bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
1 Kings 3
1 Kings 3
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 2
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 4 →
1
[Патшалӑх Соломон аллинче тӗреклӗленсе ҫитсессӗн,] Соломон фараонпа — Египет патшипе — хурӑнташланнӑ: фараон хӗрне качча илнӗ, ӑна Давид хулине илсе килнӗ, Соломон хӑйӗн керменӗпе Ҫӳлхуҫа Ҫуртне лартса пӗтериччен, Иерусалим йӗри-тавра хӳме хӳсе ҫавӑриччен ӑна ҫавӑнта пурӑнтарнӑ.
2
Халӑх парнесене ҫаплах сӑрт тӳпемӗсем ҫинче кӳрсе тӑнӑ, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа ячӗпе Ҫурт лартман пулнӑ-ха.
3
Хӑйӗн ашшӗ Давид панӑ йӗркепе пурӑнса, Соломон Ҫӳлхуҫана юратса-ӗненсе пурӑннӑ; анчах вӑл та сӑрт тӳпемӗсем ҫинче парнесем кӳрсе тӑнӑ, унта ырӑ шӑршӑ тӗтӗрнӗ.
4
Ҫапла парне кӳмешкӗн патша Гаваон хулине кайнӑ: унта тӗп парне вырӑнӗ пулнӑ. Ҫав парне вырӑнӗ ҫинче Соломон пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесем пин парне кӳнӗ.
5
Гаваонра Соломона ҫӗрле тӗлӗкре Ҫӳлхуҫа курӑннӑ, Турӑ ҫапла каланӑ: мӗн парас сана, ыйт, тенӗ.
6
Соломон каланӑ: Эсӗ Хӑвӑн Давид чуруна, манӑн аттеме, пысӑк ырӑлӑх панӑ; вӑл Санӑн умӑнта тӳрӗлӗхпе чӑнлӑха уяса, таса чун-чӗрепе тӑнӑшӑн Эсӗ, ҫав пысӑк ырӑлӑха ун валлиех хӑварса, ӑна унӑн аслӑ пуканӗ ҫине ларма пултаракан ывӑл панӑ; халӗ чӑнахах та тӳрре килчӗ ку;
7
эй Ҫӳлхуҫа Туррӑм, Эсӗ ӗнтӗ мана, Хӑвӑн чуруна, Давид аттемӗм вырӑнне патшана лартрӑн; анчах эпӗ тайӑн ача, мӗнле кӗрсе мӗнле тухмаллине те пӗлместӗп;
8
Санӑн чуру — Эсӗ суйласа илнӗ халӑху хушшинче; ку халӑх — калама ҫук йышлӑ, ӑна шутласа кӑларма та, куҫпа виҫсе илме те ҫук;
9
Санӑн халӑхна пӗлсе сут тумашкӑн, ыррипе усаллине уйӑрма пӗлмешкӗн Хӑвӑн чуруна ӑслӑ чӗре парсамччӗ; унсӑрӑн Санӑн ҫак йышлӑ халӑхна кам пӑхса тӑрайтӑр? тенӗ.
10
Соломон ҫапла ыйтни Ҫӳлхуҫашӑн кӑмӑллӑ пулнӑ.
11
Турӑ ӑна каланӑ: ҫапла ыйтнӑшӑн, хӑвӑншӑн вӑрӑм кунҫулпа пуянлӑх ыйтманшӑн, хӑвӑн тӑшманусен чунӗсене ыйтманшӑн, анчах пӗлсе сут тума ӑс-хакӑл ыйтнӑшӑн
12
Эпӗ ху ыйтнӑ пек тӑвӑп: акӑ Эпӗ сана тӗрӗс те ӑслӑ чӗре паратӑп, ӗнтӗ сан умӗн те сан евӗрли пулман, сан хыҫҫӑн та сан евӗрли пулас ҫук, тенӗ;
13
Эпӗ сана ху ыйтманнине те, пуянлӑхпа чап та, паратӑп, ҫапла вара хӑвӑн пӗтӗм кунҫулу тӑршшӗнче те патшасем хушшинче сан евӗрли пулмӗ;
14
эсӗ, хӑвӑн Давид аҫу ҫӳренӗ пек, Эпӗ панӑ йӗркесене, Манӑн ӳкӗтӗмсене тытса тӑрса Ман ҫулпа ҫӳресессӗн, Эпӗ санӑн кунҫулна та тӑсса парӑп, тенӗ.
