bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
1 Kings 10
1 Kings 10
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 9
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 11 →
1
Савея ҫӗрӗн майра патши, Соломон ҫинчен, Ҫӳлхуҫа ӑна мӗнле чапа кӑларни ҫинчен илтсе, ӑна тупмалли юмахсемпе сӑнаса пӑхма килнӗ.
2
Иерусалим хулине вӑл питӗ пысӑк пуянлӑхпа ҫитнӗ: тӗвесем ҫине ырӑ шӑршӑлӑх, темӗн чухлӗ ылтӑнпа хаклӑ йышши чул тиенӗ пулнӑ; ҫапла вӑл Соломон патне ҫитнӗ те унпа хӑй чӗрине мӗн канӑҫ паманни ҫинчен пурин ҫинчен те калаҫнӑ.
3
Соломон унӑн пур ыйтӑвне те хуравланӑ, патша хуравлама пултарайманни нимӗн те тупӑнман.
4
Савея ҫӗрӗн майра патши Соломонӑн пӗтӗм ӑслӑлӑхне курнӑ, вӑл туса лартнӑ Ҫурта,
5
ун сӗтелӗ ҫинчи ӗҫме-ҫимене, ун чурисем пурӑнакан ҫуртсене, ун кӗрнеклӗ тарҫисене, вӗсен ҫипуҫне, патшана эрех парса тӑраканӗсене курса тӗлӗннӗ, вӑл Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесем кӳнине курнӑ. Вара, урӑх чӑтса тӑма хал ҫитереймесӗр,
6
патшана ҫапла каланӑ: эпӗ хамӑн ҫӗрӗмре сан ӗҫӳсемпе сан ӑслӑлӑху ҫинчен мӗн илтнийӗ тӗрӗсех иккен, тенӗ,
7
анчах эпӗ хам килсе хам куҫӑмпа куриччен сӑмахпа каланине ӗненменччӗ; халӗ пӑхатӑп та — сӑмах вӗҫҫӗн мана ҫуррине те каламан: ӑслӑлӑхупа пуянлӑху санӑн эпӗ илтнинчен пысӑкрах-мӗн.
8
Телейлӗ санӑн ҫыннусем, телейлӗ ялан сан умӑнта тӑракан, сан ӑслӑлӑхна илтекен тарҫусем!
9
Сана Израилӗн аслӑ пуканӗ ҫине лартма кӑмӑл тунӑ Ҫӳлхуҫа Турру мухтавлӑ пултӑр! Израиле ӗмӗр юратнӑран Ҫӳлхуҫа сана тӳрӗ сут тума, тӗрӗссине тума патшана лартнӑ, тенӗ.
10
Вара вӑл патшана ҫӗр ҫирӗм талант ылтӑн, темӗн чухлӗ ырӑ шӑршӑлӑх, хаклӑ йышши чул парнеленӗ; Соломон патшана унччен нихӑҫан та Савея ҫӗрӗн майра патши парнеленӗ чухлӗ ырӑ шӑршӑлӑх парнелемен пулнӑ.
11
Офиртан ылтӑн кӳрсе тӑракан Хирам карапӗ те темӗн чухлӗ хӗрлӗ йывӑҫпа хаклӑ йышши чул илсе килнӗ.
12
Соломон ҫав хӗрлӗ йывӑҫран Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗпе патша керменӗ валли — карлӑксем, юрӑҫсем валли кӗслесемпе псалтирьсем тутарнӑ. Халиччен унта нихӑҫан та ҫавӑн чухлӗ хӗрлӗ йывӑҫ пулман, курман япала пулнӑ вӑл.
13
Соломон патша, хӑй кӑмӑлӗпе парнеленисӗр пуҫне, Савея ҫӗрӗн майра патшине лешӗ мӗн кӑмӑлланине, мӗн ыйтнине пӗтӗмпех панӑ; вӑл ӑна хӑй патшана парнеленинчен те ытларах парнеленӗ. Майра патша вара пӗтӗм тарҫи-тӗрҫипе пӗрле каялла хӑйӗн ҫӗрне тухса кайнӑ.
14
Соломон аллине ҫулсерен ултҫӗр утмӑл ултӑ талант ылтӑн килсе тӑнӑ.
