bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
1 Kings 8
1 Kings 8
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 7
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 9 →
1
Соломон вара Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчине Давид хулинчен, Сионран, куҫарса килмешкӗн Израилӗн аслӑ ҫыннисене, пӗтӗм йӑх пуҫӗсемпе Израиль ывӑлӗсен ӑру пуҫлӑхӗсене пурне те хӑй патне Иерусалима чӗнтернӗ.
2
Афаним уйӑхӗнче, — вӑл ӗнтӗ ҫиччӗмӗш уйӑх шутланать, — Соломон патша патне уява пӗтӗм Израиль ҫынни пуҫтарӑннӑ.
3
Израилӗн мӗнпур аслӑ ҫынни килнӗ; священниксем саккун арчине йӑтнӑ та
4
Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчине те, пуху чатӑрне те, чатӑрти мӗнпур таса япалана та йӑтса кайнӑ; вӗсене священниксемпе левитсем ҫӗклесе пынӑ.
5
Соломон патшапа ун патне пухӑннӑ пӗтӗм Израиль халӑхӗ, ытла та нумай пулнӑран шутласа та кӑларайми вак тата шултӑра выльӑх парне кӳрсе, арча умӗнчен пынӑ.
6
Священниксем Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчине хӑйӗн вырӑнне — Турӑ Ҫурчӗн Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗмне, херувимсен ҫуначӗсем айне — лартса хунӑ.
7
Херувимсем ҫуначӗсене арча вырӑнӗ ҫийӗн сарса тӑнӑ, херувимсем арчапа унӑн каштисене ҫӳлтен хупӑрласа тӑнӑ.
8
Каштисем вӑрӑм пулнӑ, вӗсен вӗҫӗсем Сӑваплӑ пӳлӗмренех курӑнса тӑнӑ, анчах тулаллах тухса тӑман; вӗсем мӗн паянхи кунчченех ҫавӑнта.
9
Саккун арчинче икӗ чул хӑмасӑр пуҫне урӑх нимӗн те пулман; вӗсене унта Моисей Хорив тӑвӗ ҫинче, Ҫӳлхуҫа Египетран илсе тухнӑ Израиль ывӑлӗсемпе халал хывнӑ чухне хунӑ пулнӑ.
10
Священниксем Сӑваплӑ пӳлӗмрен тухсассӑн, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне пӗлӗт кӗрсе тулнӑ;
11
ҫав пӗлӗте пула, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ тулнӑран, священниксем кӗлӗре тӑма пултарайман.
12
Ҫавӑн чухне Соломон каланӑ: Ҫӳлхуҫа Хӑй тӗттӗмре пурӑнма кӑмӑллани ҫинчен каланӑ;
13
эпӗ Сан валли пурӑнмалли Ҫурт туса лартрӑм, Санӑн ӗмӗрхи вырӑну ҫакӑнта пултӑр терӗм, тенӗ.
14
Унтан халӑх еннелле ҫаврӑнса патша пӗтӗм Израиль халӑхне пилленӗ, — пӗтӗм Израиль халӑхӗ ура ҫинче тӑнӑ, —
15
Соломон ҫапла каланӑ: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ мухтавлӑ: Вӑл манӑн Давид аттеме Хӑй чӗлхи-ҫӑварӗпе каланине халӗ Хӑй аллипе вырӑна килтерчӗ! Туррӑмӑр каланӑччӗ:
16
«Хамӑн Израиль халӑхне Египетран илсе тухнӑ кунранпа Эпӗ Хамӑн ятӑмпа Ҫурт лартмашкӑн израильсен нихӑш йӑхӗнче те хула суйламан; [анчах Хамӑн ятӑм ҫавӑнта пултӑр тесе Иерусалима суйласа илтӗм] тата Хамӑн халӑхӑма Израиле тытса тӑмашкӑн Давида суйласа илтӗм» тенӗччӗ.
