bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
1 Kings 13
1 Kings 13
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 12
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 14 →
1
Акӑ ӗнтӗ Иеровоам тӗтӗркӗчпе тӗтӗрес тесе парне вырӑнӗ умӗнче тӑнӑ вӑхӑтра Вефиле, Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ тӑрӑх, Иудейӑран Турӑ ҫынни ҫитнӗ.
2
Турӑ ҫыннине Ҫӳлхуҫа парне вырӑнӗ умӗнче ҫапла калама хушнӑ: эй парне вырӑнӗ, парне вырӑнӗ! Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: акӑ Давид килӗнче ача ҫуралӗ, ячӗ унӑн Иосия пулӗ, вӑл сан умӑнта тӗтӗркӗчпе тӗтӗрекен тӳпем вырӑнсен священникӗсене сан ҫинчех парнене кӳрӗ, сан ҫинче этем шӑмми-шакки ҫунтарса ярӗ, тет Турӑ, тенӗ.
3
Турӑ ҫынни тата каланӑ: ҫакна Ҫӳлхуҫа каланине эсир ҫакӑ хӑват паллинчен пӗлетӗр: ку парне вырӑнӗ ишӗлсе анӗ, ун ҫинчи кӗл ҫӗре сапаланӗ, тенӗ.
4
Турӑ ҫынни Вефильти парне вырӑнӗ ҫинчен ҫапла каланине илтсессӗн, Иеровоам патша парне вырӑнӗ патӗнчен: тытӑр ӑна, тесе аллине тӑснӑ. Турӑ ҫынни ҫинелле тӑснӑ алли унӑн ҫавӑнтах хытса ларнӑ, вӑл ӑна хуҫлатма та пултарайман.
5
Турӑ ҫынни урлӑ Ҫӳлхуҫа пӗлтернӗ хӑват палли чӑна килнӗ: парне вырӑнӗ ишӗлсе аннӑ, ун ҫинчи кӗл ҫӗре сапаланнӑ.
6
[Иеровоам] патша Турӑ ҫыннине каланӑ: Ҫӳлхуҫа Туррун кӑмӑлне ҫавӑрсам, кӗлтусам маншӑн: аллӑм хам еннелле хуҫлантӑрччӗ, тенӗ. Турӑ ҫынни Ҫӳлхуҫа кӑмӑлне ҫавӑрнӑ, патша алли, хуҫланса, малтанхи пекех пулса тӑнӑ.
7
Патша вара Турӑ ҫыннине каланӑ: кӗр ман патӑма, апат туса вӑй илӗн, эпӗ сана парне парӑп, тенӗ.
8
Анчах Турӑ ҫынни каланӑ патшана: эсӗ мана ҫуртун ҫуррине парас пулсассӑн та, эпӗ санпа каймастӑп, ҫак вырӑнта ҫӑкӑр та ҫиместӗп, шыв та ӗҫместӗп,
9
мӗншӗн тесессӗн мана Ҫӳлхуҫа: «унта ҫӑкӑр та ан ҫи, шыв та ан ӗҫ, ху кайнӑ ҫулпа та ан таврӑн» тесе хушнӑ, тенӗ.
10
Вара вӑл урӑх ҫулпа кайнӑ, каялла Вефиле килнӗ ҫулпа кайман.
11
Вефиль хулинче пӗр ватӑ пророк пурӑннӑ. Ывӑлӗ ун патне пынӑ та Турӑ ҫынни паян Вефильте мӗн туни ҫинчен пӗтӗмпех каласа кӑтартнӑ; ывӑлӗсем ашшӗне Турӑ ҫынни патшана мӗн-мӗн каланине те каласа панӑ.
12
Ашшӗ вӗсенчен: мӗнле ҫулпа кайрӗ вӑл? тесе ыйтнӑ. Ывӑлӗсем Иудейӑран килнӗ Турӑ ҫынни мӗнле ҫулпа кайнине кӑтартнӑ.
13
Ашшӗ ӗнтӗ ывӑлӗсене каланӑ: мана ашак йӗнерлесе парӑр-ха, тенӗ. Ӑна ашак йӗнерлесе панӑ, вӑл ӑна утланнӑ та
14
Турӑ ҫынни хыҫҫӑн кайнӑ, ӑна тупнӑ чухне лешӗ юман айӗнче ларнӑ, вӑл ӑна: Иудейӑран килнӗ Турӑ ҫынни эсӗ-и? тенӗ. Лешӗ: эпӗ, тенӗ.
15
Пророк ӑна каланӑ: ман патӑма, ман килӗме кӗрсем, апат ҫисе тух, тенӗ.
16
Лешӗ каланӑ: эпӗ санпа пӗрле таврӑнса сан патна кӗме пултараймастӑп; ҫак вырӑнта сан патӑнта ҫӑкӑр та ҫимӗп, шыв та ӗҫмӗп,
17
мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа мана: «унта ҫӑкӑр та ан ҫи, шыв та ан ӗҫ, ху кайнӑ ҫулпа та ан таврӑн» терӗ, тенӗ.
