bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Leviticus 23
Leviticus 23
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 22
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 24 →
1
Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:
2
Израиль ывӑлӗсене пӗлтер, вӗсене Ҫӳлхуҫанӑн сӑваплӑ пуху чӗнсе пуҫтармалли уявӗсем ҫинчен каласа пар. Манӑн уявӑмсем ҫаксем:
3
ултӑ кун ӗҫ тума юрать, ҫиччӗмӗш кун канӑҫлӑх шӑмачӗ, сӑваплӑ пуху кунӗ; нимӗнле ӗҫ те ан тӑвӑр; ку — сирӗн пур килӗр-ҫуртӑршӑн та Ҫӳлхуҫанӑн шӑматкунӗ.
4
Ҫӳлхуҫа уявӗсем, сирӗн кӑтартса хунӑ вӑхӑтра чӗнсе пуҫтармалли сӑваплӑ пухусем, ҫаксем:
5
пӗрремӗш уйӑхра, уйӑхӑн вунтӑваттӑмӗш [кунӗнче,] каҫхине Ҫӳлхуҫа Пасхи;
6
ҫав уйӑхрах вунпиллӗкмӗш кунӗнче Ҫӳлхуҫа ячӗпе — тутлӑлла ҫӑкӑр уявӗ; ҫичӗ кунччен тутлӑлла ҫӑкӑр ҫийӗр;
7
пӗрремӗш кунӗнче сирӗн сӑваплӑ пуху пултӑр; нимӗнле ӗҫ те ан ӗҫлӗр;
8
ҫичӗ кун хушши Ҫӳлхуҫана парне кӳрсе тӑрӑр; ҫиччӗмӗш кунне каллех сӑваплӑ пуху пултӑр; нимӗнле ӗҫ те ан ӗҫлӗр, тенӗ.
9
Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:
10
Израиль ывӑлӗсене пӗлтер, вӗсене кала: эсир Эпӗ сире паракан ҫӗре ҫитсессӗн, унта тырӑ выра пуҫласассӑн, хӑвӑр малтан вырнӑ кӗлтӗре священник патне илсе пырӑр;
11
сире ырӑлӑх кӳме вӑл ҫав кӗлтене Ҫӳлхуҫа умӗнче силлентерсе кӳрӗ; священник ӑна уявӑн тепӗр кунне силлентерсе кӳрӗ;
12
силлентерсе кӗлте кӳнӗ кун пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана парне — айӑпсӑр пӗр ҫулхи путек — кӳрӗр,
13
тата унпа пӗрле тырӑ-пулӑ парни кӳме пӗр ефа тулӑ ҫӑнӑхӗн иккӗ вуннӑмӗш пайне илсе ӑна йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарӑр та, ун ҫине чӗрӗк гин эрех юхтарса, Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ, ырӑ шӑршӑллӑ парне кӳрӗр;
14
хӑвӑр Туррӑра ҫакӑ парнесене кӳмелли кунччен нимӗнле ҫӗнӗ ҫӑкӑр та, типӗтнӗ тырӑ пӗрчисем те, чӗрӗ пӗрчӗсем те ан ҫийӗр: ҫакӑ сирӗн пӗтӗм килӗр-ҫуртӑрта сыпӑкран сыпӑка тытса пымалли ӗмӗрлӗхе хунӑ йӗрке.
15
Уяв хыҫҫӑнхи пӗрремӗш кунран пуҫласа, кӗлтене силлентерсе кӳнӗ кунран пуҫласа, ҫичӗ тулли эрне шутласа илӗр;
16
ҫиччӗмӗш эрне вӗҫленнӗ кунран пуҫласа малтанхи куна ҫитиччен аллӑ кун шутласа илӗр, ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫана каллех тырӑ-пулӑ парни кӳрӗр:
17
силлентерсе кӳмешкӗн килсерен икӗ ҫӑкӑр парӑр, вӗсене пӗр ефа тулӑ ҫӑнӑхӗн иккӗ вуннӑмӗш пайне илсе пӗҫермелле, Ҫӳлхуҫана кӳмелли малтанхи ҫимӗҫ тесе вӗсене йӳҫӗтсе пӗҫермелле;
18
ҫӑкӑрсемпе пӗрле айӑпсӑр пӗр ҫулхи ҫичӗ путек, шултӑра выльӑхран пӗр пӑру илсе пырӑр тата [айӑпсӑр] икӗ така илсе пырӑр; ҫакӑ пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана кӳмешкӗн пултӑр, тата тырӑ-пулӑ парни, ун ҫине юхтармалли кӳрӗр, Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ, ырӑ шӑршӑллӑ парне пултӑр.
19
[Малтанхи ҫимӗҫ ҫӑкӑрӗпе пӗрле] ҫылӑх парни кӳме качака кӗтӗвӗнчен пӗр качака таки хатӗрлӗр, канӑҫлӑх парни кӳме пӗр ҫулхи икӗ путек хатӗрлӗр;
20
ҫакна священник силлентерсе кӳрекен малтанхи ҫимӗҫ ҫӑкӑрӗсемпе пӗрле, икӗ путекпе пӗрле Ҫӳлхуҫа умӗнче силлентерсе кӳмелле, вӑл вара Ҫӳлхуҫана панӑ сӑваплӑ япала пулӗ; [ҫакӑ ӗнтӗ парне кӳрекен] священника [тивӗҫлӗ];
21
ҫав кун халӑха чӗнсе пуҫтарӑр, сирӗн сӑваплӑ пуху пултӑр, нимӗнле ӗҫ те ан ӗҫлӗр: ҫакӑ сирӗн пур килӗр-ҫуртӑрта сыпӑкран сыпӑка пымалли ӗмӗрлӗхе хунӑ йӗрке.
