bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Leviticus 15
Leviticus 15
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 14
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 16 →
1
Ҫӳлхуҫа Моисейпе Аарона ҫапла тесе каланӑ:
2
Израиль ывӑлӗсене пӗлтерӗр, вӗсене калӑр: камӑн та пулин ӳтӗнчен юхса тухсассӑн, ҫав ҫын хӑйӗнчен юхса тухнине пула таса мар.
3
Ҫын хӑйӗнчен юхса тухнине пула тасамарланни ҫинчен калакан [саккун] акӑ ҫакӑ: унӑн ӳтӗнчен юхса тухаканни юхать пулсассӑн е ҫав юхаканни ӳтӗнче чарӑнса-тытӑнса тӑрать пулсассӑн, ҫакӑ унӑн тасамарлӑхӗ пулать;
4
ҫавӑн пек ҫын выртнӑ кирек мӗнле вырӑн та таса мар; кирек мӗнле япала та, ун ҫине [вӑрлӑхӗ юхакан ҫын] ларсассӑн, таса мар;
5
кам унӑн ҫывӑрмалли вырӑнне сӗртӗнет, ҫавӑн тумтирне ҫуса тасатмалла, хӑйӗн шывпа ҫӑвӑнмалла, вӑл каҫченех таса мар пулӗ;
6
кам та кам ӳтӗнчен юхтарса ҫӳрекен чирлӗ ҫын ларнӑ пӗр-пӗр япала ҫине ларать, ҫавӑн тумтирне ҫуса тасатмалла, хӑйӗн шывпа ҫӑвӑнмалла, вӑл каҫченех таса мар пулӗ;
7
кам та кам юхтарса ҫӳрекен ҫыннӑн ӳтне сӗртӗнет, ҫавӑн тумтирне ҫуса тасатмалла, хӑйӗн шывпа ҫӑвӑнмалла, вӑл каҫченех таса мар пулӗ;
8
юхтарса ҫӳрекен чирлӗ ҫын таса ҫын ҫине сурсассӑн, таса пулнӑ ҫыннин тумтирне ҫуса тасатмалла, хӑйӗн шывпа ҫӑвӑнмалла, вӑл каҫченех таса мар пулӗ;
9
кирек мӗнле лав та, ун ҫинче юхтарса ҫӳрекен ҫын ларса пынӑ пулсассӑн, [каҫченех] таса мар [пулӗ];
10
ҫав чирлӗ ҫын айӗнче пулнӑ пӗр-пӗр япалана сӗртӗнсессӗн, кирек кам та каҫченех таса мар пулӗ; ҫав япалана ҫӗклесе каякан ҫыннӑн хӑйӗн тумтирне ҫуса тасатмалла, хӑйӗн шывпа ҫӑвӑнмалла, вӑл каҫченех таса мар пулӗ;
11
юхтарса ҫӳрекен чирлӗ ҫын, аллине шывпа ҫумасӑр кама та пулин сӗртӗнсессӗн, ҫав ҫыннӑн хӑйӗн тумтирне ҫуса тасатмалла, хӑйӗн шывпа ҫӑвӑнмалла, вӑл каҫченех таса мар пулӗ;
12
юхтарса ҫӳрекен чирлӗ ҫын тӑм савӑта сӗртӗнсессӗн, ӑна ҫӗмӗрмелле, йывӑҫ савӑт-сапана кирек хӑшне те шывпа ҫумалла, [вара таса пулӗ].
13
Юхтарса ҫӳрекен чирлӗ ҫыннӑн юхса тухаканни чарӑнсассӑн, унӑн хӑйне тасатмашкӑн ҫичӗ кун картса хумалла, хӑйӗн тумтирне ҫуса тасатмалла, ӳт-тирне ҫӑл шывӗпе ҫумалла, вара таса пулӗ;
14
саккӑрмӗш кунне вӑл икӗ улатӑпа е икӗ ҫамрӑк кӑвакарчӑн илӗ те, Ҫӳлхуҫа умне пуху чатӑрне кӗмелли вырӑна пырса, вӗсене священника парӗ;
15
священник ҫав вӗҫен кайӑксенчен пӗрне ҫылӑх парни кӳрӗ, тепӗрне пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрӗ, юхса ҫӳренинчен священник ӑна Ҫӳлхуҫа умӗнче тасатӗ.
