bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Leviticus 16
Leviticus 16
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 15
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 17 →
1
Ааронӑн икӗ ывӑлӗ Ҫӳлхуҫа умне [ют вутпа] пырса вилнӗ хыҫҫӑн Ҫӳлхуҫа Моисейпе калаҫнӑ,
2
Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: Аарона, хӑвӑн пиччӳне, кала, вӑл сӑваплӑ вырӑна, чаршав хыҫне, [Турӑ ирӗкне пӗлтерекен] саккун арчийӗн [тасатакан] хупӑлчи умне кирек хӑш вӑхӑтра та ан кӗтӗр, унӑн вилмелле ан пултӑр, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ хупӑлча тӗлӗнче пӗлӗт ӑшӗнче курӑнӑп.
3
Ааронӑн сӑваплӑ вырӑна акӑ мӗн илсе кӗмелле: ҫылӑх парни кӳмешкӗн пӑру, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмешкӗн така;
4
унӑн йӗтӗнрен тунӑ таса хитон тӑхӑнмалла, аялтан тӑхӑнмалли кӗпи те йӗтӗн пултӑр, пилӗкне йӗтӗн пиҫиххи ҫыхтӑр, йӗтӗн кидар тӑхӑнтӑр: ку — тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ тумтир; вӑл ӳтне шывпа ҫутӑр та ҫавна тӑхӑнтӑр;
5
Израиль ывӑлӗсен халӑхӗнчен ҫылӑх парни кӳмешкӗн [качака кӗтӗвӗнчен] икӗ качака таки тата пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмешкӗн пӗр сурӑх таки илтӗр.
6
Хӑйшӗн Аарон ҫылӑх парни пӑру кӳрӗ, вара хӑйне те, хӑйӗн килне те тасатӗ.
7
Унтан икӗ качака таки илӗ те вӗсене Ҫӳлхуҫа умне пуху чатӑрне кӗмелли вырӑна тӑратӗ;
8
Аарон икӗ качака таки пирки шӑпа ярӗ: пӗр шӑпи — Ҫӳлхуҫашӑн, тепӗр шӑпи — ирӗке ямалли;
9
Аарон Ҫӳлхуҫашӑн шӑпа тухнӑ качака такине илсе пырӗ те ӑна ҫылӑхшӑн парне кӳрӗ,
10
ирӗке яма шӑпа тухнӑ качака такине вара Ҫӳлхуҫа умне чӗрӗ халлӗн илсе пырса тӑратӗ, ӑна, тасатмалли йӗрке тӑрӑх тасатса, пушхире ирӗке кӑларса ярӗ, [вӑл вара хӑй ҫинче вӗсен йӗркесӗр ӗҫӗсене ҫын ҫӳремен ҫӗре илсе кайӗ].
11
Аарон хӑйшӗн ҫылӑх парни кӳме пӑру илсе пырӗ, хӑйне те, хӑйӗн килне те тасатӗ, пӑрӑвне хӑйшӗн ҫылӑх парни кӳме пусса пӑрахӗ;
12
Ҫӳлхуҫа умӗнчи парне вырӑнӗ ҫинчен ҫунса тӑракан кӑвара тӗтӗркӗч туллиех илӗ ырӑ шӑршӑ тӗтӗрмеллине, вакӑ тӗпретнӗскере, ывӑҫ тулли илӗ те чаршав хыҫне илсе кӗрӗ;
13
хӑйӗн вилмелле ан пултӑр тесе, тӗтӗрмеллине Ҫӳлхуҫа умне вут-ҫулӑм ҫине хурӗ, тӗтӗрнӗ тӗтӗм саккун арчи ҫинчи хупӑлчана пӗлӗт пек хупӑрласа илӗ;
14
унтан Аарон пӑру юнне илӗ те хупӑлча ҫине мал енчен тата хупӑлча умне пӳрнипе сирпӗтӗ, ҫичӗ хутчен пӳрнипе юн сирпӗтӗ.
15
Халӑхшӑн ҫылӑх парни кӳме качака таки пусӗ, юнне чаршав хыҫне илсе кӗрӗ те, пӑру юнӗпе мӗн тунӑ, унӑн юнӗпе те ҫавнах тӑвӗ: арча хупӑлчийӗ ҫине тата хупӑлча умне сирпӗтӗ, —
16
Израиль ывӑлӗсен тасамарлӑхӗнчен, вӗсем тунӑ йӗркесӗр ӗҫсенчен, вӗсен мӗнпур ҫылӑхӗнчен сӑваплӑ вырӑна ҫапла тасатӗ. Вӗсем патӗнче, вӗсен тасамарлӑхӗ хушшинче вырӑнаҫнӑ пуху чатӑрӗ тӗлӗшӗнчен те унӑн ҫаплах тумалла.
17
Вӑл сӑваплӑ вырӑна тасатма кӗнӗ чухне, вӑл унтан тухичченех пуху чатӑрӗнче пӗр ҫын та пулмалла мар. Вӑл хӑйне, хӑйӗн килне тата пӗтӗм Израиль халӑхне ҫапла тасатӗ.
