bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Leviticus 24
Leviticus 24
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 23
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 25 →
1
Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:
2
Израиль ывӑлӗсене хӑвӑн патна ҫапса юхтарнӑ чи паха йывӑҫ ҫӑвӗ илсе килме хуш: ҫутӑ ҫутмалли ҫутаткӑҫ пӗр чарӑнмасӑр ҫунса тӑтӑр;
3
ӑна Аарон [тата унӑн ывӑлӗсем] Турӑ ирӗкне пӗлтерекен саккун арчи умӗнчи чаршав тулашне, пуху чатӑрне Ҫӳлхуҫа умне лартса, каҫран пуҫласа ирччен яланах ҫунтарса тӑмалла; ҫакӑ сирӗншӗн сыпӑкран сыпӑка пымалли ӗмӗрлӗхе хунӑ йӗрке;
4
ҫутаткӑҫа вӗсен Ҫӳлхуҫа умне яланах таса шантал ҫине лартмалла.
5
Тулӑ ҫӑнӑхӗ ил те унран вуникӗ ҫӑкӑр пӗҫер; кашни ҫӑкӑрӗнче ефан иккӗ вуннӑмӗш пайӗ пулмалла;
6
вӗсене Ҫӳлхуҫа умне таса сӗтел ҫине икӗ пая уйӑрса ултшарӑн купаласа хур;
7
[кашни] купи ҫине таса ливан [тата тӑвар] хур, ҫакӑ ҫӑкӑрпа пӗрле пулӗ, асра тытмалли, Ҫӳлхуҫана кӳмелли парне пулӗ;
8
ҫакна яланах шӑматкунсерен Израиль ывӑлӗсенчен илсе Ҫӳлхуҫа умне хумалла: ку ӗмӗрлӗхе хунӑ йӗрке;
9
вӑл Ааронпа унӑн ывӑлӗсене пулӗ, Ааронпа унӑн ывӑлӗсем ӑна сӑваплӑ ҫӗрте ҫийӗҫ, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫана панӑ парнесенчен ҫакӑ — вӗсемшӗн аслӑ сӑваплӑ япала: ку ӗмӗрлӗхе хунӑ йӗрке, тенӗ.
10
Пӗр Израиль хӗрарӑмӗн Египет ҫыннинчен ҫуралнӑ ывӑлӗ Израиль ывӑлӗсем патне пынӑ, ҫав Израиль хӗрарӑмӗн ывӑлӗ тапӑрта Израиль ҫыннипе хирӗҫсе кайнӑ;
11
Израиль хӗрарӑмӗн ывӑлӗ [Ҫӳлхуҫа] ятне хурланӑ, усал сӑмахсем каланӑ. Ӑна Моисей патне илсе пынӑ [унӑн амӑшӗ Саломиф ятлӑ пулнӑ, вӑл Дан ӑрӑвӗнчен тухнӑ Даврий хӗрӗ пулнӑ];
12
вӗсене Ҫӳлхуҫа ирӗкне пӗлтериччен ҫак Израиль хӗрарӑмӗн ывӑлне хупса лартнӑ.
13
Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:
14
усал калаҫнӑ ҫынна тапӑр тулашне илсе тух та, вӑл каланине илтекенсем пурте аллисене унӑн пуҫӗ ҫине хуччӑр, вара пӗтӗм халӑх ӑна чулпа персе вӗлертӗр;
15
Израиль ывӑлӗсене кала: кам хӑйӗн Туррине хурласа калаҫать, ҫавӑ хӑйӗн ҫылӑхне хӑй ҫине илет;
16
Ҫӳлхуҫа ятне хур тӑвакан вилме тивӗҫлӗ, ӑна пӗтӗм халӑх чулпа персе вӗлерӗ: вӑл ютран килнӗ ҫын-и е ҫак ҫӗрти ҫынах-и, [Ҫӳлхуҫа] ятне хурлать пулсассӑн, ӑна вӗлерме тытса парӗҫ.
17
Кам пӗр-пӗр ҫынна вӗлерет, ӑна вӗлерме тытса парӗҫ.
18
Кам выльӑха вӗлерет, вӑл уншӑн тӳлеме тивӗҫ, выльӑхшӑн выльӑх памалла.
19
Кам йӑхташӗн ӳтне сиен тӑвать, ӑна та, хӑй мӗн тунӑ, ҫавнах тумалла:
20
амантнӑшӑн амантмалла, куҫшӑн — куҫ, шӑлшӑн — шӑл; вӑл ҫыннӑн ӳтне епле сиен тунӑ, ӑна та ҫаплах тумалла.
21
Кам выльӑха вӗлерет, вӑл уншӑн тӳлеме тивӗҫ; кам ҫынна вӗлерет, ӑна хӑйне вӗлерме тытса памалла.
22
Ютран килнӗ ҫыншӑн та, ҫак ҫӗрти ҫыншӑн та сирӗн пӗр сут пулмалла: Эпӗ Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр, тенӗ.
23
Моисей Израиль ывӑлӗсене каласа панӑ; вара усал сӑмах каланӑ ҫынна тапӑр тулашне илсе тухнӑ та чулпа персе вӗлернӗ, Израиль ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ пек тунӑ.
← Chapter 23
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 25 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27