bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Leviticus 6
Leviticus 6
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 5
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 7 →
1
Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:
2
кам та пулин ҫылӑха кӗрсессӗн, Ҫӳлхуҫа умӗнче йӗркесӗр ӗҫ тусассӑн, хӑйне шанса панине е хӑй патне хунине, е хӑй вӑрланине йӑхташӗ умӗнче тунсассӑн, е йӑхташне улталасассӑн,
3
е тата ҫухатнӑ япалана тупса унран тунсассӑн, е, суя тупа туса ҫылӑха кӗрекен ҫын пек, пӗр-пӗр ӗҫ тӗлӗшӗнчен суйса тупа тусассӑн,
4
ҫапла ҫылӑх туса айӑпа кӗрсессӗн, мӗн вӑрланине е мӗн туртса илнине, е хӑйне шанса панине, е хӑй тупнӑ япалине тавӑрса патӑр;
5
е мӗн ҫинчен те пулин суя тупа тунӑ пулсассӑн, вӑл пӗтӗмпех тавӑрса патӑр, ун ҫумне тата унӑн пиллӗкмӗш пайне хушса, япали камӑн пулнӑ, ҫав ҫынна ӳкӗнӗҫ парни кӳнӗ кун патӑр;
6
хӑйӗн айӑпӗшӗн Ҫӳлхуҫана ӳкӗнӗҫ парни кӳмешкӗн священник патне сурӑх кӗтӗвӗнчен, эсӗ хак хунӑ тӑрӑх, айӑпсӑр путек илсе пытӑр;
7
священник ӑна Ҫӳлхуҫа умӗнче тасатӗ, вара вӑл кирек мӗн тунӑ пулсассӑн та, унӑн айӑпӗ пӗтӗмпех каҫарӑнӗ, тенӗ.
8
Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:
9
Ааронпа унӑн ывӑлӗсене каласа хур: пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне йӗрки акӑ ҫакӑ: пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парне ҫӗрӗпех, ирчченех парне вырӑнӗ ҫинче, ҫунтаракан ҫӗрте, пултӑр, парне вырӑнӗ ҫинчи вут-ҫулӑм ун ҫинче ҫунсах тӑтӑр, [ан сӳнтӗр];
10
священник хӑйӗн йӗтӗн тумтирне тӑхӑнтӑр, аялтан тӑхӑнмалли йӗтӗн кӗпине тӑхӑнтӑр, унтан пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парненӗн парне вырӑнӗ ҫинче вут-ҫулӑмпа ҫунса пулнӑ кӗлне илтӗр те ӑна парне вырӑнӗ ҫумне хутӑр;
11
вара хӑй ҫийӗнчи тумтирне хывтӑр та урӑх тумтир тӑхӑнтӑр, кӗлне тапӑр тулашне таса ҫӗре илсе тухтӑр;
12
парне вырӑнӗ ҫинчи вут-ҫулӑм ҫунсах тӑтӑр, ан сӳнтӗр; священник ун ҫинче ирсерен вутӑ чӗрттӗр, ун ҫине пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне сарса хутӑр, ун ҫинче тӑнӑҫлӑх парнийӗн ҫӑвне ҫунтартӑр;
13
парне вырӑнӗ ҫинче пӗрмаях вут-ҫулӑм ҫунса тӑтӑр, ан сӳнтӗр.
