bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
1 Kings 16
1 Kings 16
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 15
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 17 →
1
Вааса ҫинчен Иуя, Ананий ывӑлне, Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ:
2
Эпӗ сана, тӑпра-тусан ӑшӗнчен ҫӗклесе, Израиль халӑхӑмӑн ҫулпуҫӗ туса лартрӑм, эсӗ пур — Иеровоам ҫулӗпе кайрӑн, Израиль халӑхӑм Мана хӑйӗн ҫылӑхӗсемпе ҫиллентерсе тӑтӑр тесе, ӑна ҫылӑха кӗртрӗн,
3
ҫавӑнпа Эпӗ Вааса килне, ун йӑхӗн килне те пӑрахӑҫа кӑларатӑп; Нават ывӑлӗн Иеровоамӑн килне мӗн кӑтартнӑ, санӑн килне те ҫавнах кӑтартӑп;
4
Вааса кил-йышӗнчен хулара вилнисене йытӑсем ҫисе ярӗҫ; хирте вилнисене вӗҫен кайӑксем сӑха-сӑха пӗтерӗҫ, тенӗ.
5
Ваасан ытти ӗҫӗсене, вӑл мӗн-мӗн тунине, унӑн паттӑрла ӗҫӗсене те Израиль патшисенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.
6
Ӗнтӗ Вааса канӑҫлӑ ашшӗсемпе пӗрлешнӗ, ӑна Фирца хулинче пытарнӑ. Ун вырӑнне патшана унӑн ывӑлӗ Ила ларнӑ.
7
Анчах Вааса ҫинчен, унӑн килӗ ҫинчен, Ҫӳлхуҫа умӗнче тунӑ унӑн мӗнпур усал ӗҫӗ ҫинчен Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн сӑмахне Ананий ывӑлӗ Иуй урлӑ каланӑ пулнӑ ӗнтӗ, — Иеровоам пек пулма тӑрӑшса, Вааса хӑй ӗҫӗсемпе Турра ҫиллентерсе тӑнӑ, ҫавӑншӑн пӗтнӗ те вӑл.
8
Иудея патши Аса патшалӑха тытса тӑра пуҫланӑранпа ҫирӗм улттӑмӗш ҫулхине Ила, Вааса ывӑлӗ, Фирца хулинче Израиль патши пулса тӑнӑ, патшара икӗ ҫул хушши ларнӑ.
9
Ӑна хирӗҫ хӑйӗн тарҫи, урапаллӑ ҫара — ҫур ҫара — ертсе пыракан Замврий, кавар тунӑ. Ила Фирцӑра кермен пуҫлӑхӗ Арса ҫуртӗнче ӗҫсе ӳсӗрӗлсессӗн,
10
Замврий кӗнӗ те ун патне вӗлернӗ ӑна, ун вырӑнне хӑй патшана ларнӑ; ҫакӑ вӑл Аса Иудея патшалӑхне тытса тӑра пуҫланӑранпа ҫирӗм ҫиччӗмӗш ҫулхине пулнӑ.
11
Патша пулса тӑрса Илан аслӑ пуканӗ ҫине ларсассӑн, Замврий ӗнтӗ Ваасан пӗтӗм килне пӗр тӑванӗ, пӗр тусӗ, пӗр арҫын юлмиччен пӗтерсе тӑкнӑ.
12
Замврий ӗнтӗ Ваасан пӗтӗм килне Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ тӑрӑх — Вааса ҫинчен Иуй пророк урлӑ каланӑ сӑмахӗ тӑрӑх — пӗтерсе тӑкнӑ;
13
ҫакӑ вӑл Ваасан мӗнпур ҫылӑхӗшӗн, ун ывӑлӗ Ила ҫылӑхӗсемшӗн ҫапла пулнӑ: ҫав ҫылӑхсене вӗсем хӑйсем те тунӑ, Израиле те ҫылӑха кӗртнӗ, хӑйсен йӗрӗхӗсене туса Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррине ҫиллентернӗ.
14
Ила патшан ытти ӗҫӗсене, вӑл мӗн-мӗн тунине Израиль патшисенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.
15
Иудея патши Аса патшалӑха тытса тӑра пуҫланӑранпа ҫирӗм ҫиччӗмӗш ҫулхине Замврий вара Фирца хулинче ҫичӗ кун хушши патшара ларнӑ, шӑпах ҫак вӑхӑтра халӑх Филисти ҫӗрӗнчи Гавафон хулине хупӑрласа тӑнӑ пулнӑ.
16
Гавафона хупӑрласа илнӗ халӑх Замврий кавар туса патшана вӗлерни ҫинчен илтсессӗн, Израиль ҫыннисем ҫав кунах хӑйсен тапӑрӗнче Амврий ҫарпуҫа Израиль патшине лартнӑ.
17
Вара Амврийпе Израиль ҫыннисем, Гавафон патӗнчен чакса кайса, Фирца хулине ҫавӑрса илнӗ.
