bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Leviticus 20
Leviticus 20
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 19
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 21 →
1
Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:
2
ҫакна Израиль ывӑлӗсене кала: Израиль ывӑлӗсенчен е Израиль ҫыннисем хушшинче пурӑнакан ютран килнӗ ҫынсенчен кам та кам хӑйӗн ачине Молоха парать, ҫавна тытса вӗлерччӗр: ҫак ҫӗрти ҫынсем ӑна чулпа персе вӗлерччӗр;
3
Эпӗ Хамӑн сӑнӑма ҫав ҫын енне ҫавӑрӑп, Манӑн сӑваплӑ вырӑнӑма ирсӗрлентермешкӗн, Манӑн сӑваплӑ ятӑма хисепрен кӑлармашкӑн хӑйӗн ачине Молоха панӑшӑн ӑна хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗп;
4
ҫав ҫын хӑйӗн ачине Молоха панине курса, ҫак ҫӗрти халӑх ӑна куҫ хывмасассӑн, ӑна вӗлермесессӗн,
5
Эпӗ Хамӑн сӑнӑма ҫав ҫын енне, унӑн йӑхӗ енне ҫавӑрӑп, ӑна хӑй халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗп, Молох хыҫҫӑн асса ҫӳреме ун хыҫҫӑн кайнисене те пурне те пӗтерӗп.
6
Пӗр-пӗр чун вилнӗ ҫынсене чӗнсе илекенсем патне, асамҫӑсем патне кайсассӑн, вӗсем хыҫҫӑн асса ҫӳресессӗн, Эпӗ Хамӑн сӑнӑма ҫав чун енне ҫавӑрӑп, ӑна хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗп.
7
Хӑвӑра тасалӑх тивлечӗ кӳрӗр, вара сӑваплӑ пулӑр, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр, [сӑваплӑ].
8
Эпӗ хунӑ йӗркесене астуса тӑрӑр, вӗсене пурӑнӑҫласа тӑрӑр: Эпӗ сире тасалӑх тивлечӗ кӳрекен Ҫӳлхуҫа.
9
Кам хӑйӗн ашшӗне е амӑшне усал сӑмах калать, ӑна вӗлерме тытса паччӑр; вӑл хӑйӗн ашшӗне, хӑйӗн амӑшне усал сӑмах каланӑ: унӑн юнӗ хӑй ҫинче.
10
Кам та пулин упӑшкаллӑ арӑмпа ясар тӑвать пулсассӑн, кам та пулин хӑйӗн ҫывӑх ҫыннин арӑмӗпе ясар тӑвать пулсассӑн, ясар тӑвакан арҫыннине те, хӗрарӑмне те вӗлерме тытса паччӑр.
11
Кам хӑй ашшӗн арӑмӗпе выртать, вӑл хӑй ашшӗн ҫарамасне уҫнӑ: вӗсене иккӗшне те вӗлерме тытса паччӑр: вӗсен юнӗ хӑйсем ҫинче.
12
Кам та пулин хӑйӗн кинӗпе выртсассӑн, вӗсене иккӗшне те вӗлерме тытса паччӑр: вӗсем йӗрӗнчӗк ӗҫ тунӑ, вӗсен юнӗ хӑйсем ҫинче.
13
Кам та пулин арҫынпа хӗрарӑмпа выртнӑ пек выртсассӑн, вӗсем иккӗшӗ те йӗрӗнчӗк ӗҫ тунӑ: вӗсене вӗлерме тытса паччӑр, вӗсен юнӗ хӑйсем ҫинче.
14
Кам та пулин хӑй валли арӑм илсе унӑн амӑшне те илсессӗн, ку йӗркесӗр ӗҫ пулать; сирӗн хушшӑрта йӗркесӗр ӗҫ ан пултӑр тесе, ӑна хӑйне те, арӑмӗсене те вут-ҫулӑм ҫинче ҫунтарса ямалла.
15
Кам выльӑхпа хутшӑнать, ӑна вӗлерме тытса памалла, выльӑхне те вӗлерӗр.
