bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
1 Kings 22
1 Kings 22
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 21
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
1
Виҫӗ ҫул пурӑнса ирттернӗ, Сирипе Израиль хушшинче вӑрҫӑ пулман.
2
Виҫҫӗмӗш ҫулӗнче Иосафат — Иудея патши — Израиль патши патне пынӑ.
3
Вара Израиль патши хӑйӗн тарҫисене каланӑ: Галаад ҫӗрӗнчи Рамоф хули пирӗн хула пулнине пӗлетӗр-и? Эпир вара тахҫантанпах шарламасӑр тӑратпӑр, ӑна Сири патши аллинчен туртса илесси ҫинчен шухӑшламастпӑр, тенӗ.
4
Унтан вӑл Иосафата каланӑ: манпа пӗрле Галаадри Рамофа хирӗҫ вӑрҫӑпа пырӑн-и? тенӗ. Иосафат ӗнтӗ Израиль патшине каланӑ: эсӗ мӗнле, эпӗ те ҫапла; сан халӑху мӗнле, ман халӑхӑм та ҫавӑн пекех; санӑн урхамахусем мӗнле, ман урхамахсем те ҫавӑн пекех, тенӗ.
5
Иосафат Израиль патшине тата та каланӑ: Ҫӳлхуҫа мӗн калӗ, ыйтса пӗл паян, тенӗ.
6
Израиль патши пророксене пӗр тӑватҫӗр ҫын пуҫтарнӑ та каланӑ: Галаадри Рамофа вӑрҫӑпа каймалла-и манӑн, каймалла мар-и? тенӗ. Лешӗсем: кай, Ҫӳлхуҫа ӑна патша аллине парӗ, тенӗ.
7
Иосафат каланӑ: кунта Турӑ пророкӗ тата ҫук-ши? ун урлӑ Ҫӳлхуҫаран ыйтса пӑхма пулатчӗ, тенӗ.
8
Израиль патши Иосафата каланӑ: пур тепӗр ҫын, ун урлӑ Ҫӳлхуҫаран ыйтса пӑхма пулӗ, анчах юратмастӑп эпӗ ӑна: вӑл ман тӗллӗн ыррине пӗлтермест, япӑххине анчах калать — Иемвлай ывӑлӗ Михей вӑл, тенӗ. Иосафат ӗнтӗ: эй патша, ун пек ан кала, тенӗ.
9
Израиль патши вара пӗр хайрана чӗнсе илсе каланӑ: хӑвӑртрах Иемвлай ывӑлӗ Михей патне ҫитсе кил, тенӗ.
10
Израиль патшипе Иудея патши Иосафат, патша тумтирӗ тӑхӑннӑскерсем, Самари хапхи умӗнчи уҫӑ вырӑнта харпӑр хӑй пуканӗ ҫинче ларнӑ, пӗтӗм пророк вӗсем умӗнче тӑнӑ, малашне мӗн пуласса пӗлтерсе калаҫнӑ.
11
Седекия, Хенаана ывӑлӗ, тимӗр мӑйрака туса тӑхӑннӑскер, каланӑ: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: ҫакӑнпа эсӗ Сири ҫыннисене тӗппипе пӗтермелле сӗксе тухӑн, тет, тенӗ.
12
Ытти пророкӗсем те пурте ҫавнах шантарса калаҫнӑ: кай Галаадри Рамофа, ӑнӑҫу пулӗ, Ҫӳлхуҫа ӑна патша аллине парӗ, тенӗ.
13
Михее чӗнме янӑ ҫын ӑна каланӑ: акӑ пророксем пурте пӗр сасӑллӑн патшана ырӑ пуласса шантарса калаҫаҫҫӗ; санӑн сӑмаху та вӗсенӗн сӑмахӗпе килӗшӳллӗ пулинччӗ; эсӗ те ырӑ каласам, тенӗ.
14
Михей каланӑ: Турӑ пур! эпӗ Туррӑм мӗн каланине калӑп, тенӗ.
15
Вара вӑл патша патне пынӑ. Патша ӑна каланӑ: Михей! Галаадри Рамофа вӑрҫӑпа каймалла-и пирӗн, каймалла мар-и? тенӗ. Лешӗ ӑна: кай, ӑнӑҫу пулать, Ҫӳлхуҫа вӑл хулана патша аллине парӗ, тенӗ.
16
Патша ӑна каланӑ: татах, татах тархаслатӑп сана, Ҫӳлхуҫа ячӗпе тӗрӗссине каланисӗр пуҫне мана урӑх нимӗн те ан кала, тенӗ.
17
Михей каланӑ: тусем тӑрӑх кӗтӳҫӗсӗр сурӑхсем пек сапаланса кайнӑ пӗтӗм Израиль ҫыннине куратӑп эпӗ. Ҫӳлхуҫа: пуҫлӑх ҫук вӗсен, ӗнтӗ лӑпланса кашнийӗ хӑй килне таврӑнтӑр, терӗ, тенӗ.
