bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
1 Kings 19
1 Kings 19
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 18
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 20 →
1
Илия мӗн тунине, вӑл мӗнпур пророка хӗҫпе чиксе пӑрахнине те, Ахав пӗтӗмпех Иезавеле каласа панӑ.
2
Иезавель ӗнтӗ Илия патне ятарласа ҫын янӑ, ӑна ҫапла калама хушнӑ: [эхер те эсӗ Илия пулсан, эпӗ вара Иезавель пулсан,] эхер те эпӗ ыран ҫак вӑхӑт тӗлне, эсӗ ман пророксен чунне илнӗ пек, сан чунна илейместӗп пулсан, туррӑмсем мана ҫавна-ҫавна туччӑр, унтан ытларах та туччӑр, тенӗ.
3
Ҫакна илтсессӗн, Илия, пурӑнӑҫне ҫӑлас тесе, Изреельтен тухса кайнӑ, Иудея ҫӗрӗнчи Вирсавия хулине ҫитнӗ, хӑйӗн тарҫине, ҫамрӑк ачана, ҫавӑнта хӑварнӑ.
4
Хӑй вара кунӗпех пушхирпе утнӑ та пӗр уртӑш тӗмӗ айне пырса ларнӑ; вӑл хӑй валли вилӗм ыйтса ҫапла каланӑ: эй Туррӑмҫӑм, ҫитрӗ пулӗ, илсемччӗ ман чунӑма: эпӗ аттемсенчен мала мар, тенӗ.
5
Унтан выртнӑ та уртӑш тӗмӗ айӗнче ҫывӑрса кайнӑ. Акӑ Ангел пырса сӗртӗннӗ ӑна, каланӑ: тӑр, ҫи [те ӗҫ], тенӗ.
6
Илия куҫне уҫса пӑхнӑ та — курӑсӑн, ун пуҫӗ вӗҫӗнче пашалу выртать, пӗр кӑкшӑм шыв ларать. Вӑл ӗҫнӗ-ҫинӗ, унтан каллех ҫывӑрса кайнӑ.
7
Ҫӳлхуҫа Ангелӗ иккӗмӗш хут пынӑ, ӑна сӗртӗнсе каланӑ: тӑр, ҫи [те ӗҫ]: инҫе ҫул выртать сан умӑнта, тенӗ.
8
Илия тӑнӑ, ӗҫнӗ-ҫинӗ, унтан, ҫав апатпа вӑй илсе, хӗрӗх кун та хӗрӗх каҫ Турӑ тӑвӗ патне — Хорив патне — ҫитиччен утнӑ.
9
Унта вӑл ту хӑвӑлне кӗрсе ҫӗр каҫнӑ. Акӑ ӗнтӗ ӑна Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ, Ҫӳлхуҫа ӑна: мӗншӗн кунта эсӗ, Илия? тенӗ.
10
Илия каланӑ: эпӗ Саваоф Ҫӳлхуҫа Турӑшӑн тӑрӑшрӑм; Израиль ывӑлӗсем Санӑн халална пӑрахрӗҫ, Санӑн парне вырӑнӗсене ише-ише тӑкрӗҫ, Санӑн пророкусене хӗҫпе каса-каса тухрӗҫ; пӗр эпӗ юлтӑм, анчах ман чунӑма та пӗтересшӗн, тенӗ.
11
Турӑ каланӑ: тух та ту ҫине Ҫӳлхуҫа умне тӑр; акӑ Ҫӳлхуҫа иртсе кайӗ, Ҫӳлхуҫа умӗнчен тусене кисретекен, ту чакӑлӗсене аркатакан вирлӗ те вӑйлӑ ҫил пырӗ, анчах Ҫӳлхуҫа — ҫилре мар; ҫил хыҫҫӑн ҫӗр чӗтренӗ, анчах Ҫӳлхуҫа — ҫӗр чӗтренинче мар;
12
ҫӗр чӗтренӗ хыҫҫӑн вут-ҫулӑм тухӗ, анчах Ҫӳлхуҫа — вут-ҫулӑмра мар; вут-ҫулӑм сӳнсессӗн, лӑпкӑ ҫил вӗрӗ, [Турӑ — ҫавӑнта], тенӗ.
13
Ҫакна илтсессӗн, Илия питне юпӑнчипе хупланӑ та ту хӑвӑлӗ умне тухса тӑнӑ. Кӗҫех сасӑ илтӗннӗ, каланӑ ӑна: мӗншӗн кунта эсӗ, Илия? тенӗ.
14
Илия каланӑ: эпӗ Саваоф Ҫӳлхуҫа Турӑшӑн тӑрӑшрӑм: Израиль ывӑлӗсем Санӑн халална пӑрахрӗҫ, Санӑн парне вырӑнӗсене ише-ише тӑкрӗҫ, Санӑн пророкусене хӗҫпе каса-каса тухрӗҫ; пӗр эпӗ юлтӑм, анчах ман чунӑма та пӗтересшӗн, тенӗ.
15
Вара Турӑ ӑна каланӑ: килнӗ ҫулупа пушхир урлӑ каялла кайса Дамаска ҫит; унта Азаила Сири патши пулма ҫу сӗр,
16
Ииуя, Намесси ывӑлне, Израиль патши пулма ҫу сӗр; Елисее — Сафат ывӑлне, Авел-Мехола ҫыннине — ху вырӑнна пророк пулма ҫу сӗр;
17
Азаил хӗҫӗнчен тарса хӑтӑлнине Ииуй вӗлерӗ, Ииуй хӗҫӗнчен тарса хӑтӑлнине Елисей вӗлерӗ.
18
Ҫапах та Эпӗ израильсем хушшинче ҫичӗ пин [ар] хӑвартӑм; вӗсем пӗри те Ваала пуҫҫапман, вӗсем пӗри те ӑна чуптуман, тенӗ.
19
Илия ӗнтӗ Хорив патӗнчен кайнӑ та Елисее, Сафат ывӑлне, суха тунӑ ҫӗрте шыраса тупнӑ; Елисейӗн вуникӗ акр ҫӗр пулнӑ, вӑл шӑпах вуниккӗмӗш акрне сухаланӑ. Илия, айккинчен иртсе пыруҫӑн, ун ҫине хӑйӗн юпӑнчине ывӑтнӑ.
20
Вӑкӑрӗсене пӑрахса хӑварса, [Елисей] Илия хыҫӗнчен чупнӑ, хуса ҫитсе каланӑ: ирӗк парсамччӗ мана аттем-аннемпе сывпуллашса килме, вара сан хыҫӑнтан пырӑп, тенӗ. Илия каланӑ ӑна: кай та каялла таврӑн, эпӗ сана чарса тӑмастӑп, тенӗ.
21
Елисей кайнӑ та икӗ вӑкӑрне пуснӑ, унтан ака пуҫне ҫунтарса аш ӑшаланӑ та ӑна ҫынсене валеҫсе панӑ, лешӗсем ҫинӗ ӗнтӗ. Хӑй вӑл Илия хыҫӗнчен кайнӑ, ӑна пӑхӑнса ӗҫлесе тӑра пуҫланӑ.
← Chapter 18
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 20 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22