bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Leviticus 7
Leviticus 7
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 6
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 8 →
1
Ӳкӗнӗҫ парнийӗн йӗрки акӑ ҫакӑ: вӑл — аслӑ сӑваплӑ япала;
2
ӳкӗнӗҫ парнине пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнене пуснӑ вырӑнта пусас пулать, унӑн юнӗпе парне вырӑнӗ ҫине пур енчен те сирпӗтсе тухмалла;
3
парне кӳрекенӗ парне ӑшӗнчи мӗнпур ҫӑвне, хӳре чикки ҫӑвне, вар ӳчӗ ҫинчи ҫӑвне,
4
икӗ пӳрипе вӗсем ҫинчи ҫӑвне, пӗҫҫи ҫинчи ҫӑвне тата пӗвер ҫинчи ҫу ҫурхахне илсе пымалла; ҫаксене вӑл пӳрисемпе пӗрле уйӑрса илтӗр;
5
вара священник ҫакна Ҫӳлхуҫана парне кӳмешкӗн парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса ярӗ; ку вӑл — ӳкӗнӗҫ парни.
6
Ӑна священник йӑхӗнчи пур арҫын та ҫиме пултарать; ӑна сӑваплӑ ҫӗрте ҫимелле: вӑл — аслӑ сӑваплӑ япала.
7
Ҫылӑх парни тӗлӗшӗнчен те, ӳкӗнӗҫ парни тӗлӗшӗнчен те йӗрки пӗрех: ҫав парнесем священника тивӗҫлӗ, вӑл ҫавсем урлӑ тасатать.
8
Священник камӑн та пулин пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнине кӳрет пулсассӑн, ҫав пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парненӗн тирӗ священника хӑйне пулать;
9
кӑмакара пӗҫернӗ кирек хӑш тырӑ-пулӑ парни те, чӳлмекре е ҫатма ҫинче хатӗрленӗ кирек хӑш ҫимӗҫ те ҫав парнене кӳрекен священника пулать;
10
йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ е типӗлле кӳрекен кирек хӑш тырӑ-пулӑ парни те Ааронӑн мӗнпур ывӑлне пулать: вӑл пӗрне те, тепӗрне те тивӗҫлӗ.
11
Ҫӳлхуҫана кӳмелли канӑҫлӑх парнийӗн йӗрки акӑ ҫакӑ:
12
кам та кам ҫав парнене Турра тав туса кӳрет, тав парнипе пӗрле вӑл йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарса тутлӑлла пӗҫернӗ ҫӑкӑрсем, йывӑҫ ҫӑвӗ сӗрсе тутлӑлла пӗҫернӗ пашалусем, йывӑҫ ҫӑвӗ витернӗ тулӑ ҫӑнӑхӗ тата йывӑҫ ҫӑвӗпе ҫӑрнӑ ҫӑкӑрсем кӳтӗр;
13
тав туса кӳрекен канӑҫлӑх парни панӑ чухне пашалусемсӗр пуҫне вӑл тата йӳҫӗлле ҫӑкӑр илсе пытӑр;
14
вӑл хӑй кӳрекен мӗнпур парнинчен хӑшне те пулин пӗрне Ҫӳлхуҫана кӳтӗр: ку канӑҫлӑх парни юнӗпе сирпӗтекен священника тивӗҫлӗ;
15
тав туса кӳрекен канӑҫлӑх парнийӗн ашне парне кӳнӗ кунах ҫисе ямалла, ӑна ирччен хӑвармалла мар.
16
Кам та пулин сӑмах панипе е тимлӗ пулнипе парне кӳрсессӗн, унӑн парнине парне кӳнӗ кун ҫимелле, юлашки юлнине тепӗр кун та ҫиме юрать,
17
виҫҫӗмӗш куна юлнӑ парне ашне вара вут-ҫулӑм ҫинче ҫунтарса ямалла;
18
канӑҫлӑх парнийӗн ашне виҫҫӗмӗш кунне ҫисессӗн, ку парне кӑмӑллӑ пулас ҫук; ӑна илсе килнӗ ҫыншӑн ку парне кӳни те шутланмӗ; ку ирсӗрленни анчах пулӗ, ӑна ҫиекен хӑй ҫине ҫылӑх илӗ.
