bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
1 Kings 18
1 Kings 18
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 17
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 19 →
1
Чылай вӑхӑтран, ҫумӑр пулманни виҫӗ ҫула ҫитсессӗн, Илияна Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ: кайса курӑн Ахава, вара Эпӗ ҫӗр ҫине ҫумӑр ярӑп, тенӗ.
2
Илия вара Ахав патне тухса кайнӑ. Самари ҫӗрӗнче хӑрушӑ выҫлӑх тӑнӑ.
3
Ҫавӑн чухне Ахав хӑй керменӗн пуҫлӑхне Авдие чӗнсе илнӗ. Авдий Турӑран питех те хӑраса пурӑнакан ҫын пулнӑ,
4
Иезавель Ҫӳлхуҫа пророкӗсене пӗтернӗ чухне вӑл ҫӗр пророка пытарса хӑварнӑ, вӗсене аллӑшарӑн-аллӑшарӑн ҫӗр хӑвӑлӗнче пытарса усранӑ, вӗсене шывпа ҫӑкӑр парса тӑнӑ.
5
Ахав Авдие каланӑ: ҫӗрӗмӗр тӑрӑх кайса пур ҫӑлкуҫпа пур юхӑм шыва та пӑхса тух-ха, лашасемпе мулсене ҫитермелӗх ӑҫта та пулин курӑк тупаймӑпӑр-и, выльӑхсӑр тӑрса юлас марччӗ, тенӗ.
6
Вара вӗсем пӑхса ҫаврӑнма ҫӗре хӑйсем хушшинче палӑртса уйӑрнӑ та, Ахав уйрӑммӑн пӗр ҫулпа, Авдий уйрӑммӑн тепӗр ҫулпа тухса кайнӑ.
7
Авдий ҫулпа пынӑ чухне акӑ ӑна хирӗҫ Илия килет. Авдий ӑна палласа илсе ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ та каланӑ: эсӗ-и ку, Илия хуҫамӑм? тенӗ.
8
Илия ӑна каланӑ: эпӗ; кай та — хӑвӑн хуҫуна: «Илия кунта» тесе пӗлтер, тенӗ.
9
Авдий каланӑ: хӑвӑн чуруна ҫапла вӗлермешкӗн, Ахав аллине памаллах мӗн туса айӑпа кӗтӗм-ши эпӗ? тенӗ.
10
Санӑн Ҫӳлхуҫа Турру чӗрӗ! ман патшамӑм сана шыраттарма яман пӗр патшалӑхпа пӗр халӑх та юлман; ӑна сан пирки «ҫук вӑл» тесессӗн, вӑл ҫав патшалӑхпа халӑха «ӑна шыраса тупаймарӑмӑр» тесе тупа тутарать;
11
халӗ эсӗ: «кай та — хӑвӑн хуҫуна: Илия кунта тесе кала» тетӗн.
12
Эпӗ Ахава хыпар тӑвӑп, анчах Турӑ Сывлӑшӗ сана таҫта илсе каять-ха; вӑл кунта килӗ те сана тупаймӗ, ӗнтӗ вӗлерет вӑл мана; эпӗ вара, санӑн чуру, мӗн кӗҫӗнрен Турӑран хӑраса пурӑнакан ҫын.
13
Хуҫамӑм, Иезавель Турӑ пророкӗсене вӗлернӗ чухне эпӗ мӗн туни ҫинчен илтмен-им эсӗ? эпӗ Турӑ пророкӗсене, ҫӗр ҫынна, аллӑшарӑн-аллӑшарӑн, ҫӗр хӑвӑлӗнче пытарса усрани ҫинчен, вӗсене шывпа ҫӑкӑр парса тӑни ҫинчен каламан-им сана?
14
Эсӗ вара халӗ: «кай та — хӑвӑн хуҫуна: Илия кунта тесе кала» тетӗн; вӗлерет вӑл мана! тенӗ Авдий.
15
Илия каланӑ: Саваоф Ҫӳлхуҫа чӗрӗ! эпӗ Ун умӗнче тӑратӑп! паян эпӗ Ахава курӑнӑп, тенӗ.
16
Авдий вара Ахава хирӗҫ кайнӑ, Ахава хыпар тунӑ. Ахав ӗнтӗ Илияна хирӗҫ кайнӑ.
17
Илияна курсассӑн, вӑл: Израиле пӑлхатакан, эсӗ-и ку? тенӗ.
