bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Leviticus 25
Leviticus 25
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 24
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 26 →
1
Ҫӳлхуҫа Моисее Синай тӑвӗ ҫинче ҫапла тесе каланӑ:
2
Израиль ывӑлӗсене пӗлтер, вӗсене кала: эсир Эпӗ хӑвӑра паракан ҫӗре ҫитсессӗн, Ҫӳлхуҫанӑн шӑматкунӗ ҫӗр канса вырттӑр;
3
ултӑ ҫулччен хӑвӑн хирне акса тӑр, ултӑ ҫулччен хӑвӑн пахчунта иҫӗм турачӗсене касса тӑр, вӗсем ӳстернӗ ҫимӗҫе пуҫтар,
4
ҫиччӗмӗш ҫул вара ҫӗршӗн канӑҫлӑх шӑмачӗ, Ҫӳлхуҫа шӑмачӗ, пултӑр: хӑвӑн хирне ан ак, иҫӗм турачӗсене ан кас;
5
хӑвӑн ану ҫинче хӑех ӳссе ларнине вырса ан ил, касман иҫӗм турачӗсем ҫинчи ҫырлана ан тат; ҫак ҫул ҫӗршӗн канӑҫлӑх ҫулӗ пултӑр;
6
ҫав ҫимӗҫсем сирӗншӗн пуриншӗн те ҫӗр шӑмачӗ иртичченех ҫимелли апат пулӗҫ: саншӑн та, санӑн арҫын чурушӑн та, хӗрарӑм чурушӑн та, тара тытнӑ тарҫушӑн та, сан патна пурӑнма куҫса пынӑ ҫыншӑн та,
7
санӑн выльӑхушӑн та, санӑн ҫӗрӳ ҫинчи тискер кайӑксемшӗн те ҫӗр ӳстернӗ мӗнпур ҫимӗҫ ҫимелли апат пултӑр.
8
Ҫичӗ шӑмат ҫул шутласа хур, ҫичӗ хутчен ҫичӗ ҫул шутла, ҫичӗ шӑмат ҫулӗнче хӗрӗх тӑхӑр ҫул пултӑр;
9
вара ҫиччӗмӗш уйӑхра, уйӑхӑн вуннӑмӗш [кунӗнче], трупа кӑшкӑрт, тасалмалли кун хӑвӑрӑн пӗтӗм ҫӗрӗрте трупа кӑшкӑртӑр;
10
аллӑмӗш ҫула тасалӑх тивлечӗ кӳрӗр, ҫак ҫӗрте пурӑнакан пур ҫынна та ирӗке кӑларӑр: сирӗн ҫакӑ юбилей пултӑр; кашнийӗ хӑйне тивӗҫлӗ ҫӗре таврӑнтӑр, кашнийӗ хӑйӗн йӑхӗ патне таврӑнтӑр.
11
Аллӑмӗш ҫул сирӗн юбилей пултӑр: ан акӑр, ан вырӑр, ҫӗр ҫинче хӑех ӳссе ларнине те ан вырӑр, касман туратсем ҫинчи иҫӗм ҫырлине те ан татӑр,
12
мӗншӗн тесессӗн ку — юбилей: вӑл сирӗншӗн сӑваплӑ пултӑр; ҫӗр ӳстернӗ ҫимӗҫсене хиртен илсе ҫийӗр.
13
Юбилей ҫулӗ кашнийӗ хӑйне тивӗҫлӗ ҫӗре таврӑнтӑр.
14
Йӑхташна мӗн те пулин сутас пулсассӑн е йӑхташунтан мӗн те пулин туянас пулсассӑн, пӗр-пӗрне ан кӳрентерӗр;
15
йӑхташунтан мӗн те пулин сутӑн илнӗ чухне эсӗ юбилей хыҫҫӑнхи ҫулсен шутне кура тӳле, вӑл та сана ҫав ҫулсенче илес тупӑша кура суттӑр;
16
ҫулӗ чылаях юлать пулсассӑн, хакне ӳстер; нумаях юлмасть пулсассӑн, хакне чакар: вӑл сана миҫе хутчен тырӑ вырса илессине шута хурса сутать.
17
Пӗр-пӗрне ан кӳрентерӗр; хӑвӑн Туррунтан хӑра: Эпӗ Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр.
