bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
1 Kings 6
1 Kings 6
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 5
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 7 →
1
Израиль ывӑлӗсем Египет ҫӗрӗнчен тухнӑранпа тӑватҫӗр сакӑрвуннӑмӗш ҫулхине, Соломон Израиль патшалӑхне тытса тӑра пуҫланӑранпа тӑваттӑмӗш ҫулхине иккӗмӗш уйӑхра, зиф уйӑхӗнче, Соломон Ҫӳлхуҫа Ҫуртне тума пуҫланӑ.
2
Соломон Ҫӳлхуҫа валли лартнӑ Ҫуртӑн тӑршшӗ утмӑл чике, сарлакӑшӗ ҫирӗм икӗ, ҫӳллӗшӗ вӑтӑр икӗ чике пулнӑ,
3
Ҫурт умӗнчи пӑлтӑрӑн тӑршшӗ Ҫурт сарлакӑш пек ҫирӗм чике пулнӑ, сарлакӑшӗ вунӑ чике пулнӑ.
4
Ҫурт чӳречисене Соломон решеткеллӗ тунӑ, анисене вашӑк кӑларса хупӑр чӳречесем тунӑ.
5
Ҫурт стенисем ҫумне, Ҫуртпа Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗм йӗри-тавра, хушма хуралтӑ тӗксе тунӑ; тата йӗри-тавраллах «айккинчи пӳлӗмсем» тенӗ пӳлӗмсен ӗречӗ ҫавӑрса тухнӑ.
6
Тӗксе тунӑ хушма хуралтӑн аялти хучӗ хӑйӗн сарлакӑшӗпе пилӗк чике, варринчи — ултӑ чике, виҫҫӗмӗш хучӗ вара ҫичӗ чике сарлакӑш пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн, хушма хуралтӑ Ҫурт стенисене перӗнсе тӑмаллах ан пултӑр тесе, Ҫурт тавралла тул енчен картлаҫсем тунӑ.
7
Ҫурт лартнӑ ӗҫе чутласа янтӑланӑ чул ярса тӑнӑ; Ҫурт лартнӑ чухне унта ҫапкӑч, чусла е ытти нимӗнле тимӗр сӑпрай сасси те илтӗнмен.
8
Варринчи хута кӗмелли алӑк Ҫуртӑн сылтӑм енче пулнӑ. Пӑрӑмлӑ пусма тӑрӑх варринчи хута, варринчи хутран вара виҫҫӗмӗшне кӗрсе ҫӳренӗ.
9
Ҫапла Соломон Ҫурт лартнӑ, туса пӗтернӗ ӑна, ҫиелтен Ҫурта кедр хӑмипе сӑртарнӑ.
10
Пӗтӗм Ҫурт ҫумне пилӗк чике ҫӳллӗш айккинчи пӳлӗмсем туса тухнӑ; вӗсене, кедр пӗренисемпе усӑ курса, Ҫуртпа сыпӑнтарнӑ.
11
Соломона ӗнтӗ Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ, ӑна ҫапла каланӑ:
12
акӑ эсӗ Ҫурт лартатӑн; эхер те эсӗ, Эпӗ кӑтартса панӑ йӗркесемпе Манӑн ӳкӗтсене пурне те тытса тӑрса, Эпӗ хунӑ йӗркесене пӑхӑнса пурӑнсассӑн, Эпӗ Давид аҫуна каланӑ сӑмахӑма сан тӗлӗшрен вырӑна килтерӗп,
13
Израиль ывӑлӗсем хушшинче пурӑнӑп, Хамӑн Израиль халӑхне пӑрахмӑп, тенӗ.
14
Ҫапла ӗнтӗ Соломон Ҫурт лартнӑ, туса пӗтернӗ ӑна.
15
Ҫурт стенисене шалтан кедр хӑмапа сӑрнӑ; Ҫурта шалтан урайӗнчен пуҫласа маччана ҫитиччен йывӑҫпа сӑрнӑ, урайне кипарис хӑми сарса тухнӑ.
16
Ҫуртӑн хыҫал енче, хӗрринчен ҫирӗм чикере, стена хӑпартнӑ, стенасемпе маччана кедр хӑмисемпе сӑрнӑ, ҫапла тунӑ пӳлӗме Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗм тенӗ.
17
Ҫуртӑн малти пайӗ хӗрӗх чике тӑршшӗ пулнӑ.
18
Ҫурт ӑшчиккине сӑрнӑ кедр хӑмасене йӑлтах хӑяр, ҫурӑлакан ҫеҫке ӗренкисем каса-каса кӑларса эрешленӗ; чул пачах та курӑнман, пурне те кедр витсе тӑнӑ.
19
Ҫуртри Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗме Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчине лартма тунӑ.
