bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
1 Kings 4
1 Kings 4
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 3
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 5 →
1
Соломон патша пӗтӗм Израиле тытса тӑракан патша пулнӑ.
2
Ун ҫумӗнче пулнӑ пуҫлӑхсем ҫаксем: Садок священник ывӑлӗ Азария;
3
Сива ывӑлӗсем Елихорефпа Ахия, ҫыруҫӑсем; Ахилуд ывӑлӗ Иоасафат, самана ҫыруҫи;
4
Иодай ывӑлӗ Ванея, ҫарпуҫ; Садокпа Авиафар — священниксем;
5
Нафан ывӑлӗ Азария, халӑха пӑхса тӑракансенӗн пуҫлӑхӗ; Нафан священник ывӑлӗ Завуф — патша тусӗ;
6
Ахисар — патша ҫуртне пӑхса тӑракан пуҫлӑх; Авда ывӑлӗ Адонирам — аслӑ алманчӑ.
7
Тата Соломонӑн пӗтӗм Израиль хушшинче пуҫлӑх туса лартнисем вуниккӗн пулнӑ, вӗсем патшапа унӑн килӗ валли апат-ҫимӗҫ кӳрсе тӑнӑ: ҫулталӑкра кашнийӗн пӗр уйӑхлӑха апат-ҫимӗҫ тӑратмалла пулнӑ.
8
Акӑ вӗсен ячӗсем: Бен-Хур — Ефрем тӑвӗ ҫинче;
9
Бен-Декер — Макацра тата Шаалбимра, Вефсамисра тата Елонра, Беф-Хананра;
10
Бен-Хесед — Арюбофра; Соко тата пӗтӗм Хефер ҫӗрӗ те ун аллинче пулнӑ;
11
Бен-Авинадав — пӗтӗм Нафаф-Дора тытса тӑнӑ; Соломон хӗрӗ Тафафь унӑн арӑмӗ пулнӑ;
12
Ахилуд ывӑлӗ Ваана — Фаанахпа Мегиддора тата Изреельтен анатарахри Цартан ҫывӑхӗнчи пӗтӗм Беф-Санра, тата Беф-Санпа Абел-Мехол хутлӑхӗнче, тата Иокмеам леш енчи ҫӗрсенче те;
13
Бен-Гевер — Галаад ҫӗрӗнчи Рамофра; ун аллинче Манассия ывӑлӗн Иаирӑн Галаадри ялӗсем пулнӑ; ҫавӑн пекех Васанри Аргов тӑрӑхӗ тата хӳме хӳнӗ, пӑхӑр хӑлӑплӑ хапхасем лартнӑ утмӑл пысӑк хула та унӑнах пулнӑ;
14
Гиддо ывӑлӗ Ахинадав — Маханаимра;
15
Ахимаас — Неффалим ҫӗрӗнче; вӑл Соломон хӗрне Васемафана качча илнӗ;
16
Хушай ывӑлӗ Ваана — Асир ҫӗрӗнче тата Баалофра;
17
Паруах ывӑлӗ Иосафат — Иссахар ҫӗрӗнче;
18
Ела ывӑлӗ Шимей — Вениамин ҫӗрӗнче;
19
Урий ывӑлӗ Гевер — Галаад ҫӗрӗнче, Амморей патшийӗн Сигон ҫӗрӗнче, Васан патшийӗн Ог ҫӗрӗнче. Ӑна ҫак ҫӗрӗн пуҫлӑхӗ туса лартнӑ.
20
Тинӗс хӗрринчи хӑйӑр пӗрчи пек йышлӑ халӑхлӑ Иудӑпа Израиль ӗҫнӗ, ҫинӗ, савӑнса пурӑннӑ.
21
Евфрат юханшывӗнчен пуҫласа Филисти ҫӗрӗпе Египет чиккисем таран пур патшалӑх та Соломон аллинче пулнӑ. Вӗсем парнесем кӳрсе тӑнӑ, Соломон ӗмӗрӗ тӑршшӗпех ӑна пӑхӑнса тӑнӑ.
