bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
1 Kings 7
1 Kings 7
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 6
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 8 →
1
Хӑйӗн керменне вара Соломон вунвиҫӗ ҫул хушши тунӑ, ҫав хушӑра пӗтӗм керменне туса ҫитернӗ.
2
Ҫав керменре Ливанра ӳсекен кедр йывӑҫҫинчен тунӑ зал пулнӑ, унӑн тӑршшӗ ҫӗр чике, сарлакӑшӗ аллӑ чике, ҫӳллӗшӗ вӑтӑр чике пулнӑ. Унта виҫӗ ӗрет кедр юпа ларнӑ, кашни ӗретӗнче вунпилӗк юпа пулнӑ, вӗсем ҫине кедр пӑрӑссем хунӑ; маччине те кедртанах тунӑ.
4
Кашни стени ҫинче виҫӗ ӗрет чӳрече пулнӑ.
5
Алӑкӗсемпе чӳречисем тӳрӗ кӗтеслӗ пулнӑ, стенисем ҫинчи чӳречисем тӗлме-тӗл пулнӑ, виҫӗ ӗречӗ те — ҫавӑн пек.
6
Колоннӑллӑ залӑн тӑршшӗ аллӑ чике, сарлакӑшӗ вӑтӑр чике пулнӑ; ҫав юпасем зал тӑррине тытса тӑнӑ.
7
Тата патша пуканӗ ларакан зал пулнӑ, ӑна Тӳрӗ сут залӗ тенӗ — Соломон тавӑҫсене ҫавӑнта татса панӑ; ӑна урайӗнчен пуҫласа маччине ҫитиччен кедр сӑрнӑ;
8
Соломонӑн хӑй пурӑнакан керменӗ тепӗр картишӗнче, Тӳрӗ сут залӗ хыҫӗнче пулнӑ, ӑна та ҫавӑн пекех капӑрлатнӑ. Хӑй качча илнӗ фараон хӗрӗ валли те Соломон ҫавӑн евӗрлӗ кермен лартса панӑ.
9
Ҫакна пурне те шал енчен те, тул енчен те, никӗсрен пуҫласа ҫӳл хысаксем таранах, тул енчен вара аслӑ картишне ҫитичченех, виҫеллӗ чутланӑ, пӑчӑкӑпа касса янтӑланӑ хаклӑ чулран тунӑ пулнӑ.
10
Никӗсе хаклӑ чулсем, вунӑ чике хулӑнӑш, сакӑр чике хулӑнӑш пысӑк чулсем янӑ,
11
ҫиелтен те ҫав виҫепех касса янтӑланӑ хаклӑ чулсем тата кедр пӑрӑссем хунӑ.
12
Аслӑ картише йӗри-тавра виҫӗ ӗрет чул хӳмепе, тепӗр ӗрет йывӑҫ хӳмепе карталаса ҫавӑрнӑ — вӗсене чутласа янтӑланӑ чултан, кедр пӗренерен хӳнӗ пулнӑ; Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн шалти картишне те, Ҫурт пӑлтӑрне те ҫавӑн пекех карталанӑ.
13
Соломон патша Тир хулинчен Хирама — пӗр тӑлӑх арӑм ывӑлне,
14
Неффалим йӑхӗнчен тухнӑскере — чӗнтерсе килтернӗ. Унӑн ашшӗ, Тир хули ҫынни, пӑхӑрҫӑ пулнӑ; ҫавӑнпа унӑн пӑхӑртан тӗрлӗрен япала ӑсталас пултарулӑх, ӑсталӑх, пӗлӳ пулнӑ. Ҫапла вӑл Соломон патша патне килнӗ те ун патӗнче тӗрлӗрен ӗҫ туса тӑра пуҫланӑ:
15
ҫапла вӑл вунсакӑршар чике ҫӳллӗш икӗ пӑхӑр юпа тунӑ, икӗ юпине те йӗри-тавра вуникӗ чике тӑршшӗ сӑнчӑр явакласа тӑнӑ;
16
юпасене илемлӗн тӑрӑлама Хирам пӑхӑртан икӗ кӑшӑл шӑратса кӑларнӑ: пӗр кӑшӑлӗ пилӗк чике ҫӳллӗш, тепӗр кӑшӑлӗ те пилӗк чике ҫӳллӗшех пулнӑ;
17
юпа тӑрринчи кӑшӑлсем валли ала евӗрлӗ виткӗҫсем ҫыхнӑ, вӑчӑра евӗрлӗ сӑнчӑрсем тунӑ: пӗр кӑшӑлӗ ҫинче вӗсем ҫиччӗ, тепӗр кӑшӑлӗ ҫинче те ҫиччӗ пулнӑ.
