bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
1 Kings 1
1 Kings 1
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 2 →
1
Давид патша ватӑлса ҫитсессӗн, пурӑнас кунҫулӗ кӗскелсе ҫитсессӗн, ӑна тумтирсемпе витсе тӑнӑ, ҫавах вӑл ӑшӑнма пултарайман.
2
Ӗнтӗ тарҫисем ӑна каланӑ: патша хуҫамӑр валли ҫамрӑк хӗр шыраса пӑхчӑр: патша ҫумӗнче пултӑр вӑл, ӑна пӑхса пурӑнтӑр, пӗрле выртса тӑтӑр — патша хуҫамӑра ҫапла ӑшӑ пулӗ, тенӗ.
3
Вара Израильре пур ҫӗрте те хитре хӗр шыра пуҫланӑ, ҫапла Сунам хули хӗрне Ависагӑна тупнӑ, ӑна патша патне илсе пынӑ.
4
Хӗрӗ питӗ илемлӗ пулнӑ; вӑл патша ҫумӗнчех пулнӑ, ӑна пӑхсах тӑнӑ, анчах патша унпа хутшӑнман.
5
Адония — Аггифа ывӑлӗ — мӑнкӑмӑлланса кайса: эпӗ патша пулатӑп, тенӗ. Вара вӑл хӑйне валли ҫар ураписем, утлӑ ҫар ҫыннисем тата хӑй умӗнче чупса пыракансене — аллӑ ҫын — тытса тӑра пуҫланӑ.
6
Ашшӗ унран нихӑҫан та: эсӗ мӗншӗн ҫапла тӑватӑн? тесе ыйтман, кӳрентермен. Адония, Авессалом хыҫҫӑн ҫуралнӑскер, питӗ илемлӗ пулнӑ.
7
Вӑл Иоавпа, Саруия ывӑлӗпе, тата Авиафар священникпа канашласа тӑнӑ, лешӗсем Адонияна пулӑшса пынӑ.
8
Анчах Садок священник, Иодай ывӑлӗ Ванея, Нафан пророк, Семей, Рисий тата Давид паттӑрӗсем Адония майлӑ пулман.
9
Адония ӗнтӗ Рогель ҫӑлкуҫӗ патӗнчи Зохелет чулӗ патӗнче сурӑхсемпе вӑкӑрсем, пӑрусем пустарнӑ та хӑйӗн пӗтӗм тӑванне, патша ывӑлӗсене, тата патша патӗнче ӗҫлесе тӑракан иудейсене пурне те хӑй патне чӗннӗ.
10
Нафан пророка, Ванеяна, ашшӗн паттӑрӗсене, хӑйӗн шӑллӗне Соломона чӗнмен.
11
Нафан ҫавӑн чухне Вирсавияна — Соломон амӑшне — каланӑ: илтнӗ-и эсӗ, Аггифа ывӑлӗ Адония патша пулса тӑнӑ, пирӗн Давид хуҫамӑр вара ҫавӑн ҫинчен пӗлмест те.
12
Акӑ ӑс паратӑп сана: хӑвӑн пурӑнӑҫна, Соломон ывӑлун пурӑнӑҫне ҫӑлса хӑвар.
13
Кай та Давид патша патне кӗрсе кала ӑна: эй патша хуҫамӑм, эсӗ мана, хӑвӑн чуруна: «санӑн Соломон ывӑлу ман хыҫҫӑн патша пулӗ, манӑн аслӑ пуканӑм ҫине вӑл ларӗ» тесе тупа туманччӗ-и вара? Эппин, мӗншӗн-ха Адония патшана ларчӗ? те.
14
Вара, эсӗ унта патшапа калаҫса тӑнӑ чухнех, эпӗ сан хыҫҫӑн кӗрӗп те сан сӑмахусем ҫумне хамӑнне хушса калӑп, тенӗ.
15
Вирсавия ӗнтӗ патша патне ҫывӑрмалли пӳлӗмне кайнӑ; патша питӗ ватӑ пулнӑ, ӑна Сунам хули хӗрӗ Ависага пӑхса тӑнӑ;
16
Вирсавия патша умӗнче ҫӗре ҫити тайӑлнӑ, пуҫҫапнӑ; патша: мӗн кирлӗ сана? тенӗ.
17
Вирсавия ӑна каланӑ: эй патша хуҫамӑм! эсӗ мана, хӑвӑн хӑрхӑмна, Ҫӳлхуҫа Турруна асӑнса тупа тунӑччӗ: «санӑн Соломон ывӑлу ман хыҫҫӑн патша пулӗ, манӑн аслӑ пуканӑм ҫине вӑл ларӗ» тенӗччӗ.