18
Илия каланӑ: эпӗ мар пӑлхататӑп Израиле, пӑлхатаканӗсем — эсӗ те сан аҫу йӑхӗ: эсир Ҫӳлхуҫа хушнӑ йӗркесене вырӑна хумарӑр, эсир Ваал хыҫҫӑн каятӑр;
19
ӗнтӗ ман патӑма Кармил тӑвӗ ҫине пӗтӗм Израиле пуҫтарса яр, тата Иезавель ӗҫми-ҫимипе пурӑнакан пророксене — Ваалӑн тӑватҫӗр аллӑ пророкӗпе Астартӑн тӑватҫӗр пророкне — пуҫтарса яр, тенӗ.
20
Ахав пӗтӗм Израиль ывӑлне чӗнтернӗ, мӗнпур пророка Кармил тӑвӗ ҫине пуҫтарнӑ.
21
Илия халӑх умне тӑнӑ та каланӑ: эсир хӑҫанччен икӗ урапа та уксахласа ҫӳрӗр-ши? Эхер те Ҫӳлхуҫа чӑн Турӑ пулсассӑн, Ун ҫулӗпе ҫӳрӗр; эхер те Ваал пулсассӑн, ун ҫулӗпе ҫӳрӗр, тенӗ. Халӑх ӑна хирӗҫ пӗр сӑмах та чӗнмен.
22
Илия халӑха тата каланӑ: Ҫӳлхуҫа пророкӗ пӗр эпӗ анчах юлтӑм, Ваал пророкӗсем вара тӑватҫӗр аллӑ ҫын [тата Астарта пророкӗсем тӑватҫӗрӗн];
23
ӗнтӗ пире икӗ пӑру паччӑр, пӗр пӑрӑвне вӗсем суйласа илччӗр, ӑна пусчӑр та вутӑ ҫине хуччӑр, анчах вутне ан тивертчӗр; эпӗ вара тепӗр пӑрӑвне тирпейлесе вутӑ ҫине хурӑп, эпӗ те вут тивертмӗп;
24
эсир хӑвӑр туррӑра кӗлтӑвӑр, эпӗ хамӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑма кӗлтӑвӑп. Вут-ҫулӑм ярса хуравлакан Турӑ чӑн Турӑ пулӗ, тенӗ. Пӗтӗм халӑх ӑна хирӗҫ: юрӗ, [ҫапла пултӑр], тенӗ.
25
Илия ӗнтӗ Ваал пророкӗсене каланӑ: эсир нумаййӑн, ҫавӑнпа пӗр пӑрӑвне суйласа илӗр те малтан эсир хатӗрлӗр; турра кӗлтӑвӑр, анчах вут ан тивертӗр, тенӗ.
26
Лешӗсем вара хӑйсене панӑ пӑрӑва илнӗ те пусса тирпейленӗ, унтан вӗсем иртен пуҫласа мӗн кӑнтӑрлаччен кӑшкӑра-кӑшкӑра Ваала чӗннӗ: Ваал, илтсем пире! тесе хӑйсем тунӑ чӳк вырӑнӗ тавра сиксе ҫӳренӗ. Анчах хирӗҫ пӗр сас-хура та пулман.
27
Кӑнтӑр тӗлӗнче Илия вӗсенчен кулма пуҫланӑ: хытӑрах кӑшкӑрӑр, вӑл турӑ-ҫке; тен, вӑл шухӑша кайнӑ пулӗ е пушӑ мар пулӗ, е ҫул ҫинче вӑл, тен, ҫывӑрать пулӗ, вӑранать акӑ! тенӗ.
28
Лешӗсем вара тата хытӑрах кӑшкӑрма тытӑннӑ, хӑйсен йӑлипе, хӑйсене ҫӗҫӗпе, сӑнӑпа чике-чике амантнӑ, ӗнтӗ вӗсем тӑрӑх юн шапӑртатнӑ.
29
Кӑнтӑр тӗлӗ иртнӗ, вӗсем пур — ҫаплах-ха, каҫхи парне кӳрес вӑхӑт ҫитичченех, урса кайса кӑшкӑрашнӑ; анчах нимӗнле сасӑ та пулман, нимӗн те илтӗнмен. [Фесва ҫынни Илия вара Ваал пророкӗсене ҫапла каланӑ: ӗнтӗ пӑрӑнӑр, эпӗ те хамӑн парнеме кӳрем, тенӗ. Лешӗсем айккинелле пӑрӑнса шӑпӑрт пулса тӑнӑ.]
30
Вара Илия пӗтӗм халӑха: ман патӑма килӗр, тенӗ. Пӗтӗм халӑх ун патне пырса тӑнӑ. Илия Ҫӳлхуҫанӑн ишӗлнӗ парне вырӑнне тӳрлетсе лартнӑ.
31
Унтан вӑл Ҫӳлхуҫа «санӑн яту Израиль пулӗ» тенӗ Иаков ывӑлӗсен йӑхӗ шучӗпе вуникӗ чул илнӗ.
