bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Leviticus 17
Leviticus 17
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 16
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 18 →
1
Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:
2
Ааронпа унӑн ывӑлӗсене, Израилӗн мӗнпур ывӑлне пӗлтер, вӗсене кала: Ҫӳлхуҫа акӑ мӗн хушать, те:
3
Израиль килӗнчи ҫынсенчен [е сирӗн пата ютран килсе хутшӑннисенчен] кам та пулсан тапӑрта пӑру е сурӑх, е качака пуссассӑн, е кам та пулсан тапӑр тулашӗнче пуссассӑн,
4
ӑна Ҫӳлхуҫа ҫурчӗ умӗнче Ҫӳлхуҫана парне кӳмешкӗн пуху чатӑрӗн алӑкӗ патне илсе пымасассӑн, [пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне е ҫӑлӑнӑҫ парни — Ҫӳлхуҫана юрӑхлӑ, кӑмӑллӑ, ырӑ шӑршӑллӑ парне — кӳме илсе пымасассӑн е кам та пулин тапӑр тулашӗнче, пуху чатӑрӗн алӑкӗ патне илсе пымасӑр пуссассӑн,] ҫав ҫын ҫинче юн пулӗ: вӑл юн тӑкнӑ, ҫав ҫынна хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗҫ;
5
ҫавӑнпа та Израиль ывӑлӗсем хӑйсен хирте пусакан парнисене Ҫӳлхуҫа умне пуху чатӑрӗн алӑкӗ патне, священник патне, илсе пыччӑр та вӗсене Ҫӳлхуҫана канӑҫлӑх парнийӗ кӳме пусчӑр;
6
юнне священник пуху чатӑрӗн алӑкӗ патӗнче Ҫӳлхуҫанӑн парне вырӑнӗ ҫине сирпӗтӗ, ҫӑвне Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ, ырӑ шӑршӑллӑ парне кӳме ҫунтарса ярӗ:
7
вӗсем, йӗрӗхсем хыҫҫӑн аташса ҫӳрекенскерсем, малашне хӑйсен парнисене йӗрӗхсене ан кӳччӗр. Ҫакӑ вӗсемшӗн сыпӑкран сыпӑка ӗмӗрлӗхе хунӑ йӗрке пултӑр.
8
Вӗсене тата кала: Израиль йӑхӗнчи ҫынсенчен е ютран килсе сирӗн хушшӑрта пурӑнакансенчен кам та пулсан пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парне е урӑх парне кӳрет пулсассӑн,
9
ӑна Ҫӳлхуҫана кӳме пуху чатӑрӗн алӑкӗ умне илсе пымасассӑн, ҫав ҫынна хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗҫ.
10
Израиль йӑхӗнчи ҫынсенчен е ютран килсе сирӗн хушшӑрта пурӑнакансенчен кам та пулсан мӗнле те пулин юн ҫиес пулсассӑн, Хамӑн сӑнӑма юн ҫиекен ҫыннӑн чунӗ енне ҫавӑрӑп та ӑна хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗп,
11
мӗншӗн тесессӗн ӳтӗн чунӗ — юнра, сирӗн чунӑра тасатмашкӑн Эпӗ ӑна парне вырӑнӗ валли палӑртрӑм: ҫак юн чуна тасатать;
12
Израиль ывӑлӗсене Эпӗ ҫавӑнпа каларӑм та: сирӗнтен пӗри те юн ҫимелле мар, ютран килсе сирӗн хушшӑрта пурӑнакан та юн ҫимелле мар, терӗм.
13
Израиль ывӑлӗсенчен е ютран килсе сирӗн хушшӑрта пурӑнакансенчен кам та пулсан сунарта ҫӳренӗ чухне ҫиме юракан тискер кайӑк е вӗҫен кайӑк тытсассӑн, вӑл унӑн юнӗ юхса пӗтичченех кӗтсе тӑмалла, юнне тӑпрапа витмелле.
14
Мӗншӗн тесессӗн кирек мӗнле ӳтӗн те чунӗ — унӑн юнӗ, юн ӳтӗн чунӗ пулать; Израиль ывӑлӗсене Эпӗ ҫавӑнпа каларӑм ӗнтӗ: нимӗнле ӳтрен тухакан юна та ан ҫийӗр, мӗншӗн тесессӗн кирек мӗнле ӳтӗн те чунӗ — унӑн юнӗ: ӑна ҫиекен кирек хӑш ҫынна та пӗтерӗҫ.
15
Виле ашне ҫиекен е тискер кайӑк ҫурса пӑрахнӑ аша ҫиекен кирек кам та — ҫав ҫӗрти ҫын пулсан та, ютран килнӗ ҫын пулсан та — хӑйӗн тумтирне ҫуса тасатмалла, хӑйӗн шывпа ҫӑвӑнмалла, вӑл каҫченех таса мар пулӗ, кайран таса пулӗ;
16
[хӑйӗн тумтирне] ҫуса тасатмасассӑн, ӳтне ҫумасассӑн, вӑл хӑйӗн йӗркесӗрлӗхне хӑй ҫине илӗ, тенӗ.
← Chapter 16
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 18 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27