18
Эпӗ хунӑ йӗркесене туса тӑрӑр, Манӑн саккунӑмсене астуса тӑрӑр, вӗсене пурӑнӑҫласа тӑрӑр, вара ҫӗр ҫинче канӑҫлӑ пурӑнатӑр;
19
ҫӗр хӑй ҫимӗҫне парса тӑрӗ, эсир тӑраниччен ҫиетӗр, ҫӗр ҫинче канӑҫлӑ пурӑнатӑр.
20
Эсир: ҫиччӗмӗш ҫулхине акмасассӑн, хамӑр ӗҫлесе тунине вырса илмесессӗн, пирӗн мӗн ҫисе пурӑнмалла-ха? тейӗр.
21
Эпӗ улттӑмӗш ҫул сирӗн ҫине Хамӑн пиллӗхӗме ярӑп, ҫак ҫул ҫӗр виҫӗ ҫуллӑх ҫимӗҫ кӳрӗ;
22
саккӑрмӗш ҫул вара акатӑр, ҫиессе тӑххӑрмӗш ҫулчченех кивӗ тырӑ-пулӑ ҫиетӗр; ҫӗнӗ тырӑ ӗлкӗриччен киввине ҫиетӗр.
23
Ҫӗре ӗмӗрлӗхе сутмалла мар, мӗншӗн тесессӗн вӑл — Манӑн ҫӗр, эсир ютран килнӗ ҫынсем, Ман патӑма килсе вырӑнаҫнӑ ҫынсем;
24
хӑвӑр тытса тӑракан ҫӗршывӑн пур хутлӑхӗнче те ҫӗре каялла тӳлесе илме ан чарӑр.
25
Тӑвану ҫука юлса хӑйӗн ҫӗрне сутас пулсассӑн, унӑн ҫывӑх хурӑнташӗ пырӗ те тӑванӗ сутнӑ ҫӗршӗн тӳлесе ӑна каялла илӗ;
26
уншӑн тӳлесе илекенӗ пулмасассӑн, вӑл хӑй вӑй ҫитерсе тӳлесе татмалӑх пухсассӑн,
27
ҫӗрне хӑш ҫулта сутнине шута илсе катса юлтӑр та ыттине хӑй сутнӑ ҫынна патӑр, ҫапла хӑй ҫӗрне каялла тавӑртӑр;
28
тавӑрса памаллине тупма вӑйӗ ҫитеймесессӗн, сутнӑ ҫӗрӗ ӑна туяннӑ ҫын аллинче юбилей ҫулӗ ҫитиччен юлӗ, юбилей ҫулӗнче ҫав ҫӗр унӑн аллинчен кайӗ, сутакан ҫынни вара хӑйӗн ҫӗрне каялла тавӑрӗ.
29
Кам та пулин хӳме ҫавӑрнӑ хулара хӑйӗн пурӑнмалли кил-ҫуртне сутсассӑн, сутнӑ кунран пуҫласа ҫулталӑк иртиччен ӑна каялла тӳлесе илме юрать: ӑна ҫулталӑк хушшинче каялла тӳлесе илме юрать;
30
ӑна ҫулталӑк иртсе кайиччен каялла тӳлесе илеймесессӗн, хӳмеллӗ хулари ҫурт ӗмӗрлӗхех сутӑн илекене, унӑн йӑхне юлӗ, юбилей ҫулӗнче те каялла таврӑнмӗ.
31
Хӳме ҫавӑрман ял-хуласенчи ҫуртсене хирти ҫӗрпе тан шутламалла: вӗсене [кирек хӑҫан та] каялла тӳлесе илме юрать, вӗсене юбилей ҫулӗнче каялла тавӑрса памалла.
32
Левитсен хулисене, вӗсем тытса тӑракан хуласенчи ҫуртсене вара левитсем кирек хӑҫан та каялла тӳлесе илме пултараҫҫӗ;
33
левитсенчен хӑшӗ те пулин каялла тӳлесе илеймест пулсассӑн, вӗсем тытса тӑракан хулари сутнӑ ҫурт юбилей ҫулӗнче вӗсен аллине каялла таврӑнӗ, мӗншӗн тесессӗн левитсен хулисенчи ҫуртсем вӗсен Израиль ывӑлӗсем хушшинчи еткерӗ пулаҫҫӗ;
34
вӗсен хулисем таврашӗнчи хирсене те сутма юрамасть, мӗншӗн тесессӗн ӑна вӗсене ӗмӗрлӗхе