17
Давид аттемӗн чӗринче Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ ячӗпе Ҫурт лартас ӗмӗт пулнӑ;
18
анчах Ҫӳлхуҫа Давида, манӑн аттеме, каланӑ: «санӑн чӗрӳнте Ман ятӑмпа Ҫурт лартас ӗмӗт пур; ҫакӑ чӗрӳне канӑҫ паманни аван вӑл;
19
ҫапах та Ҫурта эсӗ мар, санран ҫуралас ывӑлу, Ман ятӑмпа ҫавӑ Ҫурт лартӗ» тенӗ.
20
Хӑй каланӑ сӑмахне Ҫӳлхуҫа вырӑна килтерчӗ. Ҫӳлхуҫа каланӑ пек, эпӗ, Давид аттемӗн вырӑнне кӗрсе, Израилӗн аслӑ пуканӗ ҫине лартӑм, Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ ячӗпе Ҫурт туса лартрӑм;
21
унта саккун арчи валли вырӑн хатӗрлерӗм, арчара Ҫӳлхуҫамӑр пирӗн аттесене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ хыҫҫӑн вӗсемпе хывнӑ халал упранать, тенӗ патша.
22
Соломон вара Ҫӳлхуҫанӑн парне вырӑнӗ патне, пӗтӗм Израиль ҫынни умне тӑнӑ та аллисене ҫӳлелле ҫӗклесе
23
ҫапла каланӑ: эй Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ! ҫӳлте тӳпере те, аялта ҫӗр ҫинче те Сан пек Турӑ ҫук; Хӑвна пӗтӗм чӗререн парӑннӑ чурусемшӗн Эсӗ Хӑвӑн халална, ырӑлӑхна астуса тӑратӑн.
24
Эсӗ Хӑвӑн чуруна, манӑн Давид аттеме, мӗн каланине вырӑна килтертӗн; Хӑвӑн чӗлхӳ-ҫӑварупа мӗн каланине паянхи кун Хӑвӑн аллупа туса ҫитертӗн.
25
Эй Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ, халӗ ӗнтӗ Хӑвӑн чурушӑн, манӑн аттемшӗн, Ху ӑна: «эхер те санӑн ывӑлусем, хӑйсен ҫулӗнчен пӑрӑнмасӑр, Ман умӑмра эсӗ ҫӳренӗ пек ҫӳресессӗн, санӑн Ман умӑмра Израилӗн аслӑ пуканӗ ҫинче лараканӗсем пӗтмӗҫ» тесе каланине вырӑна килтерсемччӗ.
26
Халӗ ӗнтӗ, эй Израиль Турри, Хӑвӑн Давид чуруна, манӑн аттеме, каланӑ сӑмаху тӳрре килтӗр!
27
Чӑнахах та, Туррӑн ҫӗр ҫинче пурӑнмалла-и? ҫӳлти вӗҫӗ-хӗррисӗр тӳпе те шӑнӑҫтараймасть Сана, эпӗ [Сан ятупа] лартнӑ Ҫурт епле шӑнӑҫтарайӗ?
28
эй Ҫӳлхуҫа Туррӑм, ҫапах та Хӑвӑн чуру кӗлтуни ҫине, вӑл тилмӗрсе ыйтни ҫине пӑхсамччӗ; Хӑвӑн чуру паян Сана тархасланине, Сана йӑлӑнса кӗлтунине илтсемччӗ.
29
Ҫак Ҫурт ҫинчен Эсӗ: «Манӑн ятӑм унта пулӗ» тенӗ, апла Санӑн куҫу ӑна кӑнтӑрла та, ҫӗрле те курса тӑринччӗ; Хӑвӑн чуру ҫак вырӑнта туса тӑрас кӗлле илтсе тӑрсамччӗ.
30
Санӑн чурупа Санӑн Израиль халӑхӗ ҫак вырӑнта кӗлтунӑ чухне вӗсем епле йӑлӑннине илтсемччӗ; Хӑв пурӑнакан вырӑнта, тӳпере, илтсемччӗ, илтсемччӗ те хӗрхенсемччӗ.
