bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
1 Kings 21
1 Kings 21
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 20
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 22 →
1
Ҫак ӗҫсем хыҫҫӑн ҫапла пулнӑ: Изреель ҫыннин Навуфейӗн Изреель хулинче, Самари патши Ахав керменӗ ҫывӑхӗнче иҫӗм пахчи пулнӑ.
2
Ахав Навуфее каланӑ: хӑвӑн иҫӗм пахчине пар мана, унта эпӗ пахчаҫимӗҫ туса илӗп, вӑл ман керменӗм ҫывӑхӗнчех; ун вырӑнне сана унтан лайӑхрах иҫӗм пахчи парӑп е, кӑмӑлу пулсассӑн, унӑн хакне кӗмӗлпе тӳлӗп, тенӗ.
3
Анчах Навуфей Ахавпа килӗшмен: аттемӗрсенчен юлнӑ еткере сана парасран Ҫӳлхуҫа сыхлатӑрах мана, тенӗ.
4
Изреель ҫынни Навуфей ҫапла «аттемӗрсен ҫӗрне памастӑп сана» тенипе Ахав ӗнтӗ килне ҫилленсе те пӑшӑрханса таврӑннӑ. Вӑл, [вӗчӗрхенсе ӳкнӗскер,] вырӑнӗ ҫине тӳртӗн ҫаврӑнса выртнӑ та апат та ҫимен.
5
Ун патне арӑмӗ Иезавель кӗнӗ те каланӑ ӑна: апат та ҫимелле марах мӗне пула шуйханнӑ санӑн чуну? тенӗ.
6
Ахав каланӑ ӑна: Изреель ҫыннине Навуфее: «хӑвӑн пахчуна кӗмӗлле пар мана е, кӑмӑлу пулсассӑн, эпӗ сана уншӑн урӑх пахча парӑп» терӗм те, вӑл мана: «памастӑп сана хамӑн иҫӗм пахчине, [аттемӗрсен еткерлӗхне]» терӗ, тенӗ.
7
Иезавель, арӑмӗ, каланӑ вара: эсӗ ҫапла туса тӑрас пулсассӑн, Израильре мӗнле патшалӑх пулӗччӗ-ши? тӑр, апат ҫи те лӑплан; эпӗ сана Изреель ҫыннин Навуфейӗн иҫӗм пахчине илсе парӑп, тенӗ.
8
Вара вӑл Ахав ятӗнчен ҫырусем ҫырса хатӗрленӗ те патша пичетне ҫапса пичетлесе тухнӑ, унтан ҫав ҫырусене Навуфейпе пӗр хулара пурӑнакан аслӑ ҫынсемпе чаплӑ ҫынсене ярса панӑ.
9
Ҫырӑвӗсенче вӑл ҫапла ҫырнӑ: халӑха типӗ тытмалли куна пӗлтерӗр, Навуфее халӑх умне лартӑр;
10
ӑна хирӗҫ икӗ юрӑхсӑр ҫынна лартӑр, вӗсем ӑна хирӗҫ кӳнтелесе калаччӑр: «эсӗ Турӑпа патшана хурларӑн» тетчӗр; ҫавӑн хыҫҫӑн илсе тухӑр та ӑна чулпа персе вӗлерӗр, тенӗ.
11
Навуфейпе пӗр хулара пурӑнакан ятлӑ ҫынсем вара — аслӑ ҫынсемпе чаплӑ ҫынсем — Иезавель хушнӑ пек, хӑйсене ярса панӑ ҫырура мӗнле ҫырнӑ, ҫавӑн пек тунӑ.
12
Ӗнтӗ типӗ тытмалли куна пӗлтернӗ, Навуфее халӑх умне, малти вырӑна, лартнӑ;
13
унтан икӗ юрӑхсӑр ҫын тухнӑ та ӑна хирӗҫ пырса ларнӑ, ҫав усал ҫынсем халӑх умӗнче ӑна хирӗҫ кӳнтеленӗ: Навуфей Ҫӳлхуҫана тата патшана хурларӗ, тенӗ. Ӑна вара хула тулашне илсе тухса чулпа персе вӗлернӗ.
14
Иезавель патне ҫын янӑ: Навуфее чулпа персе вӗлернӗ, тесе пӗлтернӗ.
