурса сире ӑса вӗрентетӗп:
15
Христос ячӗпе вӗрентекен сирӗн темиҫе пин пулсан та, аҫӑрсем нумай мар; Ырӑ Хыпар пӗлтерсе Христос Иисус урлӑ эпӗ сире ҫӗнӗрен ҫуратрӑм.
16
Ҫавӑнпа ӗнтӗ тархаслатӑп сире: эпӗ Христос евӗрлӗ пулма тӑрӑшнӑ пек, эсир те ман пек пулма тӑрӑшӑр.
17
Ҫавӑнпа эпӗ сирӗн пата Тимофее — хамӑн савнӑ ывӑлӑма, Ҫӳлхуҫана парӑннӑскере — ятӑм, вӑл сире эпӗ епле Христос ҫулӗпе пынине, ӗненекен ушкӑнсенче пур ҫӗрте те епле вӗрентнине асӑра илтерӗ.
18
Сирӗн хушшӑрта хӑшӗсем мӑнкӑмӑллансах кайнӑ, вӗсем эпӗ сирӗн пата пымастӑп тесе шутлаҫҫӗ;
19
Ҫӳлхуҫа пӳрсен эпӗ кӗҫех сирӗн пата ҫитӗп те мӑнкӑмӑлланса кайнисенӗн сӑмахӗ мӗнлине мар, вӗсенӗн хӑвачӗ мӗнлине кӑтартса парӑп:
20
Турӑ Патшалӑхӗ — сӑмахра мар, хӑватра.
21
Эсир хӑшне кӑмӑллатӑр — сирӗн пата туяпа пырас-и е юратса йӑваш кӑмӑлпа пырас-и?
← Chapter 3
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 5 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16