31
Кам та кам хӑйӗн ҫывӑх ҫынни умӗнче ҫылӑха кӗрсессӗн, ҫылӑха кӗнӗ ҫынран вара тупа тума ыйтсассӑн, тупа тумашкӑн ӑна ҫак Ҫурта парне вырӑнӗ умне тӑратсассӑн,
32
Эсӗ, тӳперен илтсе, Хӑвӑн чурусене сут тусамччӗ: айӑплине усал ӗҫне хӑйӗн пуҫӗ ҫине ҫитерсе айӑпла, тӳррине хӑйӗн тӳрӗлӗхне кура тӳрре кӑларсамччӗ.
33
Сан умӑнта ҫылӑха кӗнӗшӗн Санӑн Израиль халӑхне тӑшманӗ хӗне ӳкерсессӗн, вӗсем вара, Сан енне ҫаврӑнса, ҫак Ҫуртра Санӑн ятна асӑнса Санран каҫару ыйтса тархасласассӑн,
34
Эсӗ тӳперен илтсемччӗ, Хӑвӑн Израиль халӑхӗн ҫылӑхне каҫарсамччӗ, вӗсенӗн ашшӗсене Хӑв панӑ ҫӗршыва тавӑрсамччӗ вӗсене.
35
Вӗсем Сан умӑнта ҫылӑха кӗнӗрен тӳпе хупӑнса ҫумӑр пулмасассӑн, вара ҫак вырӑнта кӗлтуса Санӑн ятна аслӑласассӑн, Эсӗ вӗсене ҫапла йӑвашлантарнипе вӗсем хӑйсен ҫылӑхӗнчен пӑрӑнсассӑн,
36
Эсӗ тӳперен илтсемччӗ, вӗсене ҫӳреме ырӑ ҫул кӑтартса, Хӑвӑн чурусенӗн, Хӑвӑн Израиль халӑхӗн ҫылӑхне каҫарсамччӗ, Хӑвӑн халӑхна еткерлӗхе панӑ ҫӗрӳ ҫине ҫумӑр ярсамччӗ.
37
Выҫлӑх пулать-и ҫӗр ҫинче, мур чирӗ пулать-и, вӗри ҫил пулать-и, тырра вутпуҫҫи тивет-и, хӗрлӗ шӑрчӑк е хурт килсе хуплать-и, халӑха тӑван ҫӗрӗ ҫинчех тӑшман хӗсме пуҫлать-и е урӑх мӗнле те пулин инкек-синкек, мӗнле те пулин чир пулать-и —
38
ҫынсем, инкеке чӗрипе туйса илсе, аллисене ҫак Ҫурт еннелле тӑссассӑн, Санӑн пӗтӗм халӑху хушшинчен пӗр ҫынни те пулин кӗлтуса йӑлӑнсассӑн та,
39
илтсемччӗ Эсӗ тӳперен — Ху пурӑнакан вырӑнтан, хӗрхенсемччӗ вара; Эсӗ кирек хӑш ҫынна та, ун чӗри мӗнлине курса, вӑл мӗнле ҫӳренине кура тавӑрса пар, мӗншӗн тесессӗн пур этем ывӑлӗсенӗн чӗрине пӗр Эсӗ анчах пӗлетӗн:
40
ҫапла вӗсем Эсӗ аттемӗрсене панӑ ҫӗр ҫинче мӗн пурӑннӑ таран, мӗн ӗмӗрӗ тӑршшӗпех Санран хӑраса тӑччӑр.
41
Хӑвӑн Израиль халӑхӗ хушшинчен тухман ҫын, ют халӑх ҫынни, Санӑн ятушӑн инҫетри ҫӗртен килсессӗн, —
42
вӗсем Санӑн чаплӑ яту ҫинчен, Санӑн хӑватлӑ аллупа Санӑн пысӑк вӑю ҫинчен илтеҫҫех ӗнтӗ, — ҫапла килсе, вӑл ҫак Ҫурт умӗнче кӗлтусассӑн,
43
илтсемччӗ тӳперен, Ху пурӑнакан вырӑнтан; ют халӑх ҫынни Хӑвӑнтан мӗн тархасласа ыйтнине пӗтӗмпех тусамччӗ ун чухне: ҫапла ҫӗр ҫинчи пур халӑх та Санӑн ятна пӗлсе тӑтӑр, Санран Хӑвӑн халӑху Израиль хӑранӑ пек хӑраччӑр, эпӗ лартнӑ ҫак Ҫурт Санӑн ятупа хисепленнине пӗлччӗр.
