bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Leviticus 27
Leviticus 27
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 26
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
1
Тата Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:
2
Израиль ывӑлӗсене пӗлтер, кала вӗсене: кам та пулин хӑй чунне Ҫӳлхуҫана халаллама сӑмах парать пулсассӑн, эсӗ уншӑн хак хур,
3
ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа утмӑл ҫула ҫитнӗ арҫынсемшӗн аллӑ сикль кӗмӗл хак хур, таса сикль виҫипе хур;
4
вӑл хӗрарӑм пулсан, эсӗ ӑна вӑтӑр сикль хак хур;
5
пилӗк ҫулхисенчен пуҫласа ҫирӗм ҫула ҫитнӗ арҫынсемшӗн ҫирӗм сикль хак хур, хӗрарӑма вара вунӑ сикль хак хур;
6
пӗр уйӑхринчен пуҫласа пилӗк ҫула ҫитнӗ арҫынсемшӗн пилӗк сикль кӗмӗл хур, хӗрарӑма виҫӗ сикль кӗмӗл хур;
7
утмӑл ҫултан иртнӗ арҫынна вунпилӗк кӗмӗл сикль хак хур, хӗрарӑма вунӑ сикль хур.
8
Ҫынни чухӑн пулсассӑн, эсӗ хунӑ хака пама вӑйӗ ҫитеймесессӗн, ӑна священник патне илсе пыччӑр, вара ӑна священник хак хутӑр: сӑмах панӑ ҫыннӑн пурлӑхне кура ӑна священник хак хутӑр.
9
Ҫавӑ Ҫӳлхуҫана парне кӳмелли выльӑх пулсассӑн, Ҫӳлхуҫана мӗн кӳни пурте сӑваплӑ пултӑр:
10
ӑна улӑштарма юрамасть, аваннине начаррипе е начаррине аваннипе улӑштарас пулмасть; кам та пулин выльӑхпа выльӑх улӑштарсассӑн, улӑштаракан выльӑхӗ те, улӑштарса илекенни те сӑваплӑ пулӗ.
11
Вӑл Ҫӳлхуҫана парне пама юраман таса мар выльӑх пулсассӑн, ӑна священник патне илсе пырас пулать,
12
священник ӑна хак хурӗ: аван-и вӑл, начар-и — священник епле хак хурӗ, ҫапла пулӗ;
13
кам та пулин ӑна каялла тӳлесе илес тесессӗн, вӑл эсӗ хунӑ хак ҫумне тата унӑн пиллӗкмӗш пайне хуштӑр.
14
Кам та пулин хӑй ҫуртне Ҫӳлхуҫанӑн сӑваплӑ япали тума халаллать пулсассӑн, ҫак ҫурта священник хак хутӑр: аван-и вӑл, начар-и — священник ӑна мӗнле хак хурӗ, ҫаплах пулӗ;
15
ҫуртне Турра халалласа панӑ ҫын ӑна каялла тӳлесе илес тесессӗн, вӑл эсӗ хунӑ кӗмӗл хакӗ ҫумне тата унӑн пиллӗкмӗш пайне хуштӑр, вара ҫурчӗ унӑнах пулӗ.
16
Кам та пулин хӑй ҫӗрӗнчи хирне Ҫӳлхуҫана халалласа парсассӑн, санӑн ӑна акнӑ тыррине кура хак хумалла: пӗр хомер акнӑ урпашӑн аллӑ сикль кӗмӗл памалла;
17
кам хӑйӗн хирне юбилей ҫулӗнчен пуҫласа халалласа парать, унӑн хакӗ эсӗ хунӑ пек пулмалла;
18
кам та пулин хӑйӗн хирне юбилей ҫулӗ хыҫҫӑн халалласа парсассӑн, священник, тепӗр юбилей миҫе ҫултан ҫитессине шутласа, тӳлемелли кӗмӗле ҫав ҫулсен шутне кура эсӗ хунӑ хакран чакармалла;
19
хирне халалласа панӑ ҫын хӑй хирне каялла тӳлесе илесшӗн пулсассӑн, вӑл эсӗ хунӑ кӗмӗл хакӗ ҫумне унӑн пиллӗкмӗш пайне хуштӑр, ҫӗрӗ вара ӑна юлӗ;
20
вӑл хирне каялла тӳлесе илеймесессӗн, хирне урӑх ҫынна сутса ярсассӑн, вара каялла тӳлесе илме юрамасть:
21
юбилей ҫулӗ ҫав хир унӑн аллинчен каять те, тупаланӑ ҫӗр пек, Ҫӳлхуҫанӑн сӑваплӑ япали пулать; вӑл священник аллине куҫать.
