bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
1 Corinthians 15
1 Corinthians 15
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 14
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 16 →
1
Эй тӑванӑмсем, эпӗ сире хам пӗлтернӗ Ырӑ Хыпара астутаратӑп; эсир ӑна йышӑнтӑр, ӑна тытса та тӑратӑр;
2
пурне те эпӗ хӑвӑра каласа панӑ пек тытса тӑратӑр пулсассӑн, эсир ахальтен анчах ӗненмен пулсассӑн ҫав Ырӑ Хыпар урлӑ ҫӑлӑнатӑр та.
3
Эпӗ сире чӑн малтан акӑ ҫакна, хама пӗлтернине, каласа патӑм: Ҫырура каланӑ пек, Христос пирӗн ҫылӑхӑмӑрсемшӗн вилнӗ,
4
Ӑна ӗнтӗ пытарнӑ, Ҫырура каланӑ пек, Вӑл виҫҫӗмӗш кунне чӗрӗлсе тӑнӑ,
5
Кифана, унтан вуниккӗшне курӑннӑ;
6
унтан пӗр харӑсах пилӗкҫӗр ытла тӑвана курӑннӑ, вӗсем нумайӑшӗ халӗ те пурӑнаҫҫӗ, хӑшӗ-пӗрисем вилнӗ ӗнтӗ;
7
унтан Иакова, ҫавӑн пекех тата пур апостола та курӑннӑ;
8
пуринчен кайран мана та, тивӗҫсӗрскере, курӑнчӗ.
9
Эпӗ апостолсенчен чи кӗҫӗнни, мана апостол темелӗх те ҫук — эпӗ Туррӑн ӗненекен ушкӑнне хӗсӗрлеттӗм.
10
Эпӗ Турӑ тивлечӗпе ҫеҫ ҫакӑн пек пулса тӑтӑм; Унӑн тивлечӗ манра сая каймарӗ, эпӗ вӗсенчен пуринчен те ытла ӗҫлерӗм: эпӗ мар ӗнтӗ, Турӑ тивлечӗ манпа пӗрлеччӗ.
11
Ӗнтӗ эпӗ-и, вӗсем-и, эпир ҫапла вӗрентетпӗр, эсир те ҫапла ӗнентӗр.
12
Христос ҫинчен Вӑл вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ тесе вӗрентеҫҫӗ пулсассӑн, мӗнле-ха сирӗнтен хӑшӗ-пӗрисем: вилнисем чӗрӗлсе тӑрас ҫук, тееҫҫӗ?
13
Вилнисем чӗрӗлсе тӑрас ҫук пулсассӑн, Христос та чӗрӗлсе тӑман пулать;
14
Христос чӗрӗлсе тӑман пулсассӑн, эпир вӗрентни те харама каять, эсир ӗненни те харам пулать.
15
Тата эпир Турӑ ҫинчен суеҫтерекенсем те пулатпӑр, мӗншӗн тесессӗн эпир Турӑ ҫинчен: «Вӑл Христоса чӗртсе тӑратнӑ» тетпӗр, вилнисем чӗрӗлсе тӑрас ҫук пулсассӑн, Вӑл Христоса чӗртсе тӑратман пулать;
16
вилнисем чӗрӗлсе тӑрас ҫук пулсассӑн, Христос та чӗрӗлсе тӑман пулать.
17
Христос чӗрӗлсе тӑман пулсассӑн, эсир ӗненни те харам пулать: эсир ҫав-ҫавах ҫылӑхӑрсенчен хӑтӑлман пулать;
18
апла вара Христоса ӗненсе вилнисем те ӗмӗрлӗхе пӗтнӗ пулать.
19
Эпир ҫак пурӑнӑҫра ҫеҫ Христоса шанса тӑратпӑр пулсассӑн — пур ҫынран та телейсӗр пулатпӑр.
20
Христос вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ, Вӑл — вилнисенчен чи малтан чӗрӗлсе тӑраканӗ.
21
Вилӗм этем урлӑ ҫитнӗ, вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси те Этем урлӑ килнӗ.
