bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Leviticus 13
Leviticus 13
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 12
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 14 →
1
Ҫӳлхуҫа Моисейпе Аарона ҫапла тесе каланӑ:
2
камӑн та пулин ӳт-тирӗ ҫине шыҫӑ е тимре, е шатра тухса ӳт-тирӗ ҫинче тилҫе суранӗ евӗрлӗ пулса кайсассӑн, ӑна Аарон священник патне е унӑн пӗр-пӗр ывӑлӗ патне, священник патне, илсе каймалла;
3
священник унӑн ӳт-тирӗ ҫинчи суран чирне тӗрӗслесе пӑхӗ, суранӗ ҫинчи ҫӑмӗ шуралса кайнӑ пулсассӑн, суранӗ ӳте ҫисе шалалла кайнӑ пулсассӑн, вӑл — тилҫе суранӗ; священник ҫак ҫынна тӗплӗн пӑхса тухӗ те ӑна таса мар тейӗ.
4
Унӑн ӳт-тирӗ ҫинче шурӑ пӑнчӑ пулсассӑн, анчах вӑл ӳт ӑшне шалалла кайман пулсассӑн, ҫӑмӗ те шуралман пулсассӑн, священникӑн ҫав суранлӑ ҫынна ҫичӗ куна хупса лартмалла;
5
ҫиччӗмӗш кунне священникӑн ӑна тепӗр хут тӗрӗслесе пӑхӗ, эхер те суранӗ унчченхи пекех пулсассӑн, ӳт тӑрӑх сарӑлмасть пулсассӑн, священник ӑна тата ҫичӗ куна хупса лартмалла;
6
ҫиччӗмӗш кунне священник ӑна каллех тӗрӗслесе пӑхӗ, эхер те суранӗ палӑрсах каймасть пулсассӑн, суранӗ ӳт тӑрӑх сарӑлса кайман пулсассӑн, священникӑн ку ҫынна таса темелле: ку — тимре, ҫав ҫын хӑйӗн тумтирне ҫуса тасаттӑр та вара таса пулӗ.
7
Священник патне тасалма пырса кайнӑ хыҫҫӑн тимре унӑн ӳчӗ тӑрӑх сарӑла пуҫласассӑн, унӑн тепӗр хут священник патне пымалла;
8
тимре унӑн ӳчӗ тӑрӑх сарӑлнине курсассӑн, священник ӑна таса мар тейӗ: ку — тилҫе.
9
Камӑн та пулин ӳчӗ ҫинче тилҫе пулсассӑн, ӑна священник патне илсе пымалла;
10
священник ӑна пӑхса тухӗ, ӳчӗ ҫинчи шыҫҫи шурӑ пулсассӑн, ҫӑмӗ те шуралнӑ пулсассӑн, шыҫӑ какайланса тӑрать пулсассӑн,
11
ку — унӑн ӳчӗ ҫинче тахҫанах пуҫланнӑ тилҫе; священник ҫав ҫынна таса мар тейӗ те хупса лартӗ, мӗншӗн тесессӗн вӑл таса мар.
12
Тилҫи ҫын ӳт-тирӗ ҫинче ҫеҫкеленсе каяс пулсассӑн, унӑн пӗтӗм ӳтне пуҫ тӳпинчен пуҫласа ури патне ҫитичченех, священник куҫӗ курма пултарнӑ таранах, хупласа илес пулсассӑн,
13
священник унӑн пӗтӗм ӳтне тилҫе хупласа илнине курӗ те чирлӗ ҫынна таса тейӗ, мӗншӗн тесессӗн пӗтӗмпех шап-шурӑ пулса кайнӑ: вӑл таса.
14
Анчах ун ҫинче ӳчӗ какайланса тӑрать пулсассӑн, вӑл таса мар;
15
ӳчӗ какайланса тӑнине курсассӑн, священник ӑна таса мар тейӗ; какайланса тӑни таса мар: ку — тилҫе.