16
Камӑн та пулин вӑрлӑхӗ юхса тухсассӑн, унӑн пӗтӗм ӳтне шывпа ҫуса тасатмалла, вӑл каҫченех таса мар пулӗ;
17
кирек мӗнле тумтире те, кирек мӗнле сӑран япалана та, вӗсем ҫине вӑрлӑх лексессӗн, шывпа ҫуса тасатмалла, вӗсем каҫченех таса мар пулӗҫ;
18
хӗрарӑмпа выртсассӑн арҫыннӑн вӑрлӑхӗ юхса тухрӗ пулсассӑн, вӗсен шывпа ҫӑвӑнмалла, вӗсем каҫченех таса мар пулӗҫ.
19
Хӗрарӑмӑн юн кайнӑ кунӗсем пулсассӑн, унӑн хӑй тасалса ҫитиччен ҫичӗ кун килте лармалла, ун ҫумне сӗртӗнсессӗн кирек кам та каҫченех таса мар пулӗ;
20
хӑй тасалнӑ вӑхӑтра вӑл мӗн ҫине выртӗ, ҫавӑ пӗтӗмпех таса мар; мӗн ҫине ларӗ, ҫавӑ та пӗтӗмпех таса мар;
21
вӑл выртакан вырӑна сӗртӗнсессӗн, кирек камӑн та хӑйӗн тумтирне ҫуса тасатмалла, хӑйӗн шывпа ҫӑвӑнмалла, вӑл каҫченех таса мар пулӗ;
22
вӑл ларнӑ пӗр-пӗр япала ҫумне сӗртӗнсессӗн, кирек камӑн та хӑйӗн тумтирне ҫуса тасатмалла, хӑйӗн шывпа ҫӑвӑнмалла, вӑл каҫченех таса мар пулӗ;
23
кам та пулин унӑн вырӑнӗ ҫинчи е вӑл ларнӑ ҫӗрти пӗр-пӗр япалана сӗртӗнсессӗн, каҫченех таса мар пулӗ;
24
упӑшки унпа выртса ҫывӑрас пулсассӑн, арӑмӗн тасамарлӑхӗ упӑшки ҫинче пулӗ; вӑл ҫичӗ кун таса мар пулӗ, вӑл выртакан кирек мӗнле вырӑн та таса мар пулӗ.
25
Хӗрарӑмӑн тасалмалли вӑхӑтра ҫеҫ мар, ахаль чухнех чылай кун хушши юн юхать пулсассӑн е тата тасалмалли вӑхӑтӗнче юн юхни вӑраха кайсассӑн, вӑл ахаль кунсенче юн кайнӑ чухне те, тасалмалли вӑхӑтӗнче юн кайнӑ чухне те таса мар;
26
вӑл ахаль кунсенче юн юхнӑ чухне выртакан кирек мӗнле вырӑн та, тасалмалли вӑхӑтӗнче выртнӑ вырӑн пекех, таса мар пулӗ; кирек мӗнле япала та, ун ҫине вӑл ларас пулсассӑн, тасалмалли вӑхӑтӗнчи пек таса мар пулӗ;
27
вӗсене сӗртӗнекен кирек кам та таса мар пулӗ: ҫав ҫыннӑн хӑйӗн тумтирне ҫуса тасатмалла, хӑйӗн шывпа ҫӑвӑнмалла, вӑл каҫченех таса мар пулӗ.
28
Тасамарлӑхӗ юхма чарӑнсассӑн, хӗрарӑмӑн хӑйӗн валли ҫичӗ кун картса хумалла, кайран вара таса пулӗ;
29
саккӑрмӗш кунне вӑл икӗ улатӑпа е икӗ ҫамрӑк кӑвакарчӑн илӗ те вӗсене священник патне пуху чатӑрне кӗмелли вырӑна илсе пырӗ;
30
священник вӗҫен кайӑксенчен пӗрне ҫылӑх парни кӳрӗ, тепӗрне пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳрӗ, вара священник ӑна тасамарлӑхӗ юхнинчен Ҫӳлхуҫа умӗнче тасатӗ.
31
Израиль ывӑлӗсене хӑйсен тасамарлӑхӗнчен ҫапла сыхлантарса тӑрӑр: вӗсем Манӑн хӑйсем хушшинчи ҫуртӑма ирсӗрлентерсе хӑйсен тасамарлӑхӗпех вилсе ан кайччӑр.
32
Юхтарса ҫӳрекен ҫын ҫинчен, вӑрлӑхӗ юхса тухнипе тасамарланнӑ арҫын ҫинчен,
33
тасалнӑ чухне асапланакан хӗрарӑм ҫинчен, юхакан чирпе аптӑракан арҫын е хӗрарӑм ҫинчен, таса мар арӑмӗпе выртса ҫывӑракан упӑшки ҫинчен хунӑ саккун ҫакӑ ӗнтӗ, тенӗ.
← Chapter 14
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 16 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27