20
Ҫав пӳлӗмӗн вӑрӑмӑшӗ ҫирӗм чике, сарлакӑшӗ ҫирӗм чике, ҫӳллӗшӗ ҫирӗм чике пулнӑ; ӑна таса ылтӑнпа сӑрнӑ; парне вырӑнне вара кедр хӑмапа сӑрнӑ.
21
Соломон Ҫурта та шалтан таса ылтӑнпа сӑрнӑ, Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗм умне ылтӑн сӑнчӑрсем ҫактарнӑ, Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗме те ылтӑнпа сӑрнӑ.
22
Пӗтӗм Ҫурта ылтӑнпа сӑрнӑ, пӗтӗм Ҫурта йӑлтах, Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗм умӗнчи парне вырӑнне те пӗтӗмпе ылтӑнпа сӑрнӑ.
23
Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗме ҫу йывӑҫҫинчен вунӑ чике ҫӳллӗш икӗ херувим туса лартнӑ.
24
Херувимӑн пӗр ҫуначӗ пилӗк чике тӑршшӗ, тепӗр ҫуначӗ те пилӗк чике тӑршшӗ пулнӑ; пӗр ҫуначӗ вӗҫӗпе тепӗр ҫуначӗ вӗҫӗ хушши вунӑ чике пулнӑ.
25
Тепӗр херувимӗ те вунӑ чике ҫӳллӗш пулнӑ; икӗ херувимӗ те пӗрешкел виҫеллӗ, пӗрешкел евӗрлӗ пулнӑ.
26
Пӗр херувимӗн ҫӳллӗшӗ вунӑ чике, тепӗр херувимӗн те ҫавӑн пекех пулнӑ.
27
Херувимсене Соломон Ҫуртӑн шалти пайӗн варрине лартнӑ. Херувимсем ҫуначӗсене ҫӳлелле сарса тӑнӑ, пӗрин ҫуначӗ Ҫуртӑн пӗр енне, тепӗр херувимӗн ҫуначӗ тепӗр енне перӗнсе тӑнӑ; иккӗмӗш ҫуначӗсем вӗсен Ҫурт варринче ҫунатпа ҫунат сӗртӗнсе тӑнӑ.
28
Херувимсене Соломон ылтӑнпа сӑрнӑ.
29
Ҫуртӑн пӗтӗм стени ҫине, икӗ пӳлӗмӗн стенисем ҫине те йӗри-таврах херувимсемпе пальма йывӑҫҫисем, ҫурӑлакан ҫеҫкесем каса-каса ӳкернӗ.
30
Ҫурт урайне, шалти тата малти уйрӑмсен урайне, ылтӑнпа сӑрнӑ.
31
Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗме кӗме ҫу йывӑҫҫинчен алӑк тутарнӑ, сулисем унӑн пилӗк кӗтеслӗ пулнӑ.
32
Ҫу йывӑҫҫинчен тунӑ алӑкӑн икӗ хупӑлчи ҫине те херувимсемпе пальма йывӑҫҫисем, ҫурӑлакан чечексем каса-каса ӳкернӗ те ылтӑнпа сӑрнӑ; херувимсене те, пальмӑсене те ылтӑнпа витнӗ.
33
Ҫурта кӗнӗ ҫӗрти алӑк суллисене ҫу йывӑҫҫинчен, тӑватӑ кӗтеслӗ тунӑ,
34
кипарис йывӑҫҫинчен тата икӗ алӑк тунӑ; пӗр алӑкӗн икӗ хупӑлчи енчен енне шутарнипе уҫӑлса хупӑннӑ, тепӗр алӑкӗн икӗ хупӑлчи те енчен енне шутарнипе уҫӑлса хупӑннӑ.
35
Вӗсем ҫине херувимсемпе пальма йывӑҫҫисем, ҫурӑлакан чечексем каса-каса ӳкернӗ.
36
Виҫӗ ӗрет чутласа янтӑланӑ чул сарса, пӗр ӗрет кедр пӑрӑсӗ сарса шалти картиш тунӑ.
37
Тӑваттӑмӗш ҫулхине, зиф уйӑхӗнче, [иккӗмӗш уйӑхра,] Соломон ӗнтӗ Турӑ Ҫурчӗн никӗсне хывнӑ,
38
вуннӑмӗш ҫулхине вара, бул уйӑхӗнче, — ку уйӑх саккӑрмӗш, — вӑл ӑна мӗнпур хатӗрӗ-хӗтӗрӗпе пӗрле, Ҫурчӗ мӗнле пулмаллине малтан пӗтӗмпе палӑртса хунӑ пек туса пӗтернӗ; ҫичӗ ҫул тунӑ ӑна.
← Chapter 5
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 7 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
Recommended Reading
Commentary
1 Kings Commentaries
→
Devotional
1 Kings Devotional Guide
→
Get This Bible
CHB Study Bible
→