bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
1 Corinthians 12
1 Corinthians 12
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 11
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 13 →
1
Эй тӑванӑмсем, эпӗ сире Сывлӑш хастарӗсем ҫинчен те пӗлтермесӗр хӑварасшӑн мар.
2
Хӑвӑр пӗлетӗр: суя тӗнпе пурӑннӑ чухне эсир чӗлхесӗр йӗрӗхсем патне хӑвӑра такам сӗтӗрсе кайнӑ пек ҫӳреттӗр.
3
Ҫавӑнпа калатӑп сире: Турӑ Сывлӑшӗ пӗлтернипе калаҫакан никам та Иисуса ылханаймӗ; Таса Сывлӑш пулӑшмасан никам та Иисуса Ҫӳлхуҫа тесе те калаймӗ.
4
Хастар — тӗрлӗрен, Сывлӑш — пӗрре анчах;
5
ӗҫлесе тӑрасси те — тӗрлӗрен, Ҫӳлхуҫа вара — пӗрре анчах;
6
ӗҫсем те — тӗрлӗрен, анчах пуринче те пурне те туса тӑракан Турӑ — пӗрре анчах.
7
Усӑ кӳмешкӗн Сывлӑш кашнинех хӑйне уйрӑм хастар парать.
8
Пӗрне Сывлӑш ӑслӑ сӑмах парать, ҫав Сывлӑшах тепӗрне ыттисем валли пӗлӳ парать;
9
ҫав Сывлӑшах хӑшне ҫирӗп ӗнентермелле тӑвакан хастар парать; ҫав Сывлӑшах хӑшне чиртен сыватма хастар парать;
10
хӑшне — хӑватсем тума, хӑшне — пророк пулма, хӑшне — сывлӑшсене чухласа илме, хӑшне — тӗрлӗ чӗлхепе калаҫма, хӑшне тата тӗрлӗ чӗлхепе каланине ӑнлантарса пама хастар парать.
11
Ҫакна пурне те пӗр Сывлӑшах тӑвать; кашнинех хӑйне кирлӗ пек уйӑрса парать.
12
Ӳт-пӳ пӗрре, анчах пайӗ нумай; пӗр ӳт-пӗвӗн пайӗсем хӑйсем нумаййӑн пулсан та пӗр ӳт-пӳ пулаҫҫӗ: Христос та ҫавӑн пекех.
13
Иудей-и, эллин-и, чура-и, ирӗкри-и — эпир пурсӑмӑр та пӗр ӳт-пӳ пулма пӗр Сывлӑшпа тӗне кӗнӗ, пурсӑмӑр та хамӑр ӑша пӗр Сывлӑшах илнӗ.
14
Ӳт-пӳре пӗр пай анчах мар, нумай.
15
Ура: «ӳт-пӳ пайӗ пулмашкӑн эпӗ алӑ мар» тесен, вара вӑл ҫавӑнпа ӳт-пӳ пайӗ пулмасть-и-мӗн?
16
Хӑлха та: «ӳт-пӳ пайӗ пулмашкӑн эпӗ куҫ мар» тесен, вӑл та вара ҫавӑнпа ӳт-пӳ пайӗ пулмасть-и-мӗн?
17
Эхер те пӗтӗм ӳт-пӳ куҫ пулсан, илтмелли ӑҫта вара? Ӳт-пӳ пӗтӗмӗшпех илтмелли пулсан, шӑршӑ пӗлмелли ӑҫта?
18
Анчах та Турӑ Хӑйӗн ирӗкӗпе пур пая та пӗр ӳт-пӗве вырӑнаҫтарнӑ.
19
Пурте пӗр пай пулсан, ӳт-пӳ ӑҫтан пулӗччӗ вара?
20
Капла пайӗ нумай, ӳт-пӳ пӗрре ҫеҫ.
21
Куҫ алла: «эсӗ мана кирлӗ мар» тееймест; пуҫ та урана: «эсӗ мана кирлӗ мар» тееймест.
22
Апла ҫеҫ мар-ха, ӳт-пӗвӗн чи вӑйсӑртарах пек туйӑнакан пайӗсем ҫав тери кирлӗ;
23
хамӑрӑн хисеплех мар пайсене эпир ытларах та хисеплетпӗр;
24
хамӑрӑн илемсӗр пайсемшӗн ытларах тӑрӑшатпӑр; илемлисене апла туни кирлӗ мар. Ҫапла Турӑ, начартараххишӗн ытларах тӑрӑшмалла туса, ӳт-пӳ пайӗсене танлаштарнӑ:
25
унӑн пур пайне те пӗр-пӗриншӗн пӗр пек тӑрӑшмалла туса, ӳт-пӗве саланса каймалла мар тунӑ.
26
Ҫавӑнпа ӗнтӗ пӗр пайӗ асапланать пулсассӑн, унпа пӗрле ытти пайӗсем те пурте асапланаҫҫӗ; пӗр пайне ырласассӑн, унпа пӗрле пур пайӗ те савӑнать.
27
Эсир — Христос ӳт-пӗвӗ, уйрӑммӑн илсессӗн, кашнийӗ вара — унӑн пайӗ.
28
Ӗненекен ушкӑнра Турӑ хӑшне — апостол, хӑшне — пророк тата хӑшне вӗрентекен тунӑ; унтан тата хӑшне тӗлӗнмелле ӗҫсем тума хӑват панӑ, хӑшне — чирсенчен сыватма, хӑшне — пулӑшса тӑма, хӑшне — йӗрке кӳрсе тӑма, хӑшне тӗрлӗ чӗлхепе калаҫма хастар панӑ.
29
Пурте апостол-и? Пурте пророк-и? Пурте вӗрентекен-и? Пурте тӗлӗнмелле ӗҫсем тӑваҫҫӗ-и?
30
Пуринӗн те чирсенчен сыватмалли хастар пур-и? Пурте тӗрлӗ чӗлхепе калаҫаҫҫӗ-и? Пурте тӗрлӗ чӗлхепе каланине ӑнлантарса параҫҫӗ-и?
31
Чи лайӑх, чи кирлӗ хастарсемшӗн тӑрӑшӑр, эпӗ вара сире чӑн лайӑх ҫул кӑтартса парӑп.
← Chapter 11
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 13 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
Recommended Reading
Commentary
1 Corinthians Commentaries
→
Devotional
1 Corinthians Devotional Guide
→
Get This Bible
CHB Study Bible
→