bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
1 Kings 9
1 Kings 9
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 8
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 10 →
1
Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗпе патша керменне туса лартсассӑн, мӗн тума ӗмӗтленнине пӗтӗмпех туса ҫитерсессӗн Соломона,
2
Гаваонра курӑннӑ пек, иккӗмӗш хут Ҫӳлхуҫа курӑннӑ.
3
Ҫӳлхуҫа ӑна каланӑ: Эпӗ санӑн кӗллӳне, эсӗ Манран мӗн тархасласа ыйтнине илтрӗм; [пурне те санӑн кӗллӳ тӑрӑх турӑм]. Эсӗ лартнӑ ҫак Ҫурта, унта ӗмӗрӗпех Манӑн ятӑм тӑтӑр тесе лартнӑ Ҫурта, Эпӗ тасалӑх тивлечӗ кӳтӗм; Манӑн куҫӑмпа Манӑн чӗрем ӗмӗрех унта пулӗҫ.
4
Эсӗ Ман умӑмра, хӑвӑн Давид аҫу пек, таса чӗрепе, тӳрӗ чунпа ҫӳресессӗн, Эпӗ хӑвна мӗн хушнине пурне те туса тӑрсассӑн, Манӑн йӗркемсене, Манӑн саккунсене уяса пурӑнсассӑн,
5
Израилӗн аслӑ пуканӗ ҫинче лараканӗ ӗмӗрех сан йӑхунтан тухнӑскерӗ пулӗ, Эпӗ санӑн Давид аҫуна: «санӑн Израилӗн аслӑ пуканӗ ҫинче лараканӗсем пӗтес ҫук» тесе каланӑ пек пулӗ.
6
Эхер те эсир тата сирӗн ывӑлӑрсем Манран пӑрӑнсассӑн, Эпӗ панӑ ӳкӗтсемпе йӗркесене тытса тӑмасассӑн, урӑх турӑсене пӑхӑнма, вӗсене пуҫҫапма тытӑнсассӑн,
7
Эпӗ Израиле Хам панӑ ҫӗр ҫинчен пӗтерсе пӑрахӑп, Хам ятӑмпа тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ Ҫурта та пӑрахӑп, Израиль вара халӑх хушшинче ҫын мӑшкӑлӗ, тӗнче кулли пулса юлӗ.
8
Вара ҫак чаплӑ Ҫурт тӗлӗпе иртӳҫӗн кирек кам та шалт тӗлӗнсе-хӑраса шӑхӑрсах ярӗ: «мӗншӗн вара Ҫӳлхуҫа ҫак ҫӗре, ҫак Ҫурта ҫаплах туса хӑварнӑ?» тейӗ.
9
Калӗҫ вара: «хӑйсен ашшӗсене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ Ҫӳлхуҫа Туррине пӑрахнӑшӑн, ытти турӑсене хапӑл тунӑшӑн, вӗсене пӑхӑннӑшӑн, вӗсене пуҫҫапнӑшӑн — ҫавӑншӑн Турӑ вӗсем ҫине ҫак инкеке янӑ» тейӗҫ.
10
Икӗ ҫурт — Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗпе патша керменӗ — лартса Соломонӑн ҫирӗм ҫул иртсе кайнӑ,
11
ҫав ҫулсенче Тир хулин патши Хирам, Соломон кӑмӑлне ҫырлахтарса, кедр йывӑҫҫипе кипарис йывӑҫӗ тата ылтӑн кӳрсе тӑнӑ пулнӑ, ҫавӑншӑн Соломон патша Хирама Галилея ҫӗрӗнче ҫирӗм хула панӑ.
12
Хӑйне панӑ хуласене курма Хирам Тир хулинчен тухса пынӑ, ӑна хулисем килӗшмен.
13
Вӑл вара: тӑванӑм, мӗнле хуласем кусем, эсӗ мана мӗнле хуласем патӑн? тенӗ. Вара вӑл вӗсене Кавул тесе ят панӑ; вӗсем паянхи кунчченех ҫав ятлӑ.