18
Ҫапла Хирам юпасене туса ҫитернӗ, юпа тӑрринчи кӑшӑлсене витекен виткӗҫе йӗри-тавра икӗ ӗрет нар улмисемпе эрешленӗ; тепӗр кӑшӑлне те ҫаплах капӑрлатнӑ.
19
Пӑлтӑр юписен кӑшӑлӗсене вара лили евӗрлӗ тунӑ, вӗсем тӑватӑ чике ҫӳллӗш пулнӑ,
20
ҫапла ӗнтӗ икӗ юпи ҫинче те, виткӗҫ хӗрринчи мӑкӑрӑлчӑкран ҫӳлерех тӑрӑ кӑшӑлӗсене йӗри-тавра икӗ ӗретӗн икҫӗр нар улми капӑрлатса тӑнӑ.
21
Юпасене Ҫурт пӑлтӑрӗ патне лартнӑ; сылтӑм енне лартнӑ юпана Иахин тесе ят панӑ, сулахай енне лартнӑ юпана Воаз тесе ят панӑ.
22
Юпасене лили евӗрлӗ тунӑ кӑшӑлсемпе тӑрӑланӑ; ҫапла юпа ӗҫӗ вӗҫленнӗ.
23
Унтан пӑхӑртан шӑратса пилӗк чике ҫӳллӗш вӑр-ҫаврака тинӗс тунӑ: унӑн хире-хирӗҫ хӗррисен хушши вунӑ чике пулнӑ, йӗри-тавралла ӑна вӑтӑр чике тӑршшӗ сӑнчӑр явакласа тӑнӑ.
24
Ун хӗррин айӗпе икӗ ӗрет хӑяр ӗренкисен эрешӗ пынӑ, кашни чике тӑршшӗне вуншаррӑн вырӑнаҫса, тинӗсе вӗсем йӗри-тавра пур енчен те эрешлесе тӑнӑ; хӑяр ӗренкисемпе тинӗсе пӗрлех шӑратса кӑларнӑ пулнӑ.
25
Тинӗс вуникӗ вӑкӑр кӗлетки ҫинче тытӑнса тӑнӑ: виҫҫӗшӗ ҫурҫӗрелле пӑхнӑ, виҫҫӗшӗ анӑҫалла пӑхнӑ, виҫҫӗшӗ кӑнтӑралла пӑхнӑ, виҫҫӗшӗ тухӑҫалла пӑхнӑ; тинӗс вӗсем ҫинче выртнӑ, вӑкӑрсен хыҫӗ шалалла, тинӗс варринелле, пулнӑ.
26
Хулӑнӑшӗпе тинӗс хуранӗ алӑ тупанӗ хулӑнӑш пулнӑ, унӑн хӗрри, алтӑр хӗрри евӗрлӗскер, ҫурӑлса сарӑлнӑ лили чечекне аса илтернӗ. Тинӗсе икӗ пин бат шӑнӑҫнӑ.
27
Унтан Хирам вунӑ пӑхӑр сапан тунӑ; кашни сапанӑн тӑршшӗ тӑватӑ чике, сарлакӑшӗ тӑватӑ чике, ҫӳллӗшӗ виҫӗ чике пулнӑ.
28
Сапансене акӑ мӗнле тунӑ: вӗсем тӑватӑ аяклӑ ещӗк евӗрлӗ, аякӗсене кӗтес тыткӑчисем тытӑнтарса тӑраҫҫӗ;
29
сапансен аякӗсем ҫине те, кӗтес тыткӑчисем ҫине те арӑслансемпе вӑкӑрсем тата херувимсем ӳкернӗ пулнӑ, арӑслансемпе вӑкӑрсенчен ҫӳлерех те, аяларах та вара лапсака чечек кӑшӑлӗсен ӗлкисем пулнӑ;
30
кашни сапанӑн — тӑватӑ пӑхӑр кустӑрмапа пӑхӑр тӗнӗлсем. Тӑватӑ кӗтессинче те — хулпуҫҫи евӗрлӗ хысаксем; аялта та, алтӑр айӗнче, кашни чечек кӑшӑлӗ ҫумӗнче, шӑратса кӑларнӑ хысаксем пур.
31
Варринчи чечек кӑшӑлӗнчен сапан тӑррине пӗр чике анлӑш хӑвӑл хӑпарать; вӑл юпасен тӗпӗ пекех ҫавра, чике ҫурӑ чухлӗ, ун тавра — ӳкерчӗксем; сапан аякӗсем тӑватӑ кӗтеслӗ, ҫаврака мар.
32
Аякӗсем айӗнче — тӑватӑ кустӑрма, тата сапан айӗнчен кустӑрма тӗнӗлӗсем тухса тӑраҫҫӗ; кашни кустӑрма ҫӳллӗшӗ — чике ҫурӑ.