18
Израиль патши Иосафата каланӑ: каламарӑм-и сана, вӑл ман тӗллӗн ыррине пӗлтермест, япӑххине анчах калать темерӗм-и? тенӗ.
19
[Михей] каланӑ вара: [ун пек мар; ман сӑмаха мар,] Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлесе пӗтер: эпӗ Хӑйӗн аслӑ пуканӗ ҫинче ларакан Ҫӳлхуҫана куртӑм, тӳпери пӗтӗм ҫар Унӑн тавра сылтӑм енӗпе сулахай енӗнче тӑратчӗ;
20
Ҫӳлхуҫа каларӗ: Ахава кам илӗртӗ-ши Галаад ҫӗрӗнчи Рамофа вӑрҫӑпа кайма, ҫавӑнта тӗп пулма? терӗ. Хайхи пӗри капла калать, тепӗри апла калать;
21
унтан пӗр сывлӑшӗ Ҫӳлхуҫа умне тухса тӑчӗ те: эпӗ илӗртсе ҫавӑрӑп ӑна, терӗ. Ҫӳлхуҫа унран ыйтрӗ: мӗнле майпа? терӗ.
22
Лешӗ каларӗ: тухӑп та унӑн пур пророкӗн чӗлхи-ҫӑварӗнче те суя сывлӑш пулса тӑрӑп, терӗ. Ҫӳлхуҫа каларӗ: эсӗ илӗртсе ҫавӑрӑн ӑна, тӑвӑн ҫакна, кай та ҫапла ту, терӗ.
23
Халӗ ӗнтӗ акӑ Ҫӳлхуҫа ҫав суя сывлӑша санӑн пророкусен чӗлхи-ҫӑварне кӗме чарман; анчах Ҫӳлхуҫа сан ҫинчен ырӑ мар каларӗ, тенӗ Михей.
24
Ӗнтӗ Хенаана ывӑлӗ Седекия пынӑ та Михее питӗнчен ҫупса ярса каланӑ: сан урлӑ калаҫса тӑмашкӑн Турӑ Сывлӑшӗ манран уйӑрӑлса кайнӑ тесе шутлатӑн-и эсӗ? тенӗ.
25
Михей каланӑ: эсӗ ҫакна пытанас тесе пӳлӗмрен пӳлӗме чупкаласа ҫӳренӗ кунхине курӑн акӑ, тенӗ.
26
Израиль патши каланӑ вара: Михее хула пуҫлӑхӗ Амон патне тата патша ывӑлӗ Иоас патне илсе кайӑр та
27
калӑр вӗсене: патша ҫапла калать, тейӗр: тӗрмене лартӑр та ҫакна, эпӗ вӑрҫӑран таврӑниччен ҫителӗксӗр ҫӑкӑр ҫитерсе, ҫителӗксӗр шыв ӗҫтерсе тытӑр ӑна, тесе калать тейӗр, тенӗ.
28
Михей каланӑ: эхер те эсӗ вӑрҫӑран таврӑнаятӑн пулсассӑн, ман урлӑ Турӑ мар калаҫнӑ вара, тенӗ. Унтан: эй халӑх, итлӗр пурте! тенӗ.
29
Ӗнтӗ Израиль патшипе Иосафат, Иудея патши, Галаад ҫӗрӗнчи Рамоф хули патне тухса кайнӑ.
30
Израиль патши Иосафата каланӑ: эпӗ тумтир улӑштарса тӑхӑнӑп та ҫапӑҫӑва кӗрӗп, эсӗ вара хӑвӑн патша тумтирне тӑхӑн, тенӗ. Вара Израиль патши тумне улӑштарнӑ та ҫапӑҫӑва кӗрсе кайнӑ.
31
Сири патшийӗн вӑтӑр икӗ ҫар урапи пулнӑ, вӑл ҫавсен пуҫлӑхӗсене каланӑ: кӗҫӗннипе те, аслипе те ан ҫапӑҫӑр, пӗр Израиль патшипе анчах ҫапӑҫӑр, тенӗ.
32
Иосафата курсассӑн, ҫар ураписен пуҫлӑхӗсем: «Израиль патши ҫакӑ!» тесе шутланӑ та ӑна тапӑнасшӑн талпӑннӑ. Иосафат кӑшкӑрса янӑ.
33
Ҫар ураписен пуҫлӑхӗсем, ку Израиль патши маррине курса, ун патӗнчен пӑрӑнса кайнӑ.
34
Пӗр ҫынни вара уххине ӑнсӑртран карӑнтарса вӗҫертнӗ те Израиль патшине тимӗр тумтирӗн ҫӗвви витӗр лектерсе амантнӑ. Патша хӑйӗн лавҫине каланӑ: мана амантрӗҫ, каялла ҫаврӑн та мана ҫар хушшинчен илсе тух, тенӗ.