22
Хӑвӑр ҫӗрӗр ҫинче тырӑ вырма тытӑнсассӑн, вырнӑ чухне ану хӗрринех вырса ан тух, тӑкӑнса юлнӑ тырруна та ан пуҫтар; ӑна чухӑн валли, ютран килнӗ ҫын валли хӑвар. Эпӗ Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр, тенӗ.
23
Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:
24
Израиль ывӑлӗсене кала: ҫиччӗмӗш уйӑхра, уйӑхӑн пӗрремӗш [кунӗнче], сирӗн канӑҫ пултӑр, [сирӗн] трупа уявӗ, сӑваплӑ пуху [пултӑр];
25
нимӗнле ӗҫ те ан ӗҫлӗр, Ҫӳлхуҫана парне кӳрӗр, тенӗ.
26
Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:
27
ҫак ҫиччӗмӗш уйӑхӑн тӑххӑрмӗш [кунӗнче те] тасалмалли кун, сирӗн сӑваплӑ пуху пултӑр; чунӑра йӑвашлантарӑр, Ҫӳлхуҫана парне кӳрӗр;
28
ҫак кун нимӗнле ӗҫ те ан ӗҫлӗр, вӑл — тасалмалли кун, сире Ҫӳлхуҫа Туррӑр умӗнче тасатмашкӑн панӑ кун;
29
ҫакӑ кун хӑйне йӑвашлантарман кирек хӑш чуна та хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗҫ;
30
ҫакӑ кун пӗр-пӗр чун мӗнле те пулин ӗҫ тусассӑн, Эпӗ ҫав чуна хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗп;
31
нимӗнле ӗҫ те ан ӗҫлӗр: ҫакӑ сирӗн пур килӗр-ҫуртӑрта сыпӑкран сыпӑка пымалли ӗмӗрлӗхе хунӑ йӗрке;
32
ку вӑл сирӗншӗн канӑҫлӑх шӑмачӗ, уйӑхӑн тӑххӑрмӗш [кунӗн] каҫӗнчен пуҫласа хӑвӑр чунӑра йӑвашлантарӑр; уйӑхӑн тӑххӑрмӗш кунӗн каҫӗнчен пуҫласа [уйӑхӑн вуннӑмӗш кунӗн] каҫӗччен хӑвӑр шӑматӑра уявлӑр, тенӗ.
33
Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:
34
Израиль ывӑлӗсене кала: ҫав ҫиччӗмӗш уйӑхрах вунпиллӗкмӗш кунӗнчен пуҫласа Ҫӳлхуҫашӑн ҫичӗ кун хушши хӳшӗ уявӗ тӑвӑр;
35
пӗрремӗш кунӗнче сӑваплӑ пуху пултӑр, нимӗнле ӗҫ те ан ӗҫлӗр;
36
ҫичӗ кун хушши Ҫӳлхуҫана парне кӳрӗр; саккӑрмӗш кунне сирӗн сӑваплӑ пуху пултӑр, Ҫӳлхуҫана парне кӳрӗр: ку — уявпа сывпуллашни, нимӗнле ӗҫ те ан ӗҫлӗр.
37
Ҫӳлхуҫа уявӗсем ҫаксем ӗнтӗ: ҫав уявсенче сӑваплӑ пуху чӗнсе пуҫтарса Ҫӳлхуҫана парнесем — пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парне, тырӑ-пулӑ парни, пуснӑ парнесем, юхтармалли парнесем — кӳмелле, кашни кунӗнче хӑйӗн парнисене кӳмелле,
38
сирӗн ҫак парнесене Ҫӳлхуҫа шӑматкунӗ кӳрекен парнесем ҫумне, хӑвӑр парнӗрсем, сӑмах панипе, тимлӗ пулнипе кӳрекен парнӗрсем ҫумне хушса памалла.
39
Ҫиччӗмӗш уйӑхӑн вунпиллӗкмӗш кунӗнче, эсир ҫӗр ӳстернӗ ҫимӗҫсене пуҫтарнӑ чухне, Ҫӳлхуҫа уявне ҫичӗ кун уявлӑр: пӗрремӗш кунӗнче те канӑҫ, саккӑрмӗш кунӗнче те канӑҫ;
40
пӗрремӗш кунӗнче илемлӗ йывӑҫ турачӗсем, пальма турачӗсем, сарлака ҫулҫӑллӑ йывӑҫ турачӗсем, шыв хӗрринче ӳсекен хӑва турачӗсем илӗр те Ҫӳлхуҫа Туррӑр умӗнче ҫичӗ кунччен хӗпӗртесе савӑнӑр;
41
Ҫӳлхуҫанӑн ҫак уявне ҫулталӑкра ҫичӗ кун хушши уявлӑр: ҫакӑ сирӗншӗн сыпӑкран сыпӑка пымалли ӗмӗрлӗхе хунӑ йӗрке; ӑна ҫиччӗмӗш уйӑхра уявлӑр;
42
ҫичӗ кун хӳшӗре пурӑнӑр; ҫак ҫӗрте пурӑнакан кирек хӑш Израиль ҫынни те хӳшӗре пурӑнмалла:
43
Израиль ывӑлӗсене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухсассӑн, Эпӗ вӗсене хӳшӗсене вырӑнаҫтарнине сирӗн йӑхӑрсем пӗлсе тӑччӑр. Эпӗ Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр, тенӗ.
44
Моисей вара Израиль ывӑлӗсене Ҫӳлхуҫа уявӗсем ҫинчен каласа пӗлтернӗ.
← Chapter 22
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 24 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27