33
Кустӑрмасене ҫар урапин кустӑрмисене тунӑ пекех тунӑ; вӗсен тӗнӗлӗсемпе тукунӗсем, шӑлӗсемпе кӳпчекӗсем пурте шӑратса тунӑскерсем пулнӑ.
34
Кашни сапанӑн тӑватӑ кӗтессинче тӑватӑ хысак; вӗсене сапанпа пӗрле пӗр пӗтӗмӗшле тунӑ.
35
Сапан тӑрринче чике ҫурӑ ҫӳллӗш ҫаврака вырӑн пур; сапан аврисем — ҫӳлте, вӗсене те пуринпе пӗрле пӗрпӗтӗмӗшле тунӑ.
36
Сапан аврисем ҫине, аякӗсем ҫине ӑҫта мӗнле вырӑн пур, ҫавӑнта херувимсен, арӑслан кӗлеткисен, пальма йывӑҫҫисен тата лапсака чечек кӑшӑлӗсен ӗлкисене эрешлесе тухнӑ.
37
Ҫапла Хирам вунӑ сапан тунӑ: вӗсене пурне те пӗр пек шӑратса тунӑ, пуринӗн те пӗр виҫе пулнӑ, пурте пӗр евӗрлӗ пулнӑ.
38
Тата ҫӑвӑнмалли савӑтсем, вунӑ пӑхӑр савӑт, тунӑ: кашни савӑчӗ хӗрӗх бат шӑнӑҫтарнӑ, кашни савӑчӗ тӑватӑ чике сарлакӑш пулнӑ, кашни савӑчӗ вунӑ сапанран пӗрин ҫинче ларнӑ.
39
Вара сапансене вырӑнаҫтарса тухнӑ: пиллӗкӗшне Ҫуртӑн сылтӑм енне, тепӗр пиллӗкӗшне сулахай енне лартнӑ; тинӗсе Ҫуртӑн сылтӑм енне, кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енне, лартнӑ.
40
Хирам тата ҫӑвӑнмалли чарасем, калаксемпе алтӑрсем тунӑ. Соломон патша патӗнче Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ валли Хирам акӑ мӗн-мӗн тунӑ:
41
икӗ юпа, вӗсене тӑрӑласа тӑракан икӗ кӑшӑл, кӑшӑлсене витме ҫыхнӑ икӗ виткӗҫ;
42
икӗ юпа тӑрринчи кӑшӑлсене витекен икӗ ӗрет виткӗҫ валли тӑватҫӗр нар улми;
43
вунӑ сапан, сапансем ҫинчи ҫӑвӑнмалли вунӑ савӑт;
44
пӗр тинӗс тата тинӗс айӗнчи вуникӗ вӑкӑр кӗлетки;
45
чарасем, калаксем, алтӑрсем. Хирам Соломона Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ валли туса панӑ пур япалана та якатса ҫутатнӑ пӑхӑртан тунӑ.
46
Патша вӗсене Иордан шывӗ таврашӗнче, Сокхоф хулипе Цартан теекен вырӑн хушшинче, тӑмлӑ тӑпра ҫинче шӑраттарнӑ.
47
Ӗнтӗ Соломон ҫав пур япалана та вырӑна майлаштарса лартнӑ. Вӗсем питех те нумай пулнӑран ҫак ӗҫе мӗн чухлӗ пӑхӑр кайнине пӗлмен те.
48
Соломон Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчи пур япалана та туса ҫитернӗ: ылтӑнран тунӑ парне вырӑнӗ, парне ҫӑкӑрӗсем хумалли ылтӑн сӗтел;
49
таса ылтӑнран тунӑ ҫутаткӑҫсем — вӗсем Ҫуртӑн кайри уйрӑмӗ умӗнче пиллӗкӗшӗ сылтӑм енче, пиллӗкӗшӗ сулахай енче пулнӑ; ылтӑнран тата чечексем, ҫу савӑчӗсем, хыпкӑчсем,
50
тирӗксем, ҫӗҫӗсем, алтӑрсем, ӑскӑчсем, тӗтӗркӗчсем тунӑ, шалти Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗме кӗмелли алӑк тӑпсисене те, Ҫурт алӑкӗсен тӑпсисене те ылтӑнран тунӑ.
51
Ҫапла вара Соломон патша Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ валли тунӑ пӗтӗм ӗҫ вӗҫленнӗ. Соломон ӗнтӗ ашшӗ мӗн халалласа хӑварнине илсе пынӑ: ылтӑн-кӗмӗле, ытти япаласене Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн мул управӑшне хывнӑ.
← Chapter 6
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 8 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
Recommended Reading
Commentary
1 Kings Commentaries
→
Devotional
1 Kings Devotional Guide
→
Get This Bible
CHB Study Bible
→