14
Тырӑ-пулӑ парни кӳрес йӗрке акӑ ҫакӑ: [священниксем] Аарон ывӑлӗсем ӑна Ҫӳлхуҫа умне парне вырӑнӗ патне илсе пымалла;
15
[священник] тырӑ-пулӑ парнинчен тулӑ ҫӑнӑхӗ, йывӑҫ ҫӑвӗ тата парне ҫинчи мӗнпур ливанне ывӑҫласа илтӗр те парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса ятӑр: ку — кӑмӑллӑ, ырӑ шӑршӑллӑ парне, Ҫӳлхуҫана халалласа кӳрекен парне;
16
унӑн юлашки юлнине Ааронпа унӑн ывӑлӗсем ҫиччӗр; ӑна тутлӑлла пӗҫерсе сӑваплӑ вырӑнта ҫимелле, ӑна пуху чатӑрӗн картишӗнче ҫиччӗр;
17
ӑна йӳҫӗтсе пӗҫермелле мар. Ҫакна Эпӗ вӗсене Хамӑн парнемсенчен пай паратӑп. Ҫылӑхшӑн кӳрекен парнепе ӳкӗнӗҫ парни пек, ҫакӑ вӑл — аслӑ сӑваплӑ япала.
18
Ӑна Аарон йӑхӗ-кӑкӗнчи арҫынсем пурте ҫиме пултараҫҫӗ. Ҫӳлхуҫа парнисенчен ҫакӑ сире сыпӑкран сыпӑка ӗмӗрлӗх пай пулӗ. Вӗсен ҫумне сӗртӗнекен пурте тасалӑх тивлечӗ илӗ, тенӗ.
19
Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:
20
Аарона ҫу сӗрсе суйланӑ кун Ааронпа унӑн ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫана кӳмелли парне акӑ ҫакӑ: яланхи парне валли пӗр ефа тулӑ ҫӑнӑхӗн вуннӑмӗш пайне кӳмелле, ҫуррине — ирхине, ҫуррине каҫхине кӳмелле;
21
ӑна ҫатма ҫинче йывӑҫ ҫӑвӗпе хатӗрлес пулать; ӑна йывӑҫ ҫӑвӗ витерсе, тырӑ-пулӑ парнине татӑкӑн-татӑкӑн хуҫнӑ пек, татӑкӑн илсе пыр; унӑн ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пулӗ;
22
Аарон вырӑнне унӑн ывӑлӗсенчен ҫу сӗрсе суйланӑ священник та ҫапла тутӑр: ку — Ҫӳлхуҫа ӗмӗрлӗхе панӑ йӗрке. Парнине пӗтӗмпех ҫунтарса ямалла;
23
священник кӳрекен тырӑ-пулӑ парнине кирек хӑшне те ҫунтарса ямалла, ҫимелле мар, тенӗ.
24
Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:
25
Ааронпа унӑн ывӑлӗсене кала: ҫылӑх парни кӳрес йӗрке акӑ ҫакӑ: ҫылӑх парнине пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнене пусакан вырӑнта, Ҫӳлхуҫа умӗнче, пусас пулать; ку вӑл — аслӑ сӑваплӑ япала;
26
ӑна ҫылӑх парни кӳрекен священник ҫимелле; ӑна сӑваплӑ ҫӗрте, пуху чатӑрӗн картишӗнче, ҫисе ямалла;
27
ҫак парне ашӗ ҫумне кирек мӗн сӗртӗнсессӗн те, вӑл тасалӑх тивлечӗ илӗ; унӑн юнӗ тумтир ҫине сирпӗннӗ пулсассӑн, сирпӗннине сӑваплӑ ҫӗрте ҫуса тасат;
28
ӑна пӗҫернӗ тӑм савӑта ҫӗмӗрес пулать; ӑна пӑхӑр савӑтра пӗҫернӗ пулсассӑн, савӑтне тасатас пулать, унтан шывпа ҫӑвас пулать;
29
ӑна священник йӑхӗнчи пур арҫын та ҫиме пултарать: вӑл — [Ҫӳлхуҫанӑн] аслӑ сӑваплӑ япали;
30
анчах ҫылӑх парнийӗн юнне пуху чатӑрне сӑваплӑ вырӑнта тасатмашкӑн илсе кӗнӗ пулсассӑн, ҫав парнене ҫиме юрамасть; ӑна вут-ҫулӑм ҫинче ҫунтарса ямалла, тенӗ.
← Chapter 5
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 7 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27