bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Leviticus 18
Leviticus 18
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 17
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 19 →
1
Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:
2
Израиль ывӑлӗсене пӗлтер, кала вӗсене: Эпӗ Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр.
3
Хӑвӑр пурӑннӑ Египет ҫӗрӗнчи ӗҫсем тӑрӑх ан пурӑнӑр, Эпӗ сире илсе каякан Ханаан ҫӗрӗнчи ӗҫсем тӑрӑх та ан пурӑнӑр, вӗсен йӑлисем хыҫҫӑн ан ҫӳрӗр:
4
Манӑн саккунсене пурӑнӑҫласа тӑрӑр, Эпӗ панӑ йӗркесене тытса тӑрӑр, вӗсем тӑрӑх пурӑнӑр. Эпӗ Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр.
5
Эпӗ панӑ йӗркесене, Манӑн саккунсене тытса пурӑнӑр, вӗсене пурӑнӑҫласа тӑрсассӑн, ҫын чӗрӗ пулӗ. Эпӗ Ҫӳлхуҫа [сирӗн Туррӑр].
6
Никам та хӑйне хурӑнташ тивекен пӗр хӗрарӑм патне те унӑн ҫарамасне уҫасшӑн ан пытӑр. Эпӗ Ҫӳлхуҫа.
7
Хӑвӑн аҫу, хӑвӑн аннӳ ҫарамасне ан уҫ, ку — санӑн аннӳ, унӑн ҫарамасне ан уҫ.
8
Аҫу арӑмӗн ҫарамасне ан уҫ, вӑл аҫун ҫарамасӗ.
9
Хӑвӑн аппун, йӑмӑкун — аҫу хӗрӗн е аннӳ хӗрӗн — ҫарамасне, килте ҫуралнӑ-и вӗсем, килте мар-и, вӗсен ҫарамасне ан уҫ.
10
Ывӑлу хӗрӗн ҫарамасне е хӗрӳ хӗрӗн ҫарамасне, вӗсен ҫарамасне, ан уҫ, вӗсем санӑн ҫарамасу.
11
Аҫу арӑмӗн хӗрӗн ҫарамасне, аҫунтан ҫуралнӑскерӗн ҫарамасне, ан уҫ; вӑл [аҫу урлӑ] санӑн йӑмӑку пулать, унӑн ҫарамасне ан уҫ;
12
Аҫу аппӑшӗн, йӑмӑкӗн ҫарамасне ан уҫ, вӑл санӑн аҫупа пӗртӑван.
13
Аннӳ аппӑшӗн, йӑмӑкӗн ҫарамасне ан уҫ, вӑл санӑн аннӳпе пӗртӑван.
14
Аҫупа пӗртӑван пиччӳн ҫарамасне ан уҫ, арӑмӗ ҫывӑхне ан пыр: вӑл санӑн инкӳ.
15
Хӑвӑн кинӳн ҫарамасне ан уҫ: вӑл ывӑлун арӑмӗ, унӑн ҫарамасне ан уҫ.
16
Хӑвӑн пиччӳ, шӑллу арӑмӗн ҫарамасне ан уҫ, ку — пӗртӑванун ҫарамасӗ.
17
Амӑшӗпе хӗрӗн ҫарамасне ан уҫ; унӑн ывӑлӗн хӗрне, хӗрӗн хӗрне илсе вӗсен ҫарамасне ан уҫ, ку йӗркесӗр ӗҫ: вӗсем унпа пӗр ӳтпе пӗр юнран пулнӑ.
18
Арӑмна унӑн аппӑшӗпе, йӑмӑкӗпе пӗрле качча ан ил, вӑл кӗвӗҫтерекенни пулса ан тӑтӑр, арӑму пурӑннӑ чухнех, ун умӗнчех унӑн ҫарамасне ан уҫ.
19
Арӑму тасамарлӑхӗнчен тасалнӑ вӑхӑтра ун ҫывӑхне ан пыр, унӑн ҫарамасне ан уҫ.
20
Йӑхташун арӑмӗпе ан вырт, вӑрлӑхна юхтарса унпа ан ирсӗрлен.
21
Хӑвӑн ачусене Молоха ӗҫлесе тӑма ан пар, хӑвӑн Турру ятне хисепрен ан кӑлар. Эпӗ Ҫӳлхуҫа.
22
Арҫынпа хӗрарӑмпа выртнӑ пек ан вырт: ку йӗрӗнчӗк ӗҫ.
23
Нимӗнле выльӑхпа та ан вырт, [вӑрлӑхна] юхтарса унпа ан ирсӗрлен; хӗрарӑм та выльӑхпа пӗтӗҫесшӗн пулса ун умне ан тӑтӑр: ку ирсӗр ӗҫ.
24
Хӑвӑра ҫавӑн евӗрлипе нимӗнпе те ан ирсӗрлентерӗр, Эпӗ халӗ сирӗн патӑртан хӑваласа яракан халӑхсем хӑйсене ҫавӑн евӗрлипе ирсӗрлентерсе пӗтерчӗҫ;
25
ҫӗр ирсӗрленсе ҫитрӗ, Эпӗ унӑн йӗркесӗрлӗхӗ ҫине пӑхрӑм та, ҫӗр хӑй ҫинче пурӑнакансене хӑй ҫийӗнчен сирсе ывӑтрӗ.
26
Эсир вара Эпӗ панӑ йӗркемсене, Манӑн саккунӑмсене тытса тӑрӑр, ҫав йӗрӗнчӗк ӗҫсене пӗрне те эсир хӑвӑр та, сирӗн хушшӑрта пурӑнакан ютран килнӗ ҫын та ан тутӑр,
27
ку мӗнпур йӗрӗнчӗк ӗҫе ҫак сирӗн умӑрти ҫӗр ҫинче пурӑннӑ ҫынсем туса тӑчӗҫ те, ҫӗр ирсӗрленсе ҫитрӗ;
28
ӑна эсир те ирсӗрлентере пуҫласассӑн, ҫӗр ҫакӑнта сирӗнтен малтан пурӑннӑ халӑхсене сирсе ывӑтнӑ пек, сире те хӑй ҫийӗнчен сирсе ан ывӑттӑр;
29
кам та кам ҫак йӗрӗнчӗк ӗҫсене тӑвас пулсассӑн, ҫавна тӑваканӗн чунне хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗҫ.
30
Хӑвӑртан малтан пурӑннисен ирсӗр йӑлисемпе пурӑнас марччӗ, ҫав йӑласемпе ирсӗрленес марччӗ тесе, Эпӗ хушнине туса тӑрӑр. Эпӗ Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр, тенӗ.
← Chapter 17
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 19 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27