1 Kings 2

Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009

← Chapter 1 Chapter 3 →
35Ун вырӑнне ҫарпуҫ пулма Соломон патша Иодай ывӑлне Ванеяна лартнӑ; [патшалӑха тытса тӑрасси Иерусалимра пулса пынӑ;] Садок священника ӗнтӗ Авиафар вырӑнне [чи аслӑ священника] лартнӑ. [Ҫӳлхуҫа Соломона питех те пысӑк ӑс-хакӑлпа ӑслӑлӑх, тинӗс хӗрринчи хӑйӑр пек нумай пӗлӳ панӑ. Соломон пӗтӗм тухӑҫ ывӑлӗсенчен те, Египетри пӗтӗм ӑсчахсенчен те ӑслӑ-тӑнлӑрах пулнӑ. Соломон ӗнтӗ фараон хӗрне качча илнӗ, ӑна Давид хулине илсе килнӗ, Соломон хӑйӗн керменне, пуринчен малтан Турӑ Ҫуртне лартса пӗтериччен, Иерусалим йӗри-тавра хӳме хӳсе ҫавӑриччен ӑна ҫавӑнта пурӑнтарнӑ, ҫурт-йӗр ӗҫӗсене вӑл ҫичӗ ҫулта вӗҫленӗ. Соломонӑн йывӑр ҫӗклем йӑтакансем ҫитмӗл пин ҫын, тусем хушшинче чул касакансем сакӑрвунӑ пин ҫын пулнӑ. Соломон тинӗс туса ун чаракӗсене ларттарнӑ, пысӑк мунча туса лартнӑ, юпасем лартнӑ, картишӗнче ҫӑл кӑларттарнӑ, пӑхӑр тинӗс тутарнӑ, тӗреклӗлетсе кермен тунӑ, Давид хулине ҫирӗплетнӗ. Фараон хӗрӗ ӗнтӗ Давид хулинчен патша ун ятне лартнӑ кермене куҫнӑ; ҫавӑн чухне Соломон хула йӗри-тавра хӳме ҫавӑрнӑ. Ҫӳлхуҫана парне кӳрсе тӑма парне вырӑнӗ тунӑ, ун ҫинче Соломон ҫулталӑкра виҫӗ хутчен парне — пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнесемпе канӑҫлӑх парнисем — кӳнӗ, ҫавӑнтах Ҫӳлхуҫа умӗнче ырӑ шӑршӑллӑ тӗтӗм тӗтӗрнӗ, ӗнтӗ Ҫурта туса пӗтернӗ. Соломон пуҫарнӑ ӗҫсене астуса тӑма лартнӑ тӗп пуҫлӑхсем виҫӗ пин те ултҫӗрӗн пулнӑ, вӗсем ӗҫ ӗҫлекен халӑха йӗркере тытса тӑнӑ. Соломон ҫапла Ассур, Магдон, Газер, Тури Вефорон тата Валалаф хулисене туса лартнӑ; анчах ку хуласене вӑл Ҫӳлхуҫа Ҫуртне туса лартнӑ хыҫҫӑн, Иерусалим йӗри-тавра хӳме хӳсе ҫавӑрнӑ хыҫҫӑн тунӑ. Тата хӑй чӗрӗ чухне Давид Соломона ҫапла хушса хӑварнӑ: акӑ санӑн Семей — Бахуримри Иемени ывӑлӗн Геран ывӑлӗ — пур; эпӗ Маханаим хулине кайнӑ чухне вӑл мана питӗ усал сӑмахсемпе хӑртнӑччӗ; анчах вӑл Иордан патӗнче мана хирӗҫ тухса кӗтсе илчӗ те, эпӗ вара ӑна Ҫӳлхуҫана асӑнса: «сана вӗлермӗп» тесе тупа тунӑччӗ; эсӗ ӑна хаса памасӑр ан хӑвар: эсӗ ӑслӑ ҫын, ҫавӑнпа, унӑн ватӑлса шуралнӑ пуҫне тамӑка юн ӑшӗнче ӑсатас тесессӗн, ӑна мӗн тумаллине хӑвах пӗлетӗн, тенӗ.]
← Chapter 1 Chapter 3 →