16
Какайланса тӑракан ӳчӗ улшӑнса шуралса кайсассӑн, ҫав ҫын священник патне пытӑр;
17
священник ӑна пӑхса тухӗ те, суранӗ шуралса кайнӑ пулсассӑн, чирлӗ ҫынна таса тейӗ; вӑл таса.
18
Камӑн та пулин ӳт-тирӗ ҫине ҫӑпан тухнӑ пулсассӑн, кайран тӳрленнӗ пулсассӑн,
19
ҫӑпан вырӑнне шурӑ шыҫӑ е шурӑ шатра, е хӗрлӗрех шатра тухса ларсассӑн, унӑн священник патне пымалла;
20
священник ӑна пӑхса тухӗ, шатри тир айне кайнӑ пулсассӑн, ҫӑмӗ те шуралнӑ пулсассӑн, священник ӑна таса мар тейӗ: ку — тилҫе суранӗ, вӑл ҫӑпан вырӑнӗнче чӗрӗлсе кайнӑ;
21
священник суран ҫинчи ҫӑмӗ шуралманнине, суранӗ те тир айне кайманнине, ҫитменнине тата суранӗ кӑшт ҫеҫ палӑрнине курсассӑн, ҫав ҫынна ҫичӗ куна хупса лартӗ;
22
суранӗ ӳт тӑрӑх питӗ сарӑлса пыра пуҫласассӑн, священник ҫак ҫынна таса мар тейӗ: ку — суран чир;
23
суран пӑнчи хӑй вырӑнӗнчех юлсассӑн, сарӑлмасть пулсассӑн, ку ҫӑпан пиҫӗхни анчах, священник ҫав ҫынна таса тейӗ.
24
Е тата камӑн та пулин ӳт-тирӗ вутпа пиҫсе кайсассӑн, пиҫни тӳрленнӗ вырӑна хӗрлӗрех е шурӑ пӑнчӑ тухсассӑн,
25
священник пӑнчӑ ҫинчи ҫӑмӗ шуралнине курсассӑн, суранӗ тир айне кайнӑ пулсассӑн, ку вара тилҫе чирӗ, вӑл ӳт пиҫнӗ вырӑнта чӗрӗлсе кайнӑ; священник ҫав ҫынна таса мар тейӗ: ку — тилҫе суранӗ;
26
священник суран ҫинчи ҫӑмӗ шуралманнине, суранӗ те тир айне кайманнине, ҫитменнине тата суранӗ кӑшт ҫеҫ палӑрнине курсассӑн, священник ӑна ҫичӗ куна хупса лартӗ;
27
ҫиччӗмӗш кунне священник ӑна тепӗр хут тӗрӗслесе пӑхӗ, эхер те пӑнчӑ ӳт-тир тӑрӑх питӗ сарӑлса пырать пулсассӑн, священник ҫав ҫынна таса мар тейӗ: ку — тилҫе суранӗ;
28
суран пӑнчи хӑй вырӑнӗнчех юлсассӑн, ӳт-тир тӑрӑх сарӑлмасть, ҫитменнине тата палӑрсах каймасть пулсассӑн, ку пӗҫертнипе пулнӑ шыҫӑ; священник ҫав ҫынна таса тейӗ, мӗншӗн тесессӗн ку пӗҫертнипе ҫеҫ пиҫӗхсе тӑрать.