22
Соломон килне кунсерен ҫакӑн чухлӗ апат-ҫимӗҫ парса тӑнӑ: тулӑ ҫӑнӑхӗ — вӑтӑр кор, ытти йышши ҫӑнӑх — утмӑл кор,
23
пӑлансемпе ту качакисемсӗр, сайгаксемсӗр, самӑртнӑ кайӑк-кӗшӗксӗр пуҫне тата вунӑ самӑртнӑ вӑкӑр, кӗтӳлӗхрен илсе килнӗ ҫирӗм вӑкӑр, ҫӗр сурӑх;
24
Соломон вӑл Евфрат шывӗн ку енчи пӗтӗм ҫӗре, Типсах хулипе Газа хули хутлӑхне, шыв ку енчи мӗнпур патшана тытса тӑнӑ, тата унӑн таврари пур ҫӗршывпа та килӗшӳ пулнӑ.
25
Соломон вӑхӑтӗнче Иудӑпа Израиль — Дан хулинчен пуҫласа Вирсавия хули таранах — тӑнӑҫлӑн, кашнийӗ хӑйӗн иҫӗм пахчийӗпе смоква йывӑҫӗсем айӗнче пурӑннӑ.
26
Соломонӑн ҫар ураписене кӳлмелли лашасем валли хӗрӗх пин вите пӳлмекӗ, утлӑ ҫар валли вуникӗ пин пӳлмек пулнӑ.
27
Халӑх хушшине пуҫлӑха лартнӑ леш вуникӗ пуҫлӑх Соломона патша сӗтелӗ валли мӗн кирлине пурне те кашнийӗ хӑйӗн уйӑхӗнче кӳрсе тӑнӑ, вӗсем нимӗн тӗлӗшӗнчен те ҫителӗксӗр паманни пулман.
28
Патша тӑнӑ вырӑна лашасемпе мулсем валли, кашнийӗ хӑйӗн черечӗпе, урпа тата улӑм кӳре-кӳре панӑ.
29
Турӑ Соломона ӑслӑлӑхпа питех те пысӑк ӑс-хакӑл, тинӗс хӗрринчи хӑйӑр пек виҫесӗр ӑстӑн панӑ.
30
Соломонӑн ӑсӗ-тӑнӗ тухӑҫ ывӑлӗсен ӑсӗнчен те, Египет ҫыннисен пур ӑслӑлӑхӗнчен те пысӑкрах пулнӑ.
31
Вӑл пур ҫынран та ӑслӑрах пулнӑ: Езран ывӑлӗнчен Ефанран та, Махол ывӑлӗсенчен Еманран та, Халколпа Дардӑран та, унӑн ячӗ таврари пур халӑх хушшинче те чапа тухнӑ.
32
Вӑл хайланӑ ытарӑшсен шучӗ виҫӗ пине ҫитнӗ, юррисем унӑн пин те пилӗк юрӑ пулнӑ;
33
вӑл йывӑҫ-курӑк ҫинчен каланӑ, Ливан кедрӗнчен пуҫласа хӳме ҫинче шӑтса ӳсекен иссоп таранах пӗлнӗ вӑл, выльӑх-чӗрлӗх ҫинчен те, кайӑк-кӗшӗк ҫинчен те, ҫӗлен-калта ҫинчен те, пулӑсем ҫинчен те каланӑ.
34
Соломонӑн ӑслӑ сӑмахӗсене итлеме пур халӑх хушшинчен те пырса ҫӳренӗ, патшасем те хӑйсен ӑсчахӗсене Соломон патша каланине итлеме янӑ.
← Chapter 3
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 5 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
Recommended Reading
Commentary
1 Kings Commentaries
→
Devotional
1 Kings Devotional Guide
→
Get This Bible
CHB Study Bible
→