16
Хӗрарӑм пӗр-пӗр выльӑх патне унпа пӗтӗҫме кайсассӑн, хӗрарӑмне те, выльӑхне те вӗлермелле: вӗсен юнӗ хӑйсем ҫинче.
17
Кам та пулин хӑйӗн аппӑшне е йӑмӑкне — хӑй ашшӗн хӗрне е амӑшӗн хӗрне — илсе унӑн ҫарамасне курсассӑн, хӗрӗ те унӑн ҫарамасне курсассӑн — ку намӑс ӗҫ, вӗсене хӑйсен халӑхӗн ывӑлӗсем умӗнче пӗтерччӗр; вӑл хӑйӗн аппӑшӗн е йӑмӑкӗн ҫарамасне уҫнӑ: вӑл хӑйӗн ҫылӑхне хӑех ҫӗклӗ.
18
Кам та пулин арӑмӗ юн юхса тасалнӑ вӑхӑтра унпа выртсассӑн, унӑн ҫарамасне уҫсассӑн, вӑл унӑн юхнине уҫса хунӑ пулать, арӑмӗ те хӑйӗн юнӗ юхнине уҫса кӑтартнӑ пулать: вӗсене иккӗшне те хӑйсен халӑхӗ хушшинчен пӗтерччӗр.
19
Аннӳ аппӑшӗн е йӑмӑкӗн ҫарамасне, аҫу аппӑшӗн е йӑмӑкӗн ҫарамасне ан уҫ, ун пек ҫын хӑйӗн ӳтне уҫать: вӗсем хӑйсен ҫылӑхне хӑйсем ҫӗклӗҫ.
20
Кам хӑйӗн ашшӗпе пӗртӑванӗн е амӑшӗпе пӗртӑванӗн арӑмӗпе выртать, вӑл хӑйӗн ашшӗпе пӗртӑван пиччӗшӗн е куккӑшӗн ҫарамасне уҫнӑ пулать; вӗсем хӑйсен ҫылӑхне хӑйсем ҫӗклӗҫ, ача-пӑча курмасӑрах вилӗҫ.
21
Кам та пулин хӑйӗн пиччӗшӗн е шӑллӗн арӑмне илсессӗн, ку ирсӗр; вӑл хӑй тӑванӗн ҫарамасне уҫнӑ, вӗсем ача-пӑчасӑр пулӗҫ.
22
Манӑн мӗнпур йӗркеме, мӗнпур саккунӑма астуса тӑрӑр, вӗсене пурӑнӑҫласа тӑрӑр, вара Эпӗ сире пурӑнма парас ҫӗр сире хӑй ҫийӗнчен сирсе ывӑтмӗ.
23
Эпӗ сирӗн патӑртан хӑваласа яракан халӑх йӑлисем тӑрӑх ан пурӑнӑр; вӗсем ҫаксене пурне те туса тӑчӗҫ, ҫавӑнпа Эпӗ вӗсене ҫилленсе ҫитрӗм,
24
вара Эпӗ сире каларӑм: вӗсен ҫӗрне эсир тытса тӑрӑр, сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗре ӗмӗрлӗхе сире паратӑп, терӗм. Эпӗ Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр, Эпӗ сире халӑхсем хушшинчен уйӑрса илтӗм.
25
Таса выльӑха тасамарринчен уйӑрма, таса вӗҫен кайӑка тасамарринчен уйӑрма пӗлӗр; Эпӗ таса мар тесе уйӑрнӑ выльӑхпа, вӗҫен кайӑкпа, ҫӗр ҫумӗн ҫӳрекен чӗрчунпа хӑвӑр чунӑра ан ирсӗрлентерӗр.
26
Манӑн умӑмра сӑваплӑ пулӑр, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, [сирӗн Туррӑр,] сӑваплӑ, Эпӗ сире Хамӑннисем тумашкӑн сире ытти халӑхсенчен уйӑрса илтӗм.
27
Арҫын-и, хӗрарӑм-и — вӗсем вилнӗ ҫынсене чӗнес пулсассӑн е юм юмласассӑн, вӗсене вӗлерме тытса паччӑр: вӗсене чулпа персе вӗлермелле, вӗсен юнӗ хӑйсем ҫинче, тенӗ.
← Chapter 19
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 21 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27