29
Арҫыннӑн е хӗрарӑмӑн пуҫӗнче е янахӗ ҫинче кӗсен пулсассӑн,
30
священник ӑна тӗрӗслесе пӑхӗ те, кӗсенӗ тир айне кайнӑ пулсассӑн, ун ҫинчи ҫӳҫӗ сарӑхса ҫинҫелнӗ пулсассӑн, священник ҫав ҫынсене таса мар тейӗ: ку — кӗсен чирӗ, ку — пуҫри е янах ҫинчи тилҫе чирӗ;
31
священник кӗсен суранне пӑхсассӑн, кӗсенӗ тир айне кайман, ун ҫинчи ҫӳҫӗ те хура мар пулсассӑн, священник ҫав кӗсенлӗ ҫынна ҫичӗ куна хупса лартӗ;
32
ҫиччӗмӗш кунне священник сурана тепӗр хут тӗрӗслесе пӑхӗ, эхер те кӗсенӗ сарӑлмасть пулсассӑн, ун ҫинче сарӑхнӑ ҫӳҫ те ҫук пулсассӑн, кӗсен тир айне кайман пулсассӑн,
33
чирлӗ ҫыннӑн ҫӳҫне-сухалне касса ямалла, анчах кӗсенлӗ вырӑна касас пулмасть, вара священникӑн кӗсенлӗ ҫынна тепӗр хут ҫичӗ куна хупса лартмалла;
34
ҫиччӗмӗш кунне священник кӗсен чирне тӗрӗслесе пӑхӗ, эхер те кӗсен ӳт-тир тӑрӑх сарӑлмасть пулсассӑн, тир айне те кайман пулсассӑн, священник ҫав ҫынна таса тейӗ: ҫав ҫын хӑйӗн тумтирне ҫуса тасаттӑр та, вӑл таса пулӗ.
35
Тасалнӑ хыҫҫӑн кӗсен чирӗ унӑн ӳт-тирӗ тӑрӑх питӗ сарӑла пуҫласассӑн,
36
священник ҫав ҫыннӑн ӳт-тирӗ тӑрӑх кӗсен чирӗ сарӑлса пынине курсассӑн, священник сарӑхнӑ ҫӳҫ шыраса ан тӑтӑр: ҫав ҫын таса мар.
37
Кӗсенӗ унчченхи пекех пулсассӑн, анчах ун ҫине хура ҫӳҫ пӗрчи шӑтса тухрӗ пулсассӑн, кӗсен иртнӗ ӗнтӗ, вӑл ҫын таса; священник ӑна таса тейӗ.
38
Арҫыннӑн е хӗрарӑмӑн ӳт-тирӗ ҫинче пӑнчӑсем, шурӑ пӑнчӑсем, пулсассӑн,
39
священник вӗсен ӳт-тирӗ ҫинчи пӑнчӑсем шупка шурӑ иккенне курсассӑн, ку — ӳт ҫине тухнӑ тимре анчах: ҫав ҫын таса.
40
Камӑн та пулин пуҫӗнчи ҫӳҫӗ тӑкӑнса пӗтнӗ пулсассӑн, вӑл — кукша ҫын: вӑл таса;
41
пуҫӗн мал енчи ҫӳҫӗ тӑкӑнса пӗтнӗ пулсассӑн, вӑл — шакла ҫамкаллӑ ҫын: вӑл таса.
42
Кукши ҫинче е шакла ҫамки ҫинче шурӑ е хӗрлӗрех пӑнчӑ пулсассӑн, эппин, унӑн кукши ҫинче е шакла ҫамки ҫинче тилҫе амаланса кайнӑ;
43
священник ӑна тӗрӗслесе пӑхӗ, эхер те унӑн кукши ҫинчи е шакла ҫамки ҫинчи суран шыҫҫи шурӑ е хӗрлӗрех пулсассӑн, ӳт-тир тилҫи евӗрлӗ пулсассӑн,
44
вӑл — тилҫе ернӗ ҫын, вӑл таса мар; священникӑн ӑна таса мар темелле, унӑн пуҫӗ ҫинче чир пур.
45
Ҫав чир ернӗ тилҫеллӗ ҫын хӑйӗн тумтирне ҫуркаласа пӗтертӗр, пуҫне ан виттӗр, ҫӑварӗ таранах хупланса ҫӳретӗр: таса мар! таса мар! тесе кӑшкӑртӑр.
46
Унӑн чирӗ хӑҫанччен пырать, ҫавӑнччен вӑл таса мар шутланать, вӑл таса мар; унӑн уйрӑм пурӑнмалла, унӑн ҫурчӗ тапӑр тулашӗнче.
