bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Leviticus 19
Leviticus 19
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 18
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 20 →
1
Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:
2
Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм халӑхне пӗлтер, кала вӗсене: сӑваплӑ пулӑр, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр, сӑваплӑ.
3
Кашнийӗ хӑйӗн амӑшӗнчен, хӑйӗн ашшӗнчен хӑратӑр, Манӑн шӑматкунӑмсене уяса тӑтӑр. Эпӗ Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр.
4
Йӗрӗхсем енне ан ҫаврӑнӑр, хӑвӑр валли шӑратса кӑларнӑ турӑсем ан тӑвӑр. Эпӗ Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр.
5
Ҫӳлхуҫана канӑҫлӑх парни кӳрес пулсассӑн, ӑна хӑвӑр валли ырӑлӑх тупма кӳрӗр:
6
ӑна парне кӳнӗ кунпа тепӗр кунне ҫимелле, виҫҫӗмӗш куна юлнине вут-ҫулӑм ҫинче ҫунтарса ямалла;
7
кам та пулсан ӑна виҫҫӗмӗш кунне ҫисессӗн, ку ирсӗр ӗҫ, ку юрӑхлӑ пулас ҫук;
8
ӑна ҫиекенӗ хӑй ҫине ҫылӑх илӗ, мӗншӗн тесессӗн вӑл Ҫӳлхуҫан сӑваплӑ япалине ирсӗрлетнӗ, ҫак чуна хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗҫ.
9
Хӑвӑр ҫӗрӗр ҫинче тырӑ вырнӑ чухне ану хӗрринех вырса ан тух, тӑкӑнса юлнӑ тырруна ан пуҫтар,
10
иҫӗм пахчинчен ҫырлине пӗтӗмпех пуҫтарса ан ил, тӑкӑннӑ ҫырлине те пахчаран ан пуҫтар; ӑна чухӑн ҫын валли, ютран килнӗ ҫын валли хӑвар. Эпӗ Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр.
11
Ан вӑрлӑр, ан суеҫтерӗр, пӗр-пӗрне ан улталӑр.
12
Манӑн ятӑмпа суя тупа ан тӑвӑр, хӑвӑн Турру ятне хисепрен ан кӑлар. Эпӗ Ҫӳлхуҫа [сирӗн Туррӑр].
13
Ҫывӑх ҫыннуна ан кӳрентер, ан ҫарат. Тара тытса ӗҫлеттернӗ ҫынна тӳлемелли хак санра ирччен ан тӑтӑр.
14
Хӑлхасӑр ҫынна хурласа ан калаҫ, суккӑр умне ӑна такӑнтарса ӳкерме нимӗн те ан хур; [Ҫӳлхуҫаран,] хӑвӑн Туррунтан хӑра. Эпӗ Ҫӳлхуҫа [сирӗн Туррӑр].
15
Сутра тӗрӗс мар ӗҫ ан тӑвӑр; мӗскӗне ан тапта, аслӑ ҫынна юрама ан тӑрӑш; йӑхташна тӳррипе сут ту.
16
Хӑвӑн халӑху хушшинче сӑмах сарса ҫӳрекен ан пул, ҫывӑх ҫыннун пурӑнӑҫне пӗтерме ан ҫӗклен. Эпӗ Ҫӳлхуҫа [сирӗн Туррӑр].
17
Хӑвӑн тӑванна ӑшӑнта кураймасӑр ан ҫӳре; йӑхташна питле, уншӑн сана ҫылӑх пулмӗ.
18
Хӑвӑн халӑхун ывӑлӗсене усалпа ан тавӑр, вӗсене хаяр ан сун, хӑвӑн ҫывӑх ҫыннуна хӑвна ху юратнӑ пек юрат. Эпӗ Ҫӳлхуҫа [сирӗн Туррӑр].
19
Эпӗ панӑ йӗркесене тытса тӑрӑр; хӑвӑн выльӑхна урӑх ӑрупа ан пӗрлештер; хӑвӑн хирне икӗ тӗрлӗ вӑрлӑх ан ак; тӗрлӗ ҫипрен, ҫӑм ҫиппипе йӗтӗн ҫиппинчен, хутӑштарса тӗртсе тунӑ тумтир ан тӑхӑн.
