bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
1 Corinthians 16
1 Corinthians 16
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 15
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
1
Сӑваплӑ ҫынсем валли пуҫтарассине эпӗ Галатири ӗненекен ушкӑнсене кӑтартса панӑ пек пуҫтарӑр:
2
эрненӗн малтанхи кунӗнче пурсӑр та пурлӑхӑра кура уйӑрса хурӑр, ӑна хӑвӑр патӑртах усрӑр, эпӗ пырсан пуҫтармалла ан пултӑр.
3
Пырсассӑн, вара эпӗ, хӑвӑр суйласа илнӗ ҫынсене ҫырусем парса, эсир панине Иерусалима леҫме ярӑп.
4
Хамӑн та каймалла пулсассӑн, вӗсем манпа пӗрле пырӗҫ.
5
Эпӗ сирӗн пата Македоние ҫӳресе тухсан пырӑп, эпӗ Македони урлӑ пыратӑп.
6
Тен, сирӗн патӑрта кӑштах пурӑнӑп та, тен, хӗл те каҫӑп, эсир вара мана каяс ҫӗре ӑсатса ярӑр.
7
Эпӗ сирӗнпе халӗ ҫула майӑн ҫеҫ курӑнӑҫасшӑн мар; Ҫӳлхуҫа пӳрсен сирӗн патӑрта кӑштах пурӑнма та ӗмӗтленетӗп.
8
Эфесра эпӗ Аллӑмӗш кун уявӗччен пурӑнӑп,
9
мӗншӗн тесессӗн ман валли пысӑк алӑк, сарлака алӑк уҫӑлнӑ, хирӗҫ тӑракан та нумай.
10
Астӑвӑр, хӑвӑр патӑра Тимофей пырсассӑн, унӑн сирӗн патӑрта хӑраса пурӑнмалла ан пултӑр: вӑл та ман пекех Ҫӳлхуҫа ӗҫне тӑвать.
11
Ҫавӑнпа ӑна никам та ан тиркетӗр, ӑна ман патӑма ӑшӑ кӑмӑлпа ӑсатса ярӑр, эпӗ ӑна тӑвансемпе пӗрле кӗтсе тӑратӑп.
12
Аполлос тӑван ҫинчен мӗн калам тата: эпӗ ӑна сирӗн пата тӑвансемпе пӗрле кайма тимлерӗм, анчах вӑл халӗ ниепле те каясшӑн пулмарӗ, пыма май килсен пырӗ.
13
Сыхланса пурӑнӑр, тӗне ҫирӗп тытса пурӑнӑр, хӑюллӑ, тӗреклӗ пулӑр.
14
Кирек мӗне те пӗр-пӗрне юратса тӑвӑр.
15
Эсир Стефан кил-йышне пӗлетӗр, Ахаире чи малтан вӗсем тӗне кӗнӗ, вӗсем яланах сӑваплӑ ҫынсемшӗн ӗҫлесе тӑраҫҫӗ. Эй тӑванӑмсем, сире тата ҫакӑн ҫинчен ыйтатӑп:
16
эсир ҫавӑн пеккисене, пулӑшса тӑракансене, тӑрӑшакансене пурне те хисеплӗр.
17
Стефан, Фортунат тата Ахаик килнӗшӗн эпӗ савӑнтӑм: вӗсене курсассӑн сире курнӑ пекех пулчӗ.
18
Вӗсем манӑн чунӑма та, сирӗн чунӑра та лӑплантарчӗҫ. Ҫавӑн пеккисене хисеплӗр.
19
Асийӑри ӗненекен ушкӑнсем сире салам яраҫҫӗ; Акилӑпа Прискилла хӑйсен килне пухӑнакан ӗненекен ушкӑнпа пӗрле Ҫӳлхуҫана асӑнса сире чунтан салам яраҫҫӗ.
20
Пур тӑван та сире салам ярать. Пӗр-пӗрне таса кӑмӑлпа чуптуса ырӑ сунӑр.
21
Эпӗ, Павел, хам аллӑмпа салам ҫырса яратӑп.
22
Иисус Христос Ҫӳлхуҫана юратман ҫынна анафема пултӑр. Мара́н-афа?.
23
Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр тивлечӗ сирӗнпе пӗрле пултӑр.
24
Иисус Христоса ӗненни урлӑ эпӗ сире пурсӑра та юратса тӑратӑп. Аминь.
← Chapter 15
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
Recommended Reading
Commentary
1 Corinthians Commentaries
→
Devotional
1 Corinthians Devotional Guide
→
Get This Bible
CHB Study Bible
→