35
Анчах ҫав кун ҫапӑҫу хӗрсе кайнӑ та, патша Сири ҫыннисене хирӗҫ ҫар урапи ҫинчех тӑнӑ, ун суранӗнчен ҫар урапи ҫине юн юхнӑ, каҫхине вилнӗ вара.
36
Хӗвел аннӑ вӑхӑтра пӗтӗм тапӑра каласа пӗлтернӗ: кашнийӗ хӑй хулине, кашнийӗ хӑй ҫӗрне кайӑр! тенӗ.
37
Ҫапла патша вилнӗ, ӑна Самарие турттарса килнӗ, патшана Самарире пытарнӑ.
38
Ҫар урапине Самари пӗвинче ҫуса тасатнӑ, патша юнне йытӑсем ҫуланӑ, ҫав юнланнӑ шывпах аскӑн арӑмсем ҫӑвӑннӑ. Ҫакӑ пӗтӗмпе Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ тӑрӑх пулнӑ.
39
Ахавӑн ытти ӗҫӗсене, вӑл мӗн-мӗн тунине, тата сӑлан шӑмминчен лартнӑ керменпе вӑл тунӑ хуласем ҫинчен Израиль патшисенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.
40
Ҫапла Ахав канӑҫлӑ ашшӗсемпе пӗрлешнӗ, ун вырӑнне патшана унӑн ывӑлӗ Охозия ларнӑ.
41
Ахав Израиль патшалӑхне тытса тӑра пуҫланӑранпа тӑваттӑмӗш ҫулхине Аса ывӑлӗ Иосафат вара Иудея патшине ларнӑ пулнӑ.
42
Патшана ларнӑ чухне вӑл вӑтӑр пилӗк ҫулта пулнӑ, Иерусалимра ҫирӗм пилӗк ҫул хушши патшара ларнӑ. Унӑн амӑшӗ, Салаил хӗрӗ, Азува ятлӑ пулнӑ.
43
Иосафат пур тӗлӗшпе те хӑй ашшӗ Аса ҫулӗпе ҫӳренӗ, унран пӑрӑнман, Ҫӳлхуҫа умӗнче юрӑхлӑ ӗҫсем тунӑ. Анчах тӳпем вырӑнсене пӑрахӑҫламан; халӑх вӗсем ҫинче ҫаплах-ха парнесем кӳнӗ, тӗтӗркӗчпе тӗтӗрнӗ.
44
Иосафат Израиль патшипе килӗшӳ тунӑ.
45
Иосафатӑн ытти ӗҫӗсене, унӑн паттӑрла ӗҫӗсене, вӑл мӗнле ҫапӑҫнине Иудея патшисенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.
46
Вӑл хӑйӗн ашшӗ Аса пурӑннӑ вӑхӑтра сыхланса юлнӑ аскӑн ҫынсене тӗппипе пӗтернӗ.
47
Идумея ҫӗрӗнче ун чухне патша пулман; унта Иудея патшин вырӑнти пуҫлӑхӗ анчах пулнӑ.
48
Иосафат [патша] Офир ҫӗрӗнчен ылтӑн турттарса тӑмашкӑн карапсем тутарнӑ; анчах вӗсем ҫитес ҫӗре ҫитеймен: Ецион-Гавер патӗнче ҫапӑнса арканнӑ.
49
Вара Охозия — Ахав ывӑлӗ — Иосафата каланӑ: ӗнтӗ ман тарҫӑмсем санӑн тарҫусемпе пӗрле карапсемпе кайччӑр-и, тенӗ. Анчах Иосафат килӗшмен.
50
Иосафат ӗнтӗ канӑҫлӑ ашшӗсемпе пӗрлешнӗ, ӑна хӑйӗн ашшӗн Давидӑн хулинче пытарнӑ. Ун вырӑнне патшана унӑн ывӑлӗ Иорам ларнӑ.
51
Иудея патши Иосафат вунҫиччӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Самарире Ахав ывӑлӗ Охозия Израиль патшҫине ларнӑ; Израиле [Самарире] икӗ ҫул тытса тӑнӑ,
52
вӑл Ҫӳлхуҫа умӗнче юрӑхсӑр ӗҫсем тунӑ, вӑл ашшӗ ҫулӗпе, амӑшӗ ҫулӗпе, Израиле ҫылӑха кӗртнӗ Нават ывӑлӗ Иеровоам ҫулӗпе ҫӳренӗ:
53
вӑл Ваала пӑхӑнса тӑнӑ, ӑна пуҫҫапнӑ, ашшӗ тунӑ ӗҫсенех туса Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррине ҫиллентернӗ.
← Chapter 21
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22