bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Leviticus 5
Leviticus 5
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 4
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 6 →
1
Кам та пулин ылханакан сасса илтсе кӳнтелен пулса е курса, е пӗлсе тӑрса ыттисене каласа кӑтартмасӑр ҫылӑха кӗрсессӗн, вӑл хӑй ҫине ҫылӑх илӗ.
2
Е тата пӗр-пӗр таса мар япалана, е таса мар тискер кайӑк виллине, е таса мар выльӑх-чӗрлӗх виллине, е таса мар ҫӗлен-калта виллине сӗртӗнсессӗн, хӑй ҫавна пӗлмен пулсассӑн та, вӑл таса мар, вӑл айӑплӑ.
3
Е тата ҫыннӑн ирсӗрлентерекен кирек мӗнле тасамарлӑхне сӗртӗнсессӗн те, хӑй ҫавна пӗлмен пулсассӑн та, анчах кайран пӗлсессӗн, вӑл айӑплӑ.
4
Кам та пулин, пӗр шухӑшламасӑр пӗр-пӗр ӗҫ тума тупа тӑвакан ҫын пек, пӗр шухӑшламасӑр усал ӗҫ е ырӑ ӗҫ тума тупа тусассӑн, хӑй ҫавна пӗлмен пулсассӑн та, анчах кайран пӗлсессӗн, вӑл ҫав ӗҫре айӑплӑ.
5
Вӑл ҫакна хӑшне те пулин туса айӑплӑ пулсассӑн, кайран хӑй тунӑ ҫылӑхне йышӑнса каласа парать пулсассӑн,
6
хӑй тунӑ ҫылӑхшӑн Ҫӳлхуҫана ӳкӗнӗҫ парни вак выльӑх, сурӑх е качака, кӳтӗр, вара священник ӑна ҫылӑхӗнчен тасатӗ.
7
Унӑн сурӑх кӳме халӗ ҫитеймест пулсассӑн, хӑй ҫылӑхӗшӗн Ҫӳлхуҫана ӳкӗнӗҫ парни кӳме икӗ улатӑпа е икӗ ҫамрӑк кӑвакарчӑн патӑр: пӗри — ҫылӑх парни, тепӗри пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне пултӑр;
8
ҫакна вӑл священник патне илсе пытӑр, [священник] вара ҫав вӗҫен кайӑксенчен ҫылӑхшӑн памаллине малтан кӳтӗр, вӑл унӑн пуҫне мӑйӗнчен пӑрса хуҫтӑр, анчах татсах ан илтӗр;
9
ҫак ҫылӑх парни юнӗпе вӑл парне вырӑнӗн аяккисене сирпӗттӗр, юлашки юнне парне вырӑнӗн никӗсӗ ҫумне юхтартӑр: ку — ҫылӑх парни;
10
хунӑ йӗрке тӑрӑх, тепӗрне пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳтӗр; священник ӑна ҫылӑхран, ҫылӑха кӗнинчен ҫапла тасатӗ, вара унӑн ҫылӑхӗ каҫарӑнӗ.
11
Унӑн икӗ улатӑпа е икӗ ҫамрӑк кӑвакарчӑн кӳме те халӗ ҫитеймест пулсассӑн, хӑй ҫылӑха кӗнӗшӗн ҫылӑх парни кӳме пӗр ефа тулӑ ҫӑнӑхӗн вуннӑмӗш пайне кӳтӗр; ун ҫине йывӑҫ ҫӑвӗ ан ятӑр, ун ҫине ливан та ан хутӑр, мӗншӗн тесессӗн ку — ҫылӑх парни;
12
ӑна священник патне илсе пытӑр, священник ҫавӑнтан асӑнмалӑх тулли ывӑҫ ӑсса илтӗр те Ҫӳлхуҫана парне кӳмешкӗн парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса ятӑр: ку — ҫылӑх парни;
13
вӑл ҫав ӗҫсене хӑшне те пулин туса ҫылӑха кӗнӗ пулсассӑн, священник ӑна ҫылӑхӗнчен ҫапла тасатӗ, вара унӑн ҫылӑхӗ каҫарӑнӗ; тырӑ-пулӑ парни пек, [юлашки юлни] священника пулӗ, тенӗ.
14
Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:
15
кам та пулин йӗркесӗр ӗҫ тусассӑн, Ҫӳлхуҫана халаллани тӗлӗшӗнчен йӑнӑшпа ҫылӑх тусассӑн, Ҫӳлхуҫана вӑл хӑй ҫылӑхӗшӗн сурӑх кӗтӗвӗнчен айӑпсӑр така кӳтӗр, ӳкӗнӗҫ парни пама, эсӗ хак хунӑ тӑрӑх, таса сикль виҫипе кӗмӗл сикль кӳтӗр;
16
ҫав сӑваплӑ япалашӑн тавӑрса патӑр — вӑл ун тӗлӗшӗнчен ҫылӑх тунӑ; ун ҫумне тата унӑн хакӗн пиллӗкмӗш пайне хуштӑр та священника патӑр, священник ӑна ӳкӗнӗҫ парни пама кӳнӗ такапа тасатӗ, вара унӑн ҫылӑхӗ каҫарӑнӗ.
17
Кам та пулин ҫылӑха кӗрсессӗн, тума юраманнине туса Ҫӳлхуҫа ӳкӗчӗсене хирӗҫ мӗн те пулин тусассӑн, пӗлмен пирки айӑпа кӗрсе хӑй ҫине ҫылӑх илсессӗн,
18
ӳкӗнӗҫ парни кӳмешкӗн священник патне вӑл, эсӗ хак хунӑ тӑрӑх, айӑпсӑр така илсе пытӑр, вара священник ҫав ҫын пӗлмесӗр тунӑ ӗҫе пӑрахӑҫлӗ те, унӑн ҫылӑхӗ каҫарӑнӗ.
19
Ҫакӑ вӑл — Ҫӳлхуҫа умӗнче айӑпа кӗнӗшӗн кӳмелли ӳкӗнӗҫ парни, тенӗ.
← Chapter 4
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 6 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27