22
Адам урлӑ пурте вилнӗ пек, Христос урлӑ пурте чӗрӗлсе тӑрӗҫ;
23
пӗтӗмпе хӑй йӗркипе пырать: малтан Христос чӗрӗлсе тӑнӑ, унтан, Вӑл килнӗ чухне, Ӑна ӗненнисем чӗрӗлсе тӑрӗҫ.
24
Вара вӗҫӗ ҫитӗ; Вӑл ун чухне пур тӗрлӗ пуҫлӑха та, тӗрлӗ ирӗке те, хӑвата та пӗтерӗ те Патшалӑха Атте Турра парӗ.
25
Хӑйӗн тӑшманӗсене пурне те ури айне тӑвичченех Вӑл патшара тӑмалла.
26
Юлашки тӑшман — вилӗм — пӗтӗ,
27
мӗншӗн тесессӗн Турӑ пурне те Христос ури айне тунӑ; паллӑ ӗнтӗ, пурне те Ӑна Пӑхӑнтараканнисӗр пуҫне пурте Ӑна пӑхӑннӑ.
28
Пурне те Христоса пӑхӑнтарса пӗтерсессӗн, Ывӑлӗ Хӑй те вара пурне те Хӑйне Пӑхӑнтараканнине пӑхӑнӗ; вара мӗн пурринче те пурин ӑшӗнче те Турӑ пулӗ.
29
Эхер те ҫапла мар пулсассӑн, || мӗншӗн-ха вилнисемшӗн тӗне кӗреҫҫӗ? Вилнисем чӗрӗлсе тӑрас ҫук пулсассӑн, мӗншӗн-ха вилнисемшӗн тӗне кӗреҫҫӗ?
30
Эпир те мӗншӗн пӗрмаях хӗн-хур куратпӑр?
31
Эй тӑванӑмсем, эпӗ кашни кун вилес пекех. Эпӗ Христос Иисус Ҫӳлхуҫамӑр умӗнче сирӗнпе мухтанатӑп, ҫавӑнпа ҫапла калатӑп.
32
Этемле шухӑшласа калатӑп: вилнисем чӗрӗлсе тӑрас ҫук пулсассӑн, эпӗ Эфесра тискер кайӑксемпе кӗрешнинчен мӗн усси мана? Эппин, ӗҫер те ҫиер, ыран пурпӗр вилетпӗр!
33
Ан улталанӑр: усал ушкӑнра мӗн ырри те пӑсӑлать.
34
Кирлӗ пек тӑна кӗрӗр, ҫылӑх тума чарӑнӑр; ӗнтӗ сире намӑслантарса калатӑп: эсир хӑшӗ-пӗрисем Турра пӗлместӗр.
35
Тен, кам та пулин калӗ: «вилнисем епле чӗрӗлсе тӑрӗҫ? вӗсем мӗнле ӳтпе чӗрӗлсе килӗҫ?» тейӗ.
36
Эй ӑссӑр! эсӗ акни ҫӗрмесессӗн шӑтас та ҫук.
37
Акнӑ чухне эсӗ пӗтӗм ӳсентӑранне мар, ҫара пӗрчӗ ҫеҫ, — тулӑ пӗрчи-и е урӑх тырӑ пӗрчи-и, — акатӑн;
38
пучахӗпе хӑмӑлне Турӑ ӑна Хӑй пӗлсе Хӑй парать, кашни пӗрче харкам хӑйӗнне парать.
39
Пур ӳт те пӗр пек мар: этемӗн — хӑйӗн ӳчӗ, выльӑхӑн — хӑйӗн ӳчӗ, пуллӑн — хӑйӗн ӳчӗ, вӗҫен кайӑкӑн — хӑйӗн ӳчӗ.
40
Тӳпере те япаласем пур, ҫӗр ҫинче те япаласем пур: тӳперисем — пӗр тӗрлӗ, ҫӗр ҫинчисем — тепӗр тӗрлӗ;
41
хӗвел ҫути — пӗр тӗрлӗ, уйӑх ҫути — тепӗр тӗрлӗ, ҫӑлтӑрсен ҫути — тата урӑх тӗрлӗ; ҫӑлтӑрпа ҫӑлтӑрӑн та ҫути пӗр мар.