32
Ҫав чулсенчен вӑл Ҫӳлхуҫа ячӗпе парне вырӑнӗ туса лартнӑ, ун йӗри-тавра икӗ сата тӗштырӑ шӑнӑҫмалӑх ур алтса ҫаврӑннӑ,
33
вара [парне вырӑнӗ ҫине] вутӑ купаланӑ, пуснӑ пӑрӑвне каса-каса вутӑ ҫине хунӑ та
34
каланӑ: тӑватӑ витре шыв тултарӑр та пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнепе вутӑ ҫине сапӑр, тенӗ. [Ҫавӑн пек тунӑ та.] Унтан: тепӗр хут сапӑр, тенӗ. Лешӗсем тепӗр хут сапнӑ. Тата каланӑ: виҫҫӗмӗш хут та ҫаплах тӑвӑр, тенӗ. Ҫапла виҫҫӗмӗш хут сапнӑ;
35
шыв парне вырӑнӗ тавралла юхса кайнӑ, ур шывпа тулса ларнӑ.
36
Каҫхи парне кӳме вӑхӑт ҫитсессӗн, Илия пророк [ҫӳлелле пӑхса тархасласа] каланӑ: эй Ҫӳлхуҫа, Авраампа Исаак Турри, Израиль Турри! [Илтсемччӗ мана, Ҫӳлхуҫамӑм, халӗ мана вут-ҫулӑм витӗр хуравласамччӗ! Ҫак ҫынсем] пӗлччӗр ӗнтӗ ҫакӑ кун: Израильре пӗр Эсӗ — Турӑ; эпӗ, Санӑн чуру, пӗтӗм ӗҫӗме Сан сӑмаху тӑрӑх турӑм.
37
Илтсемччӗ мана, Ҫӳлхуҫамӑм, илтсемччӗ мана! Эй Турӑҫӑм, ҫак халӑх Эсӗ чӑн Турӑ иккенне, Эсӗ вӗсен чӗрине [Ху енне] ҫавӑрассине пӗлтӗр, тенӗ.
38
Ҫавӑн хыҫҫӑнах тӳперен Ҫӳлхуҫа вут-ҫулӑмӗ аннӑ та парнене те, вутта та, чулсене те, тӑпрана та ҫунтарса янӑ, урти шыва та типӗтсе янӑ.
39
Ҫакна курсассӑн пӗтӗм халӑх ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ та каланӑ: Турӑ — Ҫӳлхуҫа вӑл, Турӑ — Ҫӳлхуҫа вӑл! тенӗ.
40
Илия халӑха каланӑ: тытӑр Ваал пророкӗсене, пӗри те тарса ан пытанайтӑр! тенӗ. Ярса тытнӑ пророксене, Илия вӗсене Киссон юхӑмӗ патне илсе пынӑ та пурне те чике-чике пӑрахнӑ.
41
Ахава вара Илия ҫапла каланӑ: кай, ӗҫ те ҫи: ӗнтӗ ҫумӑр шавӗ илтӗнет, тенӗ.
42
Ахав ӗҫсе ҫиме кайнӑ, Илия вара Кармил тӑррине улӑхнӑ та чӗркуҫленсе, пуҫне чӗркуҫҫине перӗнмелле пӗксе ларнӑ,
43
унтан хӑйпе ҫӳрекен тарҫине, ҫамрӑк ачана, каланӑ: пыр-ха, тинӗс еннелле кайса пӑх-ха, тенӗ. Лешӗ кайса пӑхса килнӗ те: нимӗн те ҫук, тенӗ. Илия каланӑ: ҫичӗ хутчен ҫапла ту, тенӗ.
44
Ҫиччӗмӗш хутӗнче ача каланӑ: акӑ тинӗс енчен пысӑках мар, этем алӑ тупанӗ пысӑкӑш, пӗлӗт хӑпарать, тенӗ. Илия каланӑ: Ахава кайса кала: «ҫумӑр айне пулас мар тесен, [урапуна] кӳл те ларса кай» те, тенӗ.
45
Акӑ ҫумӑр пӗлӗчӗсемпе ҫил тухнӑран тавралӑх тӗксӗмленсе килнӗ, вӑйлӑ ҫумӑр ҫума пуҫланӑ. Ахав ӗнтӗ урапи ҫине хӑпарса ларнӑ, [йӗрсе янӑ] та Изреель хулине тухса кайнӑ.
46
Илия ҫинче Ҫӳлхуҫа хӑвачӗ пулнӑ. Вӑл тумтирне пилӗкӗ тавра ҫавӑрса ҫыхнӑ та Ахав умӗнчен мӗн Изрееле ҫитиччен чупса пынӑ.
← Chapter 17
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 19 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22