bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
1 Corinthians 11
1 Corinthians 11
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 10
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 12 →
1
Эпӗ Христос пек пулма тӑрӑшатӑп, эсир те ман пек пулма тӑрӑшӑр.
2
Эй тӑванӑмсем, эпӗ сире мухтатӑп: эпӗ мӗн тунине, мӗн вӗрентнине эсир пурне те астуса тӑратӑр, эпӗ мӗн хушса хӑварнине уяса пурӑнатӑр.
3
Тата эпӗ сире акӑ ҫакна пӗлтересшӗн: кирек хӑш арҫыннӑн пуҫлӑхӗ те — Христос, арӑмӑн пуҫлӑхӗ — упӑшки, Христос пуҫлӑхӗ — Турӑ.
4
Кирек хӑш арҫын та кӗлтунӑ чухне е вӗрентсе каланӑ чухне пуҫне тӑхӑннӑ пулсассӑн, хӑйне хӑй намӑса кӑларать;
5
кирек хӑш арӑм та ҫара пуҫӑн кӗлтӑвать е ҫара пуҫӑн вӗрентсе калать пулсассӑн, хӑйне хӑй намӑса кӑларать: вӑл ҫапла туни ҫӳҫне хыртарса янӑпа пӗрех;
6
хӗрарӑм пуҫне ҫыхса ҫӳресшӗн пулмасассӑн, эппин, ҫӳҫне те кастарса ятӑр; ҫӳҫне кастарни е хыртарни ӑна намӑслантарать пулсан, эппин, пуҫне ҫыхса ҫӳретӗр.
7
Ҫапла ӗнтӗ арҫыннӑн пуҫне тӑхӑнмалла мар: вӑл — Туррӑн сӑнарӗ, Туррӑн мухтавӗ; арӑм — упӑшкийӗн мухтавӗ.
8
Арҫынна арӑмран пултарман, арӑма арҫынтан пултарнӑ;
9
арҫынна арӑмшӑн пултарман, арӑма арҫыншӑн пултарнӑ.
10
Ҫавӑнпа ӗнтӗ ангелсемшӗн хӗрарӑм пуҫӗ ҫинче хӑй пӑхӑнса тӑнине кӑтартакан паллӑ пулмалла.
11
Ҫапах та Ҫӳлхуҫа умӗнче упӑшки те арӑмӗсӗр нимӗн те мар, арӑмӗ те упӑшкисӗр нимӗн те мар:
12
хӗрарӑм арҫынтан пулнӑ, ҫавӑн пекех арҫын та хӗрарӑмран ҫуралать; пурне те Турӑ пултарнӑ.
13
Хӑвӑрах шухӑшласа пӑхӑр-ха: хӗрарӑма ҫара пуҫӑн Турра кӗлтуни килӗшӳллӗ-и?
14
Арҫынна ҫӳҫне хӗрарӑм пек ӳстерни намӑс иккенне сире ҫутҫанталӑк хӑех пӗлтерсе тӑмасть-и?
15
Хӗрарӑма ҫӳҫне ӳстерни килӗшӳллӗ: ҫӳҫне ӑна пуҫ витти вырӑнне панӑ.
16
Кам та пулин ҫавӑн ҫинчен тавлашас тесессӗн, унӑн ҫакна пӗлес пулать: пирӗн те, Туррӑн ӗненекен ушкӑнӗнче те урӑхла йӑла ҫук.
17
Тата ҫакна, хам ырламаннине, калам: эсир лайӑх тума мар, начар тума пуҫтарӑнатӑр.
18
Чӑн малтан акӑ мӗн калас: эсир пӗрле пуҫтарӑнсан ушкӑнсене уйӑрӑлатӑр тет, эпӗ ҫакна кӑштах ӗненетӗп те,
19
мӗншӗн тесессӗн сирӗн хушшӑрта тӗрлӗ шухӑш та пулмалла, унсӑрӑн сирӗн хушшӑрта шанчӑклисем палӑрмӗҫ.
20
Эсир ҫавӑнта пӗрле пуҫтарӑнатӑр пулсассӑн та, ҫакна Ҫӳлхуҫа апатне ҫиме пуҫтарӑннӑ теме ҫук,
21
мӗншӗн тесессӗн харпӑр хӑй ҫимӗҫне ыттисенчен малтан ҫисе яма тӑрӑшатӑр, ҫавӑнпа хӑшӗсем выҫӑ тӑрса юлаҫҫӗ, хӑшӗсем ӗҫсе ӳсӗрӗлеҫҫӗ.
22
Ӗҫсе ҫиес тесен сирӗн хӑвӑр килӗр ҫук-им? Е Турра ӗненекенсене вырӑна хумасӑр ҫук ҫынсене хур тӑвас тетӗр-и? Мӗн калас сире? уншӑн сире мухтас-и-мӗн? Мухтамӑп.
23
Эпӗ Ҫӳлхуҫаран Хӑйӗнчен акӑ ҫакна пӗлтӗм, кайран ӑна сире те каласа патӑм: Иисус Ҫӳлхуҫамӑр Хӑйне тытса парас каҫхине ҫӑкӑр илсе
24
тав тунӑ та ӑна хуҫа-хуҫа каланӑ: «ҫакӑ — Манӑн Ӳтӗм, илсе ҫийӗр ӑна, вӑл сирӗншӗн вакланать; ҫакна Мана асӑнса тӑвӑр» тенӗ.
25
Каҫхи апат хыҫҫӑн ҫавӑн пекех тата курка илнӗ те каланӑ: «ҫак курка — Манӑн Юнӑмпа хывнӑ ҫӗнӗ халал; ӗҫнӗ чухне кирек хӑҫан та ҫакна Мана асӑнса тӑвӑр» тенӗ.
26
Эсир ҫав ҫӑкӑра ҫинӗ чухне, ҫав куркана ӗҫнӗ чухне кирек хӑҫан та Ҫӳлхуҫа вилни ҫинчен Вӑл киличченех пӗлтерсе тӑратӑр.
27
Ҫавӑнпа ӗнтӗ ҫав ҫӑкӑра тивӗҫсӗр ҫиекен, Ҫӳлхуҫа куркине тивӗҫсӗр ӗҫекен Ҫӳлхуҫа Ӳчӗпе Унӑн Юнӗ умӗнче айӑпа кӗрет.
28
Ҫын хӑйне хӑй сӑнаса тасаттӑр та вара тин ҫав ҫӑкӑра ҫитӗр, ҫав куркана ӗҫтӗр.
29
Ҫӳлхуҫа Ӳчӗ ҫинчен шухӑшламан пирки тивӗҫсӗр ҫиекен, тивӗҫсӗр ӗҫекен хӑйне айӑпа кӗртме ӗҫсе ҫиет.
30
Ҫавӑнпа эсир нумайӑшӗ халсӑр, нумайӑшӗ чирлӗ, вилекен те сахал мар.
31
Эпир хамӑра хамӑр айӑпласа тӑрсассӑн айӑпа кӗмӗттӗмӗрччӗ;
32
кайран тӗнчепе пӗрле айӑпа ан юлччӑр тесе Ҫӳлхуҫа пире айӑпласа хаса парать.
33
Ҫавӑнпа ӗнтӗ, тӑванӑмсем, апат тума пуҫтарӑнсан пӗр-пӗрне кӗтсе илӗр.
34
Выҫса ҫитни килӗнче ҫитӗр, сирӗн айӑпа кӗме пуҫтарӑнмалла ан пултӑр. Ыттине хам пырсан йӗркене кӗртӗп.
← Chapter 10
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 12 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16