15
Суту-илӳ карапӗсем парса тӑнӑ ылтӑнсӑр пуҫне Соломон тата тавар салатса ҫӳрекенсенчен, купсасен суту-илӗвӗнчен, Арави патшисенчен тата тӗрлӗ вырӑнти ҫӗр пуҫлӑхӗсенчен те ылтӑн илсе тӑнӑ.
16
Туптанӑ ылтӑнран Соломон патша икҫӗр пысӑк хулкан тутарнӑ, кашни хулканне тума ултҫӗршер сикль ылтӑн кайнӑ;
17
тата туптанӑ ылтӑнранах виҫҫӗр пӗчӗк хулкан тутарнӑ, кашни хулканне виҫшер мина ылтӑн кайнӑ; патша вӗсене кедртан тунӑ зал ӑшчиккине тӑратса тухнӑ.
18
Тата вӑл сӑлан шӑмминчен пысӑк кӑна патша пуканӗ тутарнӑ, ӑна таса ылтӑнпа сӑрнӑ;
19
патша пуканӗ патне улӑхма ултӑ картлашка пулнӑ; патша пуканӗн тӑрри хыҫал енче ҫавра пулнӑ, ларкӑчӑн икӗ енӗнче чавса пускӑчӗсем пулнӑ, вӗсемпе юнашар икӗ арӑслан кӗлетки тӑнӑ;
20
тата унта ултӑ картлашка ҫинче, икӗ енче те, вуникӗ арӑслан тӑнӑ. Ҫакӑн пекки нихӑш патшалӑхра та пулман.
21
Соломон патшанӑн ӗҫмелли савӑчӗсем пурте ылтӑн пулнӑ, ҫавӑн пекех «Ливан вӑрманӗ» теекен керменри мӗнпур савӑт-сапа та таса ылтӑнран пулнӑ; кӗмӗлтен туни нимӗн те пулман, мӗншӗн тесессӗн Соломон вӑхӑтӗнче кӗмӗл ниме те тӑман;
22
патшанӑн тинӗсре, Хирам карапӗпе пӗрле, Фарсис карапӗ пулнӑ; вӑл виҫӗ ҫулта пӗрре ылтӑнпа кӗмӗл, сӑлан шӑмми тата упӑтесемпе турткӑшсем кӳрсе тӑнӑ.
23
Пуянлӑхӗпе, ӑслӑлӑхӗпе Соломон патша ҫӗр ҫинчи пур патшаран та малта тӑнӑ.
24
Унӑн чӗрине Турӑ хывнӑ ӑслӑлӑха итлесе пӑхасчӗ тесе ҫӗр ҫинчи пур [патша та] Соломонпа курнӑҫма май шыранӑ.
25
Ҫапла вӗсем ӑна ҫулсеренех, кашнийӗ хӑй енчен, кӗмӗл савӑтсемпе ылтӑн савӑтсем, тумтирпе кӑрал, ырӑ шӑршӑлӑх, урхамахсемпе ашакла лашасем парнеле-парнеле панӑ.
26
Соломон урапаллӑ ҫарпа утлӑ ҫар пухса ҫитернӗ; унӑн пин те тӑватҫӗр ҫар урапи, вуникӗ пин юланут лаша пулнӑ; вӗсене вӑл ҫар ураписен хулисем тӑрӑх вырӑнаҫтарса тухнӑ, Иерусалимра патша ҫумӗнче те тытнӑ. [Тата вӑл Евфрат юханшывӗнчен пуҫласа Филисти ҫӗрӗпе Египет чикки таран пур тинӗс ҫинче те хуҫа пулса тӑнӑ.]
27
Ҫавӑн чухне патша Иерусалимра кӗмӗле ахаль чулпа пӗр хака ӳкернӗ, кедр йывӑҫне вара, питех те нумаййине кура, айлӑмсенче ӳсекен сикомора йывӑҫӗпе пӗр хака хӑварнӑ.
28
Урхамахсене Соломон патша валли Египетран тата Куваран кӳрсе тӑнӑ; патша купсисем вӗсене Куваран укҫалла туянса иле-иле килнӗ.
29
Ҫар урапине ултҫӗр сикль кӗмӗлле, лашине ҫӗр аллӑпа Египетра туянса кӳрсе тӑнӑ. Ҫав йӗркепех вӗсем ҫакна пӗтӗмпе хет патшисене, Арамея патшисене хӑйсем леҫсе тӑнӑ.
← Chapter 9
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 11 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22