44
Санӑн халӑху Эсӗ кӑтартса янӑ ҫулпа хӑйӗн тӑшманне хирӗҫ вӑрҫа тухсассӑн, Эсӗ суйласа илнӗ ҫак хула еннелле, эпӗ Сан ятупа лартнӑ Ҫурт еннелле ҫаврӑнса Ҫӳлхуҫана кӗлтунӑ чухне
45
илтсемччӗ тӳперен вӗсен кӗллине, вӗсем мӗн ыйтнине, вара вӗсемшӗн мӗн кирлине тусамччӗ.
46
Вӗсем Сан умӑнта ҫылӑха кӗрсессӗн, — ӗнтӗ ҫылӑха кӗмен ҫын ҫук, — Эсӗ ҫилленсе вӗсене тӑшман аллине парсассӑн, тыткӑна илнисем вӗсене хӑйсен ҫывӑхри е аякри ҫӗрне кайса ярсассӑн,
47
вӗсем унта, тыткӑнра пурӑнакан ҫӗрте, тӑна кӗрсе ӳкӗнсессӗн, Сана: «эпир ҫылӑха кӗтӗмӗр, йӗркесӗр ӗҫ турӑмӑр, эпир айӑплӑ» тесе кӗлтума тытӑнсассӑн,
48
вара, хӑйсене тыткӑна илсе кайнӑ тӑшмансен ҫӗрӗнче пӗтӗм чун-чӗрипе Сан енне ҫаврӑнсассӑн, ҫапла Эсӗ вӗсен ашшӗсене панӑ хӑйсен ҫӗрӗ еннелле, Эсӗ суйласа илнӗ хула еннелле, эпӗ Сан ятупа лартнӑ Ҫурт еннелле ҫаврӑнса йӑлӑнсассӑн,
49
вӗсенӗн кӗллине илтсемччӗ тӳперен, Ху пурӑнакан вырӑнтан, вара вӗсем мӗн ыйтнине, вӗсемшӗн мӗн кирлине тусамччӗ;
50
Хӑвӑн халӑхна Хӑвӑн умӑнта мӗн ҫылӑха кӗнине, Хӑвӑн умӑнта тунӑ пур айӑпне те каҫарсамччӗ; вӗсене тыткӑна илсе кайнисенӗн чӗрине ҫемҫетсемччӗ, тӑшманӗсем хӗрхенччӗр вӗсене, вӗсемпе ырӑ пулччӑр;
51
вӗсем — Санӑн халӑху, Ху Египетран, тимӗр кӑмакаран, илсе тухнӑ еткерӳ вӑл.
52
[Санӑн хӑлхупа] Санӑн куҫу Хӑвӑн чуру тӑвакан кӗлӗшӗн, Хӑвӑн Израиль халӑхӗ тӑвакан кӗлӗшӗн уҫӑ тӑччӑр: Сана тархасласа чӗннӗ чухне вӗсене яланах илтмелле пултӑр:
53
Эсӗ вӗсене, Ху Моисей чуру урлӑ каланӑ пек, пирӗн аттемӗрсене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухсассӑн, ҫӗр ҫинчи мӗнпур халӑхсен хушшичен Хӑв валли еткерлӗхе уйӑрса илнӗ, эй Ҫӳлхуҫа Патшамӑр! тенӗ Соломон.
54
Соломон Ҫӳлхуҫана парне вырӑнӗ умӗнче чӗркуҫленсе ларса, аллисене ҫӳлелле ҫӗклесе кӗлтунӑ. Кӗлтуса пӗтерсессӗн [кӗлли вӗҫленсессӗн], вӑл ура ҫине тӑнӑ, аллисене хӑй ҫаплах ҫӳлелле ҫӗклесе тӑнӑ.