22
Кам та пулин хӑйӗн хирне мар, сутӑн илнӗ хире Ҫӳлхуҫана халаллать пулсассӑн,
23
священникӑн ӑна юбилей ҫулӗ ҫитиччен мӗн чухлӗ тӳлемеллине шутласа памалла, хирӗ Ҫӳлхуҫанӑн сӑваплӑ япали пулнине кура, унӑн ҫав кунах тӳлесе татмалла;
24
юбилей ҫулӗнче вара ҫак ҫӗр ӑна камран илнӗ, ҫавна куҫӗ, кам ҫак ҫӗре тивӗҫлипе тытса тӑнӑ, ҫав ҫын аллинех куҫӗ.
25
Эсӗ хунӑ кирек епле хак та таса сикль виҫипе пултӑр, пӗр сикльре ҫирӗм гера пулмалла.
26
Малтан ҫуралнӑ пирки Ҫӳлхуҫана тивӗҫлӗ выльӑха никам та ан халаллатӑр: вӑкӑр-и вӑл, вак выльӑх-и — вӗсем Ҫӳлхуҫанӑн.
27
Выльӑхӗ таса марри пулсассӑн, ӑна эсӗ хунӑ хакпа каялла тӳлесе илмелле, ҫав хак ҫумне унӑн пиллӗкмӗш пайне хушмалла; каялла тӳлесе илеймесессӗн, ӑна эсӗ хунӑ хакпа сутмалла.
28
Ҫын хӑй пурлӑхӗнчен тупаланине Ҫӳлхуҫана парать пулсассӑн, — ҫын-и вӑл, выльӑх-и е хӑй тытса тӑракан ҫӗр-и, — ҫавна сутма та, тӳлесе илме те юрамасть: мӗнпур тупалани — Ҫӳлхуҫанӑн аслӑ сӑваплӑ япали;
29
вӗлермелле тупаланӑ ҫынсене пӗрне те каялла тӳлесе илмелле мар: вӗсене вӗлерме тытса памалла.
30
Ҫӗр ҫинчи ҫӗр ӳстернӗ пур вӑрлӑхӑн та, пур йывӑҫ ҫимӗҫӗн те вуннӑмӗш пайӗ Ҫӳлхуҫана тивӗҫлӗ: вӑл Ҫӳлхуҫанӑн сӑваплӑ япали;
31
кам та пулин хӑйӗн вуннӑмӗш пайне тӳлесе илес тесессӗн, вӑл унӑн хакӗ ҫумне ҫавӑн пиллӗкмӗш пайне хуштӑр.
32
Шултӑра выльӑхран-и, вак выльӑхран-и, кирек хӑшӗн вуннӑмӗш пайне те — туя айӗнчен вуннӑмӗш пулса тухаканнине пурне те — Ҫӳлхуҫана халалламалла;
33
аваннине е начаррине пӑхса тӑмалла мар, ӑна улӑштарма та кирлӗ мар; кам та пулин ӑна улӑштарас пулсассӑн, улӑштарса яни те, улӑштарса илни те сӑваплӑ япала пулӗ, вӗсене тӳлесе илме юрамасть, тенӗ.
34
Синай тӑвӗ ҫинче Ҫӳлхуҫа Турӑ Израиль ывӑлӗсене Моисей урлӑ панӑ ӳкӗтсем ҫаксем ӗнтӗ.
← Chapter 26
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27