14
Унтан патшана Хирам ҫӗр ҫирӗм талант ылтӑн ярса панӑ.
15
Турӑ Ҫурчӗпе хӑйӗн керменне туса лартнисӗр пуҫне Соломон тата Милло теекен вырӑна, Иерусалим хӳмине, Гацор, Мегиддо, Газер хулисене туса лартнӑ — пур ҫӗрте те чурасене ӗҫлеттернӗ.
16
Фараон, Египет патши, пынӑ та Газер хулине туртса илнӗ, ӑна вут-ҫулӑмпа ҫунтарса янӑ, хулара пурӑннӑ ханаансене вӗлерсе тухнӑ, хулине вара, хӗр мулӗ вырӑнне, хӑйӗн хӗрне, Соломон арӑмне, панӑ.
17
Соломон туса лартнӑ хуласем: Газер, Анатри Бефорон,
18
Ваалаф, пушхирти Фадмор,
19
вӑл тата сыхлӑх пурлӑхне тытмалли хуласем, ҫар ураписем упранакан хуласем, утлӑ ҫар тӑракан хуласем туса лартнӑ, Соломон ӗнтӗ Иерусалимра, Ливанра, хӑй аллинчи пӗтӗм ҫӗр ҫинче мӗн тума шутланӑ, ҫавна пурне те туса ҫитернӗ.
20
Израиль йӑхӗнчен тухман халӑхсенчен — аморрейсенчен, хетсенчен, ферезейсенчен, [ханаансенчен], евейсенчен, иевусейсенчен, [гергесейсенчен] — юлнӑ пӗтӗм халӑха,
21
вӗсем хыҫҫӑн ҫӗр ҫинче юлнӑ, Израиль ывӑлӗсем тӗппипе пӗтереймен вӗсен ачисене Соломон паянхи кунчченех хырҫӑ тӳлесе тӑракан ӗҫлевҫӗсем тунӑ.
22
Израиль ывӑлӗсене вара Соломон ӗҫлевҫӗсем туман, анчах вӗсем унӑн ҫар ҫыннийӗсем, унӑн тарҫисем, унӑн улпучӗсемпе аслӑ ҫыннисем, унӑн ҫарпуҫӗсем, урапаллӑ ҫарсемпе утлӑ ҫар ҫулпуҫӗсем пулнӑ.
23
Соломон хушнӑ ӗҫсене тӑваканӗсене пӑхса тӑракансем — ӗҫ ӗҫлекен халӑха астуса тӑракансем — пилӗкҫӗр аллӑн пулнӑ.
24
Фараон хӗрӗ Давид хулинчен хӑйӗн керменне, Соломон лартса панӑ кермене, куҫса пынӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн патша Милло теекен вырӑна туса лартнӑ.
25
Ҫӳлхуҫа ячӗпе тутарнӑ парне вырӑнӗ ҫинче Соломон ҫулталӑкра виҫӗ хутчен парне кӳнӗ: пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесемпе канӑҫлӑх парнисем кӳрсе тӑнӑ, унтах Ҫӳлхуҫа умӗнче ырӑ шӑршӑ тӗтӗрнӗ. Ҫапла вӑл Ҫурт лартас ӗҫе туса пӗтернӗ.
26
Соломон патша тата Идумея ҫӗрӗнче Елоф хули ҫывӑхӗнчи Ецион-Гавер теекен хулара, Хӗрлӗ тинӗс хӗрринче, карап тунӑ.
27
Соломон ҫыннисемпе пӗрле ишме ҫав карап ҫине Хирам тинӗс ӗҫне пӗлекен тата карапсемпе ҫӳреме пӗлекен хӑйӗн ҫыннисене янӑ;
28
вӗсем Офир ҫӗрне кайнӑ, унтан тӑватҫӗр ҫирӗм талант ылтӑн илсе тухса Соломон патшана кӳрсе панӑ.
← Chapter 8
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 10 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22