55
Ҫапла тӑрса, вӑл пӗтӗм Израиль халӑхне хытӑ сасӑпа каласа пилленӗ:
56
Хӑйӗн Израиль халӑхне, Хӑй каланӑ пек, лӑпкӑ пурӑнӑҫ панӑ Ҫӳлхуҫа [Турӑ] мухтавлӑ! Хӑйӗн Моисей чури урлӑ каланӑ ырӑ сӑмахӗсенчен Унӑн пӗр сӑмахӗ те вырӑна килмесӗр юлмарӗ;
57
пирӗн аттемӗрсемпе пӗрле пулнӑ пек, Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр пирӗнпе пӗрле те пултӑрччӗ, ан пӑрахтӑрччӗ пире, пӑрахса ан кайтӑрччӗ пире,
58
пирӗн чӗресене Хӑй еннелле ҫавӑртӑрччӗ: эпир вара Унӑн ҫулӗсемпе ҫӳрер, Унӑн пирӗн аттемӗрсене панӑ ӳкӗчӗсене, йӗркисене, саккунӗсене уяса пурӑнар;
59
эпӗ [халӗ] Ҫӳлхуҫа умӗнче кӗлтуса каланӑ ҫак сӑмахсем Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑршӑн кӑнтӑрла та, ҫӗрле те кӑмӑллӑ пулччӑр, ҫапла Вӑл хӑй чуришӗн мӗн кирлине, Хӑйӗн Израиль халӑхӗшӗн мӗн кирлине кунран-кун туса тӑринччӗ,
60
вара халӑхсем пурте Ҫӳлхуҫа пӗртен-пӗр Турӑ иккенне, Ун евӗрли урӑх ҫуккине пӗлӗҫинччӗ;
61
сирӗн чӗрӗрсем пӗтӗмпех Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑра пӑхӑнса тӑччӑр, ҫапла, паянхи пекех, Вӑл панӑ йӗркесемпе ҫӳремелле, Унӑн ӳкӗчӗсене уяса пурӑнмалла пултӑр, тенӗ Соломон.
62
Вара патшапа пӗтӗм Израиль халӑхӗ Ҫӳлхуҫана парне кӳнӗ.
63
Соломон канӑҫлӑх парнине ҫирӗм икӗ пин шултӑра выльӑх тата ҫӗр ҫирӗм пин вак выльӑх панӑ. Патшапа Израилӗн пӗтӗм ывӑлӗ Ҫӳлхуҫа Ҫуртне ҫапла тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ.
64
Ҫав кунах патша, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесемпе тырӑ-пулӑ парнисем кӳрсе, канӑҫлӑх парнийӗн ҫӑвне ҫунтарса, Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ умӗнчи картишӗн вӑтаҫӗр пайне тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа умӗнчи пӑхӑр парне вырӑнӗ пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнесене, тырӑ-пулӑ парнисене, канӑҫлӑх парнийӗсен ҫӑвне шӑнӑҫтарма пултарайман.
65
Ҫавӑн чухне Соломон уяв тунӑ, унпа пӗрле пӗтӗм Израиль халӑхӗ уявланӑ; пӗтӗм халӑх — Емаф хулинчен пуҫласа Египет шывӗ таран пурӑнакан халӑх — Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр Ҫурчӗ умне пуҫтарӑннӑ; [ӗҫнӗ, ҫинӗ, ҫавӑнта туса лартнӑ Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр Ҫурчӗ умӗнче кӗлтунӑ,] ҫичӗ кун, унтан тата ҫичӗ кун — вунтӑватӑ кун уявланӑ.
66
Саккӑрмӗш кунне Соломон халӑха килӗсене янӑ. Ҫынсем патшана мухтаса, Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн Давид чуришӗн, Хӑйӗн Израиль халӑхӗшӗн тунӑ мӗнпур ырӑлӑхшӑн чӗререн хӗпӗртесе, чӗререн савӑнса хӑйсен килӗсене саланнӑ.
← Chapter 7
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 9 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
Recommended Reading
Commentary
1 Kings Commentaries
→
Devotional
1 Kings Devotional Guide
→
Get This Bible
CHB Study Bible
→