15
Навуфее чулпа персе вӗлернӗ тенине илтсессӗн, Иезавель Ахава каланӑ: тӑр, Изреель ҫынни Навуфей кӗмӗлле парасшӑн пулман иҫӗм пахчине хӑвӑн аллуна кайса ил: Навуфей чӗррисем хушшинче ҫук ӗнтӗ, вилнӗ вӑл, тенӗ.
16
Ахав [Изреель ҫыннине] Навуфее вӗлерни ҫинчен илтсессӗн, [тумтирне туртса ҫурнӑ та хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса янӑ, кайран] Изреель ҫыннин Навуфейӗн иҫӗм пахчине хӑй аллине илме кайнӑ.
17
Фесва ҫыннине Илияна Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ:
18
Израиль патши Ахав патне Самарие кай, халӗ вӑл Навуфей пахчинче — ӑна хӑй аллине илме пынӑ;
19
кала ӑна: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: эсӗ ҫынна вӗлертӗн, тата ун еткерлӗхне кӗресшӗн-и? тет, те, тата кала ӑна: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: йытӑсем Навуфей юнне ҫуланӑ вырӑнта сан юнна та йытӑсем ҫулӗҫ, тет, те.
20
Ахав Илияна каланӑ: тупрӑн эсӗ мана, тӑшманӑм! тенӗ. Илия: тупрӑм, эсӗ ӗнтӗ ҫылӑх ӑшне путнӑ, Ҫӳлхуҫа умӗнче юрӑхсӑр ӗҫсем тӑватӑн, [Ӑна ҫиллентеретӗн].
21
[Ҫӳлхуҫа ҫапла калать:] акӑ Эпӗ сан ҫине хӗн-хур яратӑп, сан хыҫҫӑн шӑлса тухӑп та Ахавӑн пур арҫыннине те — чурисене те, ирӗклӗ ҫыннисене те — пӗтерсе тӑкӑп;
22
Мана ҫиллентернӗшӗн, Мана вӗчӗрхентернӗшӗн, Израиль халӑхне ҫылӑха кӗртнӗшӗн Эпӗ сан килне Нават ывӑлӗн Иеровоамӑн килне мӗн кӑтартнинех, Ахия ывӑлӗн Ваасан килне мӗн кӑтартнинех кӑтартӑп, тет.
23
Ҫавӑн пекех, Турӑ Иезавель ҫинчен те каларӗ: Иезавеле ӗнтӗ Изреель хӳми хыҫӗнче йытӑсем ҫисе ярӗҫ, терӗ;
24
Ахав кил-йышӗнчен кам хулара вилет, ҫавна йытӑсем ҫисе ярӗҫ; кам хирте вилет, ӑна вӗҫен кайӑксем сӑха-сӑха пӗтерӗҫ;
25
Ахав пек ҫылӑха парӑннӑ ҫын пулман-ха: вӑл, хӑйӗн арӑмӗ Иезавель хӗтӗртни хыҫҫӑн кайса, Ҫӳлхуҫа умӗнче юрӑхсӑр ӗҫсем туса тӑчӗ;
26
вӑл, Ҫӳлхуҫа Израиль ывӑлӗсем патӗнчен хуса янӑ аморрейсем пекех, йӗрӗхсене пуҫҫапса, йӗрӗнчӗк ӗҫсем туса пурӑнчӗ, тет Ҫӳлхуҫа, тенӗ Илия.
27
Ҫак сӑмахсене илтсессӗн, Ахав [Ҫӳлхуҫа умӗнче кӑмӑлӗпе ҫемҫелсе, йӗрсе ҫӳренӗ,] тумтирне ҫурса пӑрахса хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса янӑ, типӗ тытнӑ, хуйхӑ тумтирӗпех выртса тӑнӑ, хурлӑхлӑ ҫӳренӗ.
28
Фесва ҫыннине Илияна Ҫӳлхуҫаран [Ахав ҫинчен] сӑмах пулнӑ:
29
Ман умӑмра Ахав мӗнле йӑвашланнине куртӑн-и? вӑл ҫапла йӑвашланнӑшӑн Эпӗ ун ӗмӗрӗнче хӗн-хур ямӑп; ун ывӑлӗн ӗмӗрӗнче синкер-сехмет ярӑп ун килӗ ҫине, тенӗ Ҫӳлхуҫа.
← Chapter 20
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 22 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22