18
Халӗ акӑ Адония патшана ларчӗ; эсӗ, патша хуҫамӑм, пӗлместӗн те ҫавӑн ҫинчен.
19
Вӑл темӗн чухлӗ вӑкӑрпа пӑру, сурӑх пустарнӑ, патша ывӑлӗсене те, Авиафар священника та, Иоав ҫарпуҫа та чӗнтернӗ; Соломон чуруна чӗнмен вара.
20
Анчах та, патша хуҫамӑм, Израиль ҫыннисем пурте сан ҫине пӑхса тӑраҫҫӗ: вӗсем санран патша хуҫамӑм хыҫҫӑн унӑн аслӑ пуканӗ ҫине кам ларассине пӗлтерессе кӗтеҫҫӗ;
21
унсӑрӑн, патша хуҫамӑм хӑйӗн ашшӗсем патне канӑҫлӑха ӑсансассӑн, айӑпӗ ман ҫине тата Соломон ывӑлӑм ҫине ӳкӗ, тенӗ Вирсавия.
22
Вӑл патшапа калаҫнӑ хушӑра Нафан пророк пырса ҫитнӗ.
23
Патшана: Нафан пророк килчӗ, тенӗ. Нафан патша патне кӗнӗ те ӑна ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ.
24
Нафан каланӑ: эй патша хуҫамӑм! «Ман хыҫҫӑн Адония патша пулӗ, манӑн аслӑ пуканӑм ҫине вӑл ларӗ» тесе каланӑ-и эсӗ?
25
Ӗнтӗ вӑл паян килнӗ те темӗн чухлӗ вӑкӑрпа пӑру, сурӑх пустарнӑ, патша ывӑлӗсене пурне те, ҫарпуҫсене тата Авиафар священника чӗнтернӗ, халӗ ун патӗнче ӗҫсе ҫиеҫҫӗ, сывӑ пултӑр Адония патша! тееҫҫӗ.
26
Анчах мана, хӑвӑн чуруна, Садок священника, Иодай ывӑлне Ванеяна, Соломон чуруна чӗнмен унта.
27
Патша хуҫамӑм ирӗкӗпе пулчӗ-ши ку? мӗншӗн эсӗ мана, хӑвӑн чуруна, патша хуҫамӑм хыҫҫӑн унӑн аслӑ пуканӗ ҫине кам ларассине пӗлтермерӗн? тенӗ Нафан.
28
Давид патша ҫапла хуравласа каланӑ: ман патӑма Вирсавияна чӗнӗр, тенӗ. Вирсавия кӗнӗ те патша умне тӑнӑ.
29
Патша тупа туса каланӑ: манӑн чунӑма пур тӗрлӗ инкекрен те хӑтарса пынӑ Ҫӳлхуҫа чӗрӗ!
30
Эпӗ сана Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррине асӑнса тупа тунӑччӗ: «санӑн Соломон ывӑлу ман хыҫҫӑн патша пулӗ, вӑл манӑн аслӑ пуканӑм ҫине ларӗ» тенӗччӗ, паян ҫапла тӑвӑп та эпӗ, тенӗ.
31
Вирсавия патша умӗнче ҫӗре ҫити тайӑлнӑ, пуҫҫапса каланӑ: Давид патша хуҫамӑм ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнтӑр! тенӗ.
32
Давид патша каланӑ: ман патӑма Садок священникпа Нафан пророка тата Иодай ывӑлне Ванеяна чӗнӗр, тенӗ. Вара ҫавсем патша патне кӗнӗ.
33
Патша вӗсене каланӑ: хӑвӑрпа пӗрле хуҫӑрӑн тарҫисене илӗр те Соломон ывӑлӑма манӑн мул ҫине лартса Гион патне илсе кайӑр,
34
Садок священникпа Нафан пророк унта ӑна Израиль патшине лартмашкӑн ҫу сӗрччӗр, эсир трупа кӑшкӑртӑр, сывӑ пултӑр Соломон патша! тесе кӑшкӑрӑр.
35
Ҫавӑн хыҫҫӑн ӑна каялла илсе килӗр, вӑл килӗ те манӑн аслӑ пуканӑм ҫине ларӗ; вӑл ман вырӑна патша пулӗ; эпӗ ӑна Израильпе Иуда ҫулпуҫӗ пулма пехилленӗ, тенӗ.