20
Кам та пулин хӗрарӑмпа ҫывӑрсассӑн, хӗрарӑмӗ качча кайма ҫураҫса хунӑ хӑрхӑм пулсассӑн, анчах та ӑна ирӗке кӑларма уншӑн тӳлесе ӗлкӗреймен е ирӗке кӑларма ӗлкӗреймен пулсассӑн, вӗсене хаса памалла, анчах вӗлермелле мар, мӗншӗн тесессӗн вӑл ирӗкри хӗрарӑм мар;
21
арҫынӗ пуху чатӑрӗн алӑкӗ умне Ҫӳлхуҫана кӳме ӳкӗнӗҫ парни — хӑйӗн ӳкӗнӗҫ парнийӗ валли така — илсе пытӑр;
22
священник ӑна хӑй тунӑ ҫылӑхӗнчен Ҫӳлхуҫа умӗнче ӳкӗнӗҫ такипе тасатӗ, вара ӑна ҫылӑха кӗртнӗ ҫылӑхӗ каҫарӑнӗ.
23
Эсир, [хӑвӑра Ҫӳлхуҫа Турӑ парас] ҫӗре ҫитсессӗн, унта ҫимӗҫ ӳстерекен пӗр-пӗр йывӑҫ лартсассӑн, унӑн ҫимӗҫне касман ҫимӗҫ вырӑнне хурӑр: вӗсене виҫӗ ҫулччен касман ҫимӗҫ вырӑнне хурас пулать, вӗсене ҫимелле мар;
24
тӑваттӑмӗш ҫулхине унӑн мӗнпур ҫимӗҫне Ҫӳлхуҫа уявӗсене халалласа памалла;
25
пиллӗкмӗш ҫул эсир унӑн ҫимӗҫне ҫиме пултаратӑр, вӑл ӳстернӗ пӗтӗм ҫимӗҫе хӑвӑр валли пуҫтарса илме те юрать. Эпӗ Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр.
26
Юнпа ан ҫийӗр; вӗрӳ-суру ан тӑвӑр, юмӑҫ ан пӑхӑр.
27
Ҫӳҫӗре йӗри-таврах касса ан тухӑр, сухалу вӗҫне касса ан пӑс.
28
Вилнӗ ҫыншӑн хӑвӑр ӳтӗре каскаласа ан пӗтерӗр, хӑвӑр ҫине шӑтарса ан ҫырӑр. Эпӗ Ҫӳлхуҫа [сирӗн Туррӑр].
29
Хӑвӑн хӗрне аскӑнланма ирӗк парса ӑна ан ирсӗрлет, ҫӗр аскӑнланса ан кайтӑр, ҫӗр аскӑнлӑхпа ан тултӑр.
30
Манӑн шӑматӑмсене уяса тӑрӑр, Манӑн сӑваплӑ вырӑнӑма хисеплӗр. Эпӗ Ҫӳлхуҫа.
31
Вилнӗ ҫынсене чӗнсе илекенсем патне ан кайӑр, асамҫӑсем патне ан ҫӳрӗр, хӑвӑра хӑвӑр вӗсенчен ирсӗрленме ан парӑр. Эпӗ Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр.
32
Ҫӳҫӗ шуралнӑ ҫын умӗнче ура ҫине тӑр, ватӑ ҫынна хисепле, [Ҫӳлхуҫаран] хӑвӑн Туррунтан хӑраса тӑр. Эпӗ Ҫӳлхуҫа [сирӗн Туррӑр].
33
Ютран килнӗ ҫын сирӗн ҫӗрӗре вырӑнаҫсан, ӑна ан хӗсӗрлӗр:
34
сирӗн хушшӑра вырӑнаҫнӑ ютран килнӗ ҫын сирӗншӗн ҫак ҫӗрти ҫын пекех пултӑр; ӑна хӑвна юратнӑ пекех юрат, мӗншӗн тесессӗн эсир хӑвӑр та Египет ҫӗрӗнче ютран пынӑ ҫынсем пулнӑ. Эпӗ Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр.
35
Сутра, виҫсе панӑ чухне, виҫепе виҫнӗ чухне ан улталӑр:
36
сирӗн виҫӗрсем, виҫе пуканӗсем тӗрӗс пулччӑр, ефа та, гин та тӗрӗс пулччӑр. Эпӗ Ҫӳлхуҫа, сире Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ Туррӑр.
37
Манӑн мӗнпур йӗркене, Манӑн мӗнпур саккуна тытса пурӑнӑр, вӗсене туса тӑрӑр. Эпӗ Ҫӳлхуҫа [сирӗн Туррӑр], тенӗ.
← Chapter 18
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 20 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27