19
Ҫав аш мӗнле те пулин таса мар япала ҫумне сӗртӗнсессӗн, ӑна ҫиме юрамасть, ӑна вут-ҫулӑм ҫинче ҫунтарса ямалла; таса аша вара кирек мӗнле таса ҫын та ҫиме пултарать;
20
пӗр-пӗр ҫын хӑй таса мар чухнех Ҫӳлхуҫана кӳнӗ канӑҫлӑх парнийӗн ашне ҫисессӗн, ҫав чуна хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗҫ,
21
е пӗр-пӗр ҫын мӗнле те пулин таса мар япала ҫумне, этем тасамарлӑхӗ ҫумне е таса мар выльӑх ҫумне, е мӗнле те пулин таса мар ҫӗлен-калта ҫумне сӗртӗннӗ хыҫҫӑн Ҫӳлхуҫана кӳнӗ канӑҫлӑх парнийӗн ашне ҫисессӗн, ҫав чуна хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗҫ, тенӗ.
22
Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:
23
Израиль ывӑлӗсене кала: вӑкӑр ӑшӗнчен е сурӑх ӑшӗнчен, е качака ӑшӗнчен илнӗ ҫӑва нихӑшне те ан ҫийӗр.
24
Вилнӗ выльӑхӑн тата тискер кайӑк ҫурса пӑрахнӑ выльӑхӑн ӑш ҫӑвӗпе кирек мӗнле ӗҫре те усӑ курма юрать, анчах ҫиессе ӑна ан ҫийӗр;
25
кам та кам Ҫӳлхуҫана парне кӳрекен выльӑхӑн ӑш ҫӑвне ҫиет, ҫав чуна хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗҫ;
26
хӑвӑр килӗр-ҫуртӑрсенче нимӗнле юн та — вӗҫен кайӑк юнне те, выльӑх юнне те — ан ҫийӗр;
27
кам та кам мӗнле те пулин юн ҫисессӗн, ҫав чуна хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗҫ, тенӗ.
28
Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:
29
Израиль ывӑлӗсене кала: кам Ҫӳлхуҫа умне канӑҫлӑх парни илсе пырать, ҫавӑн канӑҫлӑх парнийӗн пайне Ҫӳлхуҫана кӳрес пулать;
30
унӑн Ҫӳлхуҫана хӑйӗн аллипе парне кӳмелле: ӑмӑрӗпе ҫӑвне [тата пӗверӗ ҫинчи ҫу ҫурхахне] памалла, ӑмӑрне Ҫӳлхуҫа умӗнче силлентерсе памалла;
31
ҫӑвне священник парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса ярӗ, ӑмӑрӗ Ааронпа унӑн ывӑлӗсене тивӗҫлӗ;
32
хӑвӑрӑн канӑҫлӑх парнийӗн сылтӑм хулне, ҫӗклентерсе кӳнӗ парнене, священника парӑр:
33
канӑҫлӑх парнийӗн юнӗпе ҫӑвне Аарон ывӑлӗсенчен хӑшӗ кӳрет, сылтӑм хулӗ ҫавӑн пайӗ пулать;
34
мӗншӗн тесессӗн Эпӗ Израиль ывӑлӗсенӗн канӑҫлӑх парнинчен силлентерсе кӳнӗ ӑмӑрне тата ҫӗклентерсе кӳнӗ хулне илетӗп те вӗсене Аарон священникпа унӑн ывӑлӗсене Израиль ывӑлӗсенчен ӗмӗрлӗхе пай туса паратӑп, тенӗ.
35
Аарон пайӗпе унӑн ывӑлӗсен пайӗ — ҫакӑ, вӗсем священник ӗҫне туса тӑма Ҫӳлхуҫа умне тӑнӑ кунран пуҫласа Ҫӳлхуҫана кӳнӗ парнесенчен вӗсене тивӗҫлӗ пайӗ — ҫакӑ,
36
ҫакна вӗсене ҫу сӗрсе суйланӑ кунран пуҫласа Израиль ывӑлӗсенчен парса тӑма Ҫӳлхуҫа хушнӑ. Ҫакӑ вӗсен йӑхӗ-кӑкӗнче ӗмӗрлӗхе пымалли йӗрке.
37
Пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне, тырӑ-пулӑ парни, ҫылӑх парни, ӳкӗнӗҫ парни, священника Турра халалланӑ чухне кӳмелли парне тата канӑҫлӑх парни памалли саккун — ҫакӑ,
38
ӑна Ҫӳлхуҫа Моисее Синай тӑвӗ ҫинче, Синай пушхирӗнче Израиль ывӑлӗсене Ҫӳлхуҫана парне кӳме хушнӑ чухне панӑ.
← Chapter 6
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 8 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27