bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Leviticus 9
Leviticus 9
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 8
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 10 →
1
Саккӑрмӗш кунне Моисей Ааронпа унӑн ывӑлӗсене тата Израиль пуҫлӑхӗсене чӗнсе илнӗ те
2
Аарона каланӑ: ҫылӑх парни кӳме вӑкӑрсенчен пӗр пӑру ил, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳме така ил, иккӗшӗ те айӑпсӑр пулччӑр, вӗсене Ҫӳлхуҫамӑр умне илсе пыр;
3
Израиль ывӑлӗсене те кала: ҫылӑх парни кӳме качака таки илӗр, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳме пӗр ҫулхи [така,] пӑру тата путек илӗр, вӗсем айӑпсӑр пулччӑр,
4
Ҫӳлхуҫамӑр умӗнче парне кӳме, канӑҫлӑх парни кӳмешкӗн, вӑкӑрпа сурӑх таки илӗр тата йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ тырӑ-пулӑ парни кӳрӗр: паян сире Ҫӳлхуҫамӑр курӑнӗ, тенӗ.
5
Моисей мӗн хушнине пурне те пуху чатӑрӗ умне илсе пынӑ, тата пӗтӗм халӑх пуҫтарӑннӑ, Ҫӳлхуҫа умне пырса тӑнӑ.
6
Моисей каланӑ: Ҫӳлхуҫамӑр акӑ мӗн тума хушрӗ, вара сире Ҫӳлхуҫамӑр мухтавлӑхӗ курӑнӗ, тенӗ.
7
Моисей Аарона каланӑ: Ҫӳлхуҫамӑр хушнӑ пек, парне вырӑнӗ патне пыр, ҫылӑхшӑн кӳмелли парнӳне тата пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнӳне кӳр, хӑвна та, халӑха та тасат, халӑх ячӗпе парне кӳр, вӗсене тасат, тенӗ.
8
Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ пек, Аарон парне вырӑнӗ патне пынӑ та хӑйшӗн ҫылӑх парни кӳмелли пӑрӑвне пуснӑ:
9
ывӑлӗсем ун патне парне юнне илсе пынӑ, Аарон хӑй пӳрнине юнпа йӗпетнӗ те парне вырӑнӗн мӑйракисене сӗрсе тухнӑ, юлашки юнне парне вырӑнӗн никӗсӗ ҫумне тӑкнӑ;
10
ҫылӑх парнийӗн ҫӑвне, пӳрисене тата пӗвер ҫинчи ҫу ҫурхахне парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса янӑ;
11
ашӗпе тирне тапӑр тулашӗнче вут-ҫулӑм ҫинче ҫунтарса янӑ.
12
Унтан пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнине те пуснӑ, ывӑлӗсем Аарон патне парне юнне илсе пынӑ; вӑл унпа парне вырӑнӗ ҫине пур енчен те сирпӗтсе тухнӑ,
13
пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнене ун патне пайӑн-пайӑн вакласа пуҫӗпе пӗрле илсе пынӑ, вӑл вӗсене парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса янӑ;
14
ӑш-чиккипе урисене ҫунӑ та пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнепе пӗрле парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса янӑ.
15
Унтан вӑл халӑхшӑн парне кӳнӗ: ҫылӑхшӑн пама халӑхран качака таки илнӗ те ӑна пусса пӑрахнӑ, малтанхи парни пекех, ӑна та ҫылӑхшӑн кӳнӗ.
16
Унтан пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне кӳнӗ, ӑна йӗрке хушнӑ тӑрӑх тунӑ.
17
Ирхине пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳнӗ парнесӗр пуҫне тата тырӑ-пулӑ парни кӳнӗ, ӑна вӑл ывӑҫӗ тулли илнӗ те парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса янӑ.
18
Унтан халӑхран канӑҫлӑх парни кӳмелли вӑкӑрпа такана пуснӑ; ывӑлӗсем Аарон патне парне юнне илсе пынӑ, вӑл унпа парне вырӑнӗ ҫине пур енчен те сирпӗтсе тухнӑ;
19
вӑкӑрӑн ӑш ҫӑвне, такин хӳри чикки ҫинчи ҫӑвне, [вар ӳчӗ] ҫинчи [ҫӑвне], пӳрисене тата пӗвер ҫинчи ҫу ҫурхахне илсе пынӑ,
20
ҫӑвне ӑмӑрӗ ҫине хунӑ, вӑл ӑна парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса янӑ;
21
ӑмӑрӗпе сылтӑм хулне, Моисей хушнӑ пек, Аарон Ҫӳлхуҫа умӗнче силлентерсе кӳнӗ.
22
Аарон халӑх еннелле ҫаврӑнса аллисене ҫӳлелле ҫӗкленӗ те халӑха пилленӗ; унтан — ҫылӑх парни, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне тата канӑҫлӑх парни кӳрсессӗн — аяла аннӑ.
23
Моисейпе Аарон пуху чатӑрне кӗнӗ, кайран унтан тухнӑ та халӑха пилленӗ. Вара пӗтӗм халӑха Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ курӑннӑ:
24
Ҫӳлхуҫаран вут-ҫулӑм тухнӑ та парне вырӑнӗ ҫинчи пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнепе ҫӑва ҫунтарса янӑ; ҫакна пӗтӗм халӑх курса тӑнӑ, савӑннипе кӑшкӑрса янӑ, ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ.
← Chapter 8
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 10 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27