47
Тилҫе чирӗ тумтир ҫинче пулсассӑн, ҫӑм тумтир ҫинче е йӗтӗн тумтир ҫинче,
48
е йӗтӗн ҫиппинчен, е ҫӑм ҫиппинчен тунӑ кумӑ ҫинче е ураҫӑ ҫинче пулсассӑн, е тата сӑран ҫинче, е сӑранран тунӑ пӗр-пӗр япала ҫинче пулсассӑн,
49
тумтир ҫинчи е сӑран ҫинчи, е кумӑ ҫинчи, е ураҫӑ ҫинчи, е пӗр-пӗр сӑран япала ҫинчи пӑнчӑ симӗсрех е хӗрлӗрех пулсассӑн, ку — тилҫе чирӗ: ӑна священника кӑтартмалла;
50
священник чире тӗрӗслесе пӑхӗ те чир лекнӗ япалана ҫичӗ куна хупса хурӗ;
51
ҫиччӗмӗш кунне священник чир ернӗ япалана тепӗр хут тӗрӗслесе пӑхӗ, эхер те чирӗ тумтир тӑрӑх е кумӑ тӑрӑх, е ураҫӑ тӑрӑх, е сӑран тӑрӑх, е сӑранран тунӑ пӗр-пӗр япала тӑрӑх сарӑлнӑ пулсассӑн, ку — ҫиекен тилҫе, таса мар чир;
52
священникӑн ҫав тумтире е куммине, е ҫӑмран, е йӗтӗнрен тунӑ ураҫҫине, е чир ернӗ кирек мӗнле сӑран япалана та ҫунтарса ямалла, мӗншӗн тесессӗн ку — ҫиекен тилҫе: ӑна вут-ҫулӑм ҫинче ҫунтарса ямалла.
53
Эхер те священник чир тумтир тӑрӑх е кумӑ тӑрӑх, е ураҫӑ тӑрӑх, е кирек мӗнле сӑран япала тӑрӑх сарӑлса кайманнине курсассӑн,
54
вӑл чир ернӗ япалана ҫуса тасатма хушӗ те ӑна тепӗр хут ҫичӗ куна хупса хурӗ;
55
чир ернӗ япалана ҫуса тасатнӑ хыҫҫӑн священник чир суранӗ улшӑнманнине тата чирӗ сарӑлса кайманнине курать пулсассӑн, ку япала таса мар, ӑна вут-ҫулӑм ҫинче ҫунтарса яр; ку вӑл — пиччӗн енче е тӳнтер енче чир ҫисе тунӑ путӑк.
56
Эхер те ҫунӑ хыҫҫӑн священник чир сахалрах палӑрнине курсассӑн, священник ӑна тумтиртен е сӑран ҫумӗнчен, е кумми, е ураҫҫи ҫумӗнчен татса илтӗр.
57
Чирӗ тумтир ҫинче е кумӑ, е ураҫҫи ҫинче, е пӗр-пӗр сӑран япала ҫинче каллех палӑрать пулсассӑн, ку вӑл амаланакан чир: чир ернӗ япалана вут-ҫулӑм ҫинче ҫунтарса яр.
58
Тумтире е куммине, е ураҫҫине, е пӗр-пӗр сӑран япалана ҫусассӑн, вӗсем ҫинчи чир кайрӗ пулсассӑн, вӗсене тепӗр хут ҫумалла, вӗсем вара таса пулӗҫ.
59
Ҫӑм тумтир е йӗтӗн тумтир ҫинчи, е кумӑ, е ураҫҫи ҫинчи, е пӗр-пӗр сӑран япала ҫинчи тилҫе чирӗ ҫинчен, ҫав япаласем тасине е таса маррине мӗнле пӗлтермелли ҫинчен хунӑ саккун акӑ ҫакӑ, тенӗ.
← Chapter 12
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 14 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27