bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Leviticus 10
Leviticus 10
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 9
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 11 →
1
Надавпа Авиуд — Аарон ывӑлӗсем — кашнийӗ хӑйӗн тӗтӗркӗчне илнӗ те унта вут хунӑ, тӗтӗрмелли хунӑ, Ҫӳлхуҫа умне хӑйсене Ҫӳлхуҫа хушман ют вут илсе пынӑ;
2
Ҫӳлхуҫаран вут-ҫулӑм тухнӑ та вӗсене ҫунтарса янӑ, вӗсем Ҫӳлхуҫа умӗнче вилнӗ.
3
Моисей Аарона каланӑ: Ҫӳлхуҫамӑр: «Хам патӑма ҫывӑхаракансем урлӑ сӑваплӑхӑма кӑтартӑп, пӗтӗм халӑх умӗнче мухтава тухӑп» тесе каланӑ чухне акӑ мӗн ҫинчен каланӑ иккен, тенӗ. Аарон пӗр чӗнмесӗр тӑнӑ.
4
Моисей вара Мисаилпа Елцафана — Аарон ашшӗпе пӗртӑван Узиилӑн ывӑлӗсене — чӗнсе илнӗ те вӗсене каланӑ: кайӑр та хӑвӑр тӑванӑрсене таса вырӑнтан тапӑр тулашне йӑтса тухӑр, тенӗ.
5
Моисей каланӑ пек, ҫавсем кайнӑ та вӗсене хитонӗсене хывмасӑрах тапӑр тулашне йӑтса тухнӑ.
6
Ааронпа унӑн ывӑлӗсене — Елеазарпа Ифамара — Моисей каланӑ: ҫара пуҫӑн ан ҫӳрӗр, тумтирӗрсене ан ҫуркалӑр: сирӗн вилмелле ан пултӑр, пӗтӗм халӑх ҫине ҫилӗ ӳкмелле ан пултӑр; анчах Ҫӳлхуҫамӑр ҫунтарса янипе ҫунса вилнисемшӗн сирӗн тӑванӑрсен, пӗтӗм Израиль халӑхӗн, йӗме юрать,
7
эсир пуху чатӑрӗн алӑкӗнчен ан тухӑр, сирӗн вилмелле ан пултӑр, мӗншӗн тесессӗн сирӗн ҫине Ҫӳлхуҫанӑн тасалӑх тивлечӗ кӳрекен ҫӑвне юхтарнӑ, тенӗ. Вара Моисей каланӑ пек тунӑ.
8
Ҫӳлхуҫа Аарона ҫапла тесе каланӑ:
9
эсӗ хӑв та, санпа пӗрле санӑн ывӑлусем те пуху чатӑрне кӗнӗ чухне [е парне вырӑнӗ патне пынӑ чухне] эрех те, хаяр шӗвек те ан ӗҫӗр: сирӗн вилмелле ан пултӑр. Ҫакӑ сире сыпӑкран сыпӑка ӗмӗрлӗхе панӑ йӗрке,
10
сире ӑна тасатнӑ япалана тасатманнинчен, таса маррине тасинчен уйӑрма пӗлччӗр тесе
11
тата Ҫӳлхуҫа Моисей урлӑ панӑ мӗнпур йӗркене Израиль ывӑлӗсене вӗрентме тесе панӑ, тенӗ.
12
Моисей Ааронпа унӑн сывӑ юлнӑ ывӑлӗсене, Елеазарпа Ифамара, каланӑ: Ҫӳлхуҫамӑра кӳнӗ парнесенчен юлнӑ тырӑ-пулӑ парнине, тутлӑлла пӗҫернине, илӗр те ӑна парне вырӑнӗ патӗнче ҫийӗр: вӑл — аслӑ сӑваплӑ япала;
13
ӑна сӑваплӑ ҫӗрте ҫийӗр, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа парнисенчен ҫакӑ санӑн паю, санӑн ывӑлусенӗн пайӗ пулать: [Ҫӳлхуҫамӑр] мана ҫапла хушнӑ;
14
силлентерсе кӳрекен ӑмӑрӗпе ҫӗклентерсе кӳрекен хулне эсӗ хӑв та, санпа пӗрле санӑн ывӑлусемпе хӗрӳсем те таса вырӑнта ҫийӗр: Израиль ывӑлӗсем кӳрекен канӑҫлӑх парнисенчен ҫакӑ — сана панӑ пай, санӑн ывӑлусене панӑ пай;
15
ҫӗклентерсе кӳрекен хулӗпе силлентерсе кӳрекен ӑмӑрне вӗсен ҫу парнисемпе пӗрле Ҫӳлхуҫамӑр умӗнче силлентерсе кӳмелле; Ҫӳлхуҫамӑр [Моисее] хушнӑ пек, ҫакӑ ӗмӗрлӗхе санӑн паю тата санпа пӗрле санӑн ывӑлусен [тата санӑн хӗрӳсен] пайӗ пултӑр, тенӗ.
16
Моисей ҫылӑх парни кӳмелли качака такине шыра пуҫланӑ, анчах ӑна ҫунтарса янӑ-мӗн. [Моисей] вара Елеазарпа Ифамара — Ааронӑн сывӑ юлнӑ ывӑлӗсене — питӗ хытӑ ҫилленнӗ, вӗсене каланӑ:
17
мӗншӗн эсир ҫылӑх парнине сӑваплӑ ҫӗрте ҫимерӗр? вӑл аслӑ сӑваплӑ япала-ҫке! ӑна сире халӑх ҫылӑхӗсене каҫарма, вӗсене Ҫӳлхуҫа умӗнче тасатма панӑ;
18
акӑ унӑн юнне сӑваплӑ вырӑна шала илсе кӗмен, мана хушнӑ пек, сирӗн ку парнене сӑваплӑ ҫӗрте ҫимеллеччӗ, тенӗ.
19
Аарон Моисее каланӑ: акӑ вӗсем паян Ҫӳлхуҫамӑр умӗнче хӑйсенӗн ҫылӑх парнине тата пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнине кӳчӗҫ, маншӑн ҫавӑн пек килсе тухрӗ; ӗнтӗ эпӗ паян ҫылӑхшӑн кӳнӗ парнене ҫиес пулсассӑн, вӑл Ҫӳлхуҫамӑра юрӑхлӑ пулӗ-ши? тенӗ.
20
Ҫакна илтсессӗн, Моисей унӑн сӑмахӗсене ырланӑ.
← Chapter 9
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 11 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27