36
Ванея, Иодай ывӑлӗ, патшана хуравласа каланӑ: аминь! патша хуҫамӑн Ҫӳлхуҫа Турри те ҫаплах калатӑр:
37
Ҫӳлхуҫа Турӑ патша хуҫамӑмпа пулнӑ пек, Вӑл Соломонпа пӗрле пултӑр, унӑн аслӑ пуканне Давид патша хуҫамӑн аслӑ пуканӗнчен те ытларах мухтава кӑлартӑр! тенӗ.
38
Вара Садок священникпа Нафан пророк, Иодай ывӑлӗ Ванея тата хелефейсемпе фелефейсем кайнӑ та Соломона, Давид патшанӑн мулӗ ҫине лартса, Гион патне илсе пынӑ.
39
Садок священник кӗлӗ чатӑрӗнчен йывӑҫ ҫӑвӗ янӑ мӑйрака илнӗ, Соломона ҫу сӗрнӗ. Вара трупа кӑшкӑртса янӑ, пӗтӗм халӑх: сывӑ пултӑр Соломон патша! тесе кӑшкӑрса тӑнӑ.
40
Соломона пӗтӗм халӑх ӑсатнӑ, халӑх шӑхличӗ каланӑ, чунтан савӑннӑ, — хаваслӑ сасӑ янӑраса тӑнипе ҫӗр чӗтреннӗ.
41
Адонияпа унӑн хӑнисем ҫакна шӑпах ӗҫкӗ-ҫикӗ вӗҫленсен илтнӗ; Иоав, трупа сассине илтсе, каланӑ: мӗне пула ҫапла шавласа кайнӑ-ха хула? тенӗ.
42
Вӑл каласа пӗтеричченех Ионафан — Авиафар священник ывӑлӗ — пырса ҫитнӗ. Адония ӑна каланӑ: кӗр; эсӗ — тӳрӗ ҫын, ырӑ хыпарпа ҫӳретӗн, тенӗ.
43
Ионафан ӗнтӗ Адонияна хуравласа каланӑ: ҫапла, пирӗн Давид патша хуҫамӑр Соломона патшана лартнӑ;
44
Соломонпа пӗрле патша Садок священника, Нафан пророка, Иодай ывӑлне Ванеяна тата хелефейсемпе фелефейсене янӑ, лешӗсем Соломона патшанӑн мулӗ ҫине лартса илсе кайнӑ;
45
вара Гионра Садок священникпа Нафан пророк ӑна патша пулма ҫу сӗрнӗ, унтан савӑнса таврӑнчӗҫ, ӗнтӗ хула хускалнӑ. Эсир илтекен шӑв-шав ҫавӑ вӑл.
46
Соломон ӗнтӗ патша пуканӗ ҫине ларнӑ.
47
Патша тарҫисем те Давид патша хуҫамӑра саламлама пырса кайнӑ: санӑн Турру Соломонӑн ятне хӑвӑн ятунтан та ытларах мухтава кӑлартӑр, унӑн аслӑ пуканне те санӑннинчен ҫӳлерех ҫӗклетӗр, тенӗ. Патша хӑйӗн выртан вырӑнӗ ҫинчех пуҫне тайнӑ та
48
ҫапла каланӑ: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри мухтавлӑ: паян Вӑл [манӑн вӑрлӑхӑмран] манӑн аслӑ пуканӑм ҫине ларакана пачӗ, ҫакна манӑн куҫӑмсем курса тӑраҫҫӗ! тенӗ, тесе пӗлтернӗ Ионафан.
49
Вара Адония хӑнисем, хӑраса ӳксе, кашнийӗ хӑйӗн ҫулӗпе тухса саланнӑ.
50
Соломонран хӑраса Адония хӑй те тухса тарнӑ, парне вырӑнӗ патне ҫитсе ун мӑйракинчен ярса тытнӑ.
51
Ӗнтӗ Соломона хыпар тунӑ: Адония Соломон патшаран хӑрать, акӑ вӑл парне вырӑнӗн мӑйракинчен тытса тӑрать: «халӗ Соломон патша мана, хӑйӗн чурине, вӗлерместӗп тесе сӑмах патӑр» тет, тенӗ.
52
Соломон каланӑ: эхер те вӑл тӳрӗ ҫын пулса пурӑнас пулсассӑн, унӑн ҫӳҫ пӗрчийӗ те ҫӗре ӳкес ҫук; чееленме тӑрсассӑн — вилетех, тенӗ.
53
Унтан Соломон [патша] ӑна чӗнме янӑ, вара Адонияна парне вырӑнӗ патӗнчен илсе килнӗ. Вӑл Соломон патша умне ӳксе пуҫҫапнӑ. Соломон ӑна: килне каях ӗнтӗ, тенӗ.
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 2 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22