42
Вилнисем чӗрӗлсе тӑнӑ чухне те ҫапла пулӗ: ҫӗре ҫӗрекенни кӗрет, ҫӗрми пулса чӗрӗлсе тӑрать;
43
хисепрен тухни ҫӗре кӗрет, мухтавлӑ пулса чӗрӗлсе тӑрать; халсӑрри ҫӗре кӗрет, хӑватлӑ пулса чӗрӗлсе тӑрать;
44
ӳтшӗн пурӑнни ҫӗре кӗрет, Сывлӑшпа пурӑнас ӳт пулса чӗрӗлсе тӑрать. Сывлӑшсӑр ӳт те пур, Сывлӑшлӑ ӳт те пур.
45
Ҫырасса та ҫапла ҫырнӑ: «малтанхи этем, Адам, чӗрӗ чунлӑ пулса тӑнӑ» тенӗ, иккӗмӗш Адам вара чӗрӗ тӑвакан Сывлӑш пулнӑ.
46
Сывлӑшпа пурӑнаканни малтан пулман, чунпа пурӑнаканни малтан пулнӑ, унтан вара Сывлӑшпа пурӑнаканни пулнӑ.
47
Малтанхи этем ҫӗрти тӑпраран пулнӑ, иккӗмӗш этем — тӳперен килнӗ Ҫӳлхуҫа.
48
Ҫӗрти тӑпраран пулнӑскерӗ мӗнле — ҫӗр ҫинчисем те ҫавӑн пек, тӳперен Килнӗскерӗ мӗнле — тӳперисем те ҫавӑн пек;
49
эпир, тӑпраран пулнӑ ҫын сӑнарлӑ пулнӑ пек, Тӳпери сӑнарлӑ та пулӑпӑр.
50
Эй тӑванӑмсем, тата ҫакна калам сире: ӳтпе юн Турӑ Патшалӑхне кӗме пултараймаҫҫӗ, вилесси вилӗмсӗрлӗхе кӗреймест.
51
Сире тата вӑрттӑнлӑх пӗлтеретӗп: эпир пурте вилмӗпӗр, анчах пурте улшӑнӑпӑр:
52
трупапа юлашкинчен кӑшкӑртнӑ чухне сасартӑк, пӗрре куҫ хупса иличчен, улшӑнса тӑрӑпӑр. Трупа кӑшкӑртса ярӗ те — вилнисем ҫӗрми пулса чӗрӗлсе тӑрӗҫ, эпир улшӑнӑпӑр;
53
ҫак ҫӗрекен ӳт ҫӗрми пулса тӑмалла, ҫак вилӗмлӗ ӳт вилӗмсӗр пулса тӑмалла.
54
Ҫак ҫӗрекен ӳт ҫӗрми пулсассӑн, ҫак вилӗмлӗ ӳт вилӗмсӗр пулсассӑн, Ҫырури сӑмах вырӑна килӗ. Унта: «вилӗме ӗмӗрлӗхе ҫӗнтернӗ» тенӗ.
55
«Эй вилӗм! ӑҫта санӑн сӑнну? эй тамӑк! ӑҫта санӑн ҫӗнтерӗвӳ?»
56
Вилӗмӗн сӑнни — ҫылӑх; ҫылӑх вара саккунран вӑй илнӗ.
57
Тавах Турра, Вӑл пире Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр урлӑ ҫылӑха ҫӗнтерме хӑват парать.
58
Ҫапла ӗнтӗ, савнӑ тӑванӑмсем, тӗреклӗ пулӑр, ан иккӗленӗр, хӑвӑр ӗҫлени Ҫӳлхуҫа умӗнче харама каяс ҫуккине пӗлсе Унӑн ӗҫне яланах тӑрӑшса туса тӑрӑр.
← Chapter 14
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 16 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16