15
Ҫавӑн чухне Соломон ыйхинчен вӑраннӑ та — акӑ ку тӗлӗк пулнӑ-мӗн. Ӗнтӗ вӑл Иерусалима кайнӑ, [парне вырӑнӗ умне] Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчи умне тӑрса, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесемпе канӑҫлӑх парнисем кӳнӗ, унтан пӗтӗм тарҫи-тӗрҫи валли пысӑк ӗҫкӗ тунӑ.
16
Ҫавӑн чухне патша умне икӗ аскӑн арӑм пырса тӑнӑ.
17
Пӗр хӗрарӑмӗ каланӑ: ах хуҫамӑм! эпир ҫак хӗрарӑмпа иксӗмӗр пӗр ҫуртра пурӑнатпӑр; эпӗ вӑл курса тӑнӑ ҫӗрте ҫав ҫуртра ача ҫуратрӑм;
18
эпӗ ҫуратсассӑн виҫҫӗмӗш кунне ҫак хӗрарӑм та ача ҫуратрӗ; пӗрле пулнӑ эпир, ҫуртра пирӗнпе пӗрле пӗр ют ҫын та пулман; ҫуртра эпир иксӗмӗр анчах пулнӑ;
19
вара ҫӗрле ҫак хӗрарӑмӑн ывӑлӗ вилнӗ: вӑл ӑна ыйхӑ тӗлӗшшӗн хӑй айне туса вӗлернӗ;
20
хайхискер тӑнӑ та ҫӗрле, эпӗ, санӑн чуру, ҫывӑрнӑ чухне, ман ывӑлӑма манран илсе ӑна хӑй кӑкӑрӗ ҫумне хунӑ, хӑйӗн вилнӗ ывӑлне вара ман кӑкӑрӑм ҫумне хунӑ;
21
ирхине ывӑлӑма ӗмӗртес тесе тӑтӑм та, ак хайхи, вӑл вилнӗ-мӗн; ҫутӑларахпа тинкеререх пӑхатӑп та — ку вӑл хам ҫуратнӑ ывӑл мар, тенӗ.
22
Унтан тепӗр хӗрарӑмӗ каланӑ: ҫук, ман ывӑл чӗрех, сан ывӑлу вилӗ, тенӗ. Лешӗ каланӑ ӑна: ҫук, сан ывӑлу вилӗ, манӑн — чӗрӗ, тенӗ. Патша умӗнче вӗсем ҫапла тавлашса тӑнӑ.
23
Патша каланӑ вара: ку: ман ывӑл чӗрӗ, сан ывӑлу вилӗ, тет; лешӗ: ҫук, сан ывӑлу вилӗ, манӑн ывӑл — чӗрӗ, тет, тенӗ.
24
Патша: мана хӗҫ парӑр-ха, тенӗ. Патша патне хӗҫ илсе пынӑ.
25
Патша каланӑ: чӗрӗ ачана ҫурмаран касса икке пайлӑр та пӗр пайне пӗрне, тепӗр пайне тепӗрне парӑр, тенӗ.
26
Чӗрӗ ывӑллӑ арӑм вара патшана ҫапла хуравланӑ: ах, хуҫамӑм! чӗрӗ ачана ҫак хӗрарӑма парӑр, ан вӗлерӗр ачана, тенӗ: мӗншӗн тесессӗн хӑйӗн ывӑлне хӗрхеннипе унӑн пӗтӗм ӑшчикӗ пӑлханса ӳкнӗ. Тепӗр хӗрарӑмӗ: мана та, сана та ан пултӑр, касӑр, тенӗ.
27
Патша вара: ан вӗлерӗр, чӗрӗ ачана ҫак арӑма парӑр: вӑл — унӑн амӑшӗ, тенӗ.
28
Патша ӗҫе мӗнле татса парса сут туни ҫинчен пӗтӗм Израиль илтнӗ. Вара патшаран хӑра пуҫланӑ, мӗншӗн тесессӗн сут тунӑ чухне ӑна Турӑ панӑ ӑслӑлӑх пулӑшса пынине курнӑ.
← Chapter 2
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 4 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
Recommended Reading
Commentary
1 Kings Commentaries
→
Devotional
1 Kings Devotional Guide
→
Get This Bible
CHB Study Bible
→