18
Замврий, хулана туртса илнине курсассӑн, патша керменӗн шалти пӳлӗмне кӗнӗ те хӑй хыҫҫӑн ҫурта вут тивертнӗ, пушарта хӑй те пӗтнӗ,
19
хӑй ҫылӑхӗсемшӗн, Израиле ҫылӑха кӗртнӗ ҫылӑхлӑ Иеровоам ҫулӗпе кайнӑшӑн, ҫапла Ҫӳлхуҫа умӗнче юрӑхсӑр ӗҫсем туса ҫылӑха кӗрсе пӗтнӗшӗн вилнӗ те вӑл.
20
Замврийӗн ытти ӗҫӗсене, вӑл тунӑ кавара Израиль патшисенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.
21
Ҫавӑн чухне Израиль халӑхӗ икке пайланнӑ: пӗр пайӗ Фамния, Гонаф ывӑлне, патшана лартасшӑн пулнӑ, тепӗр пайӗ Амврий майлӑ пулнӑ.
22
Амврий майлӑ пулнӑ халӑх Гонаф ывӑлӗ Фамний майлӑ пулнӑ халӑха ҫӗнтернӗ; Фамний вилнӗ, патшана Амврий ларнӑ.
23
Иудея патшалӑхне Аса тытса тӑра пуҫланӑранпа вӑтӑр пӗрмӗш ҫулхине Амврий Израиль патшине ларнӑ, патшалӑха вуникӗ ҫул тытса тӑнӑ. Фирцӑра вӑл ултӑ ҫул патшара ларнӑ.
24
Амврий ӗнтӗ Семир ятлӑ пӗр ҫынран икӗ талант кӗмӗл тӳлесе Семерон сӑртне туяннӑ, унта ҫурт-йӗр лартса ҫавӑрнӑ; ҫапла туса лартнӑ хулана вара, сӑрт-ту хуҫи Семир ячӗпе, Самари тесе ят панӑ.
25
Амврий Ҫӳлхуҫа умӗнче юрӑхсӑр ӗҫсем тунӑ, хӑй умӗнхи патшасенчен пуринчен те юрӑхсӑртарах пулнӑ.
26
Вӑл пур тӗлӗшпе те Нават ывӑлӗ Иеровоам ҫулӗпе ҫӳренӗ, ун ҫылӑхӗсенех туса пурӑннӑ; Иеровоам пекех, хӑйсен йӗрӗхӗсене туса, Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррине ҫиллентернӗ, Израиле те ҫылӑха кӗртнӗ.
27
Амврий тунӑ ытти ӗҫсене, вӑл кӑтартнӑ паттӑрлӑха та Израиль патшисенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.
28
Ӗнтӗ Амврий канӑҫлӑ ашшӗсемпе пӗрлешнӗ, ӑна Самарире пытарнӑ. Ун вырӑнне патшана унӑн ывӑлӗ Ахав ларнӑ.
29
Ахав, Амврий ывӑлӗ, Израиль патшине ларнӑ чухне Иудея патши Аса шӑпах вӑтӑр саккӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ; вӑл Самари хулинче Израиль патшалӑхне ҫирӗм икӗ ҫул тытса тӑнӑ.
30
Ахав, Амврий ывӑлӗ, Ҫӳлхуҫа умӗнче усал ӗҫсем тунӑ, вӑл хӑй умӗнхи патшасенчен пуринчен те юрӑхсӑртарах пулнӑ.
31
Нават ывӑлӗ Иеровоам пек пурӑнни, унӑн ҫылӑхӗсене туса тӑни сахал пулнӑ-ха уншӑн, вӑл тата Иезавеле — Сидон патшийӗн Ефваалӑн хӗрне — качча илнӗ, вара Ваала ӗҫлесе тӑма, ӑна пуҫҫапма тытӑннӑ;
32
Вӑл Самари хулинче Ваал кӗлеткин ҫуртне тутарнӑ, унта Ваала чӳк вырӑнӗ лартса панӑ.
33
Ахав ӗнтӗ Астарта юпине те лартнӑ, вӑл Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррине ҫиллентермелли ӗҫсем хӑй умӗнхи Израиль патшисенчен пуринчен те ытларах тунӑ, [ҫапла хӑйӗн пуҫне ҫинӗ].
34
Ахав патшара ларнӑ вӑхӑтра Вефиль ҫынни Ахиил вара Иерихон хулине юсаса лартнӑ: хула никӗсӗ ун малтанхи ывӑлӗ Авирам пуҫне пулнӑ, хула хапхи кӗҫӗн ывӑлӗ Сегуб пуҫне пулнӑ, ҫакӑ Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ тӑрӑх — Нав ывӑлӗ Иисус урлӑ каланӑ сӑмахӗ тӑрӑх — пулнӑ.
← Chapter 15
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 17 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22