18
Вефильти пророк ӑна каланӑ: эпӗ те сан пек пророках, ҫавӑнпа Ангел мана Ҫӳлхуҫа сӑмахӗпе: «ӑна хӑвӑн килне илсе кил; вӑл ҫӑкӑр ҫитӗр, тӑраниччен шыв ӗҫтӗр» тесе каларӗ, тенӗ. Вӑл суйнӑ ӑна.
19
Лешӗ вара унпа пӗрле таврӑннӑ, ун килӗнче апат та ҫинӗ, тӑраничченех шыв та ӗҫнӗ.
20
Вӗсем сӗтел хушшинче ларнӑ чухнех Турӑ ҫыннине каялла тавӑрнӑ пророка Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ.
21
Вара пророк Иудейӑран килнӗ Турӑ ҫыннине каланӑ: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Ҫӳлхуҫа каланине итлеменшӗн, Ҫӳлхуҫа Турру хӑвна мӗн хушнине уяманшӑн,
22
Вӑл хӑвна: «унта ҫӑкӑр та ан ҫи, шыв та ан ӗҫ» тенӗ вырӑна таврӑнса ҫӑкӑр ҫинӗшӗн, шыв ӗҫнӗшӗн санӑн ӳтӳ хӑвӑн аҫусен тупӑклӑхне кӗреймӗ, тет, тенӗ.
23
Иудейӑран килнӗ Турӑ ҫынни апат ҫинӗ, тӑраниччен шыв ӗҫнӗ хыҫҫӑн Вефильти пророк ун валли ашак йӗнерленӗ.
24
Тухса кайнӑ лешӗ. Ҫул ҫинче ӑна арӑслан тӗл пулнӑ та — вӗлернӗ. Ӗнтӗ ӳчӗ ҫул ҫинче выртнӑ; ашакӗ ун ҫумӗнче тӑнӑ, арӑслан та ун ӳчӗ патӗнчех тӑнӑ.
25
Акӑ ӗнтӗ иртсе пыран ҫынсем ҫул ҫинче выртакан вилепе ун патӗнче тӑракан арӑслана курнӑ, вара ватӑ пророк пурӑнакан хулана кайса каласа кӑтартнӑ.
26
Ҫакна илтсе ӑна ҫул ҫинчен каялла тавӑрнӑ пророк каланӑ: ку вӑл — Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлемен Турӑ ҫынни; Ҫӳлхуҫа арӑслан янӑ та, арӑсланӗ тапӑннӑ та ҫурса пӑрахнӑ ӑна. Ҫӳлхуҫа сӑмахӗпе пулчӗ ку, тенӗ.
27
Унтан ывӑлӗсене каланӑ: ашак йӗнерлесе парӑр мана, тенӗ. Лешӗсем йӗнерлесе панӑ.
28
Вӑл тухса кайнӑ та Турӑ ҫыннин ҫул ҫинче выртакан ӳтне тупнӑ; ашакпа арӑслан виле ҫумӗнче тӑнӑ; арӑслан вилене тӗкӗнмен, ашака та тапӑнман.
29
Пророк Турӑ ҫыннин ӳтне ашак ҫине ҫӗклесе хунӑ, вара каялла илсе кайнӑ. Уншӑн хӳхлеме, ӑна пытарма ватӑ пророк хӑйӗн хулине кайнӑ.
30
Унӑн ӳтне вӑл хӑйӗн тупӑклӑхне хунӑ, уншӑн хурланса йӗнӗ: мӗн тӑвӑн, тӑванӑм! тенӗ.
31
Ӑна пытарнӑ хыҫҫӑн вӑл ывӑлӗсене каланӑ: эпӗ вилсессӗн, мана Турӑ ҫыннине пытарнӑ тупӑклӑха пытарӑр; манӑн шӑммӑмсене унӑн шӑммисем ҫумне хурӑр:
32
унӑн Ҫӳлхуҫа хушнипе каланӑ сӑмахӗ — Вефильти парне вырӑнӗ ҫинчен, сӑрт-ту тӳпемӗсенче, Самари хулисенче йӗрӗхсене пуҫҫапма лартнӑ ҫуртсем ҫинчен калани — ҫитетех, тенӗ.
33
Ҫак ӗҫ пулса иртнӗ хыҫҫӑн та Иеровоам хӑйӗн усал ҫулӗнчен пӑрӑнман, халӑх хушшинчен тӳпем вырӑнсен священникӗсене лартсах тӑнӑ; камӑн кӑмӑл пур, ҫавна священника кӗртнӗ вӑл, вара лешӗ тӳпем вырӑнсен священникӗ пулса тӑнӑ.
34
Ҫакӑ Иеровоам килне ҫылӑх патне, пӗтесси патне, хӑйне ҫӗр пичӗ ҫинчен пӗтерсе пӑрахасси патне илсе ҫитернӗ.
← Chapter 12
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 14 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22