bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
1 Kings 5
1 Kings 5
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 4
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 6 →
1
Соломона ашшӗ вырӑнне патшана лартса ҫу сӗрни ҫинчен илтсессӗн, Тир патши Хирам ун патне хӑйӗн тарҫисене янӑ: Хирам ӗмӗр тӑршшӗпех Давидпа туслӑ пулнӑ.
2
Соломон, Хирама ҫапла калама хушса, ҫав элчӗсене каялла янӑ:
3
эсӗ пӗлетӗн ӗнтӗ: манӑн Давид аттем, таврари халӑхсемпе вӑрҫӑ вӑрҫнине пула, Ҫӳлхуҫа вӗсене унӑн ури айне туса парӑнтаричченех хӑйӗн Ҫӳлхуҫа Турри ячӗпе Ҫурт туса лартаймарӗ;
4
халӗ вара мана Ҫӳлхуҫа Туррӑм лӑпкӑ пурӑнӑҫ пачӗ: йӗри-тавра нихӑҫта та хирӗҫ тӑракан ҫук, урӑх чӑрмав ҫук;
5
халӗ эпӗ Давид аттеме Ҫӳлхуҫа мӗн каланине: «Эпӗ санӑн аслӑ пукану ҫине лартас ывӑлу Ман ятӑмпа Ҫурт тӑвӗ» тесе каланине, тума шухӑшлатӑп, Ҫӳлхуҫа Туррӑм ячӗпе Ҫурт лартас тетӗп;
6
ҫавӑнпа та ман валли Ливанран кедр касса кӑларма хушсамччӗ; ман чурамсем сан чурусемпе пӗрле пулӗҫ, эпӗ сана чурусемшӗн ху мӗнле каланӑ чухлӗ тӳлесе тӑрӑп; эсӗ пӗлетӗн: пирӗн Сидон ҫыннисем пек лайӑх каскалакансем ҫук, тенӗ Соломон.
7
Соломон сӑмахӗсене илтсессӗн, Хирам питӗ савӑнса кайнӑ та каланӑ: Давида ҫав йышлӑ халӑха тытса тӑма ӑслӑ ывӑл панӑ Ҫӳлхуҫа мухтавлӑ пултӑр! тенӗ.
8
Хирам вара Соломон патне ҫапла калама ҫынсем янӑ: эсӗ ман патӑма мӗн калама янине эпӗ тӑнласа итлерӗм, кедр йывӑҫҫисемпе кипарис йывӑҫҫисем тӗлӗшӗнчен ху мӗн кӑмӑл тунине пӗтӗмпех тӑвӑп;
9
ман чурасем ӑна Ливанран тинӗс хӗррине турттарса анӗҫ, эпӗ ӑна сулӑсем ҫине тиесе тинӗспе эсӗ кӑтартнӑ вырӑна илсе ҫитерӗп, ҫавӑнта пушатса купалӑп, эсӗ ҫавӑнтан илсе кайӑн; анчах хӑв та тивӗҫтерсем ман кӑмӑла: ман килӗм валли тырӑ кӳрсе тӑмалла ту, тенӗ.
10
Хирам ӗнтӗ Соломона, ун кӑмӑлне ҫырлахтарса, ҫителӗклех кедр йывӑҫҫипе кипарис йывӑҫӗ парса тӑнӑ.
11
Соломон вара Хирам килне апат-ҫимӗҫ валли ҫирӗм пин кор тулӑ, ҫирӗм кор чи паха йывӑҫ ҫӑвӗ панӑ: Соломон Хирама ҫулсерен ҫавӑн чухлӗ парса тӑнӑ.
12
Хӑй каланӑ пек, Ҫӳлхуҫа Соломона ӑслӑлӑх панӑ. Хирампа Соломон пӗр-пӗринпе ҫураҫуллӑ пурӑннӑ, вӗсем вара хӑйсем хушшинче килӗшӳ тунӑ.
13
Соломон пӗтӗм Израиле черетпе ӗҫлеттерме хушнӑ; вӑтӑр пин ҫыннӑн ӗҫлемелле пулнӑ.
14
Вӗсене Ливана вуншар пин ҫыннӑн, ылмаштарса, уйӑхлӑха ярса тӑнӑ; пӗр уйӑх вӗсем Ливанра пулнӑ, икӗ уйӑх хӑйсен килӗнче пурӑннӑ. Адонирам вӗсене пуҫлӑх пулса тытса тӑнӑ.
15
Тата Соломонӑн йывӑр йӑтаканӗсем ҫитмӗл пин ҫын, ту хушшинче чул касаканӗсем сакӑрвунӑ пин ҫын пулнӑ.
16
Кунсӑр пуҫне тата унта ӗҫ тӑвакан халӑха астуса тӑма лартнӑ виҫӗ пин те виҫҫӗр пуҫлӑх пулнӑ.
17
Патша Ҫурт никӗсӗ валли пысӑк чулсем, хаклӑ чулсем, чутласа янтӑланӑ чулсем турттарса тӑма хушнӑ.
18
Вӗсене Соломон ӗҫлевҫисемпе Хирам ӗҫлевҫисем тата Гивал хули ҫыннисем чутла-чутла якатнӑ, Ҫурт лартма ҫапла [виҫӗ ҫул] йывӑҫпа чул хатӗрленӗ.
← Chapter 4
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 6 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
Recommended Reading
Commentary
1 Kings Commentaries
→
Devotional
1 Kings Devotional Guide
→
Get This Bible
CHB Study Bible
→