18
Вӑл Ҫӳлхуҫа умӗнчи парне вырӑнӗ умне тухӗ те ӑна тасатӗ, пӑру юнӗпе качака таки юнне илсе парне вырӑнӗн мӑйракисене пур енчен те сӗрсе тухӗ;
19
парне вырӑнӗ ҫине пӳрнипе ҫичӗ хутчен юн сирпӗтӗ, ӑна тасатӗ, Израиль ывӑлӗсен тасамарлӑхӗнчен тасатса тасалӑх тивлечӗ кӳрӗ.
20
Сӑваплӑ вырӑна, пуху чатӑрне тата парне вырӑнне тасатас йӗркене туса ҫитерсессӗн [тата священниксене тасатсассӑн], вӑл чӗрӗ качака таки илсе пырӗ,
21
Аарон хӑйӗн икӗ аллине чӗрӗ качака таки пуҫӗ ҫине хурӗ те ун тӗлӗнче Израиль ывӑлӗсен мӗнпур йӗркесӗрлӗхне, вӗсен мӗнпур усал ӗҫне, вӗсен мӗнпур ҫылӑхне каласа асӑнӗ, ҫавсене качака таки пуҫӗ ҫине хурӗ те ӑна ятарласа чӗнтернӗ ҫынпа пушхире кӑларса ярӗ:
22
качака таки вара вӗсен мӗнпур йӗркесӗрлӗхне хӑй ҫинче ҫын ҫӳремен ҫӗре илсе кайӗ; ҫав ҫынни качака такине пушхире ярса хӑварӗ.
23
Аарон пуху чатӑрне кӗрӗ те сӑваплӑ вырӑна кӗнӗ чухне тӑхӑннӑ йӗтӗн тумтирӗсене хывса вӗсене ҫавӑнта хӑварӗ,
24
ӳтне сӑваплӑ ҫӗрте шывпа ҫӑвӗ те хӑйӗн тумтирӗсене тӑхӑнӗ, унтан тухӗ те хӑйшӗн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳрӗ тата халӑхшӑн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳрӗ, хӑйне те, [хӑйӗн килне те,] халӑха та, [священниксене те] тасатӗ;
25
ҫылӑх парнийӗн ҫӑвне парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарӗ.
26
Кӑларса ямалли качака такине леҫнӗ ҫыннӑн хӑйӗн тумтирне ҫумалла, ӳтне шывпа ҫуса тасатмалла, вӑл вара тапӑра кӗме пултарать.
27
Сӑваплӑ вырӑна ҫылӑхшӑн кӳнӗ пӑрупа ҫылӑхшӑн кӳнӗ качака такин юнӗпе тасатнӑ хыҫҫӑн вӗсен тирӗсене, вӗсен ашне, вӗсен тасамарлӑхне тапӑр тулашне илсе тухчӑр та вут-ҫулӑм ҫинче ҫунтарса яччӑр;
28
вӗсене ҫунтарса яракан ҫыннӑн хӑйӗн тумтирне ҫумалла, ӳтне шывпа ҫуса тасатмалла, ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл тапӑра кӗме пултарать.
29
Ҫакӑ сирӗншӗн ӗмӗрлӗхе хунӑ йӗрке пултӑр: ҫиччӗмӗш уйӑхра, уйӑхӑн вуннӑмӗш [кунӗнче], хӑвӑр чунӑра йӑвашлантарӑр, ҫак ҫӗр ҫинче пурӑнакан та, ютран килсе сирӗн хушшӑрта пурӑнакан та нимӗнле ӗҫ те ан тӑвӑр,
30
сире хӑвӑрӑн пӗтӗм ҫылӑхӑртан тасатмашкӑн, сире Ҫӳлхуҫа умӗнче таса тумашкӑн сире ҫакӑ кун тасатаҫҫӗ;
31
ку — сирӗншӗн канӑҫлӑх шӑмачӗ, хӑвӑр чунӑра йӑвашлантарӑр: ку — ӗмӗрлӗхе хунӑ йӗрке.
32
Тасатас йӗркене ҫу сӗрсе суйласа лартнӑ священник тумалла; ӑна хӑйӗн ашшӗ вырӑнне священник ӗҫне туса тӑма суйланӑ, вӑл йӗтӗн тумтир, тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ тумтир, тӑхӑнӗ те
33
Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗме тата пуху чатӑрне тасатӗ, парне вырӑнне тасатӗ, священниксене, мӗнпур халӑха тасатӗ.
34
Ҫакӑ сирӗншӗн ӗмӗрлӗхе хунӑ йӗрке пултӑр: Израиль ывӑлӗсене мӗнпур ҫылӑхӗсенчен ҫулталӑкра пӗрре тасатмалла, тенӗ. Вӑл вара Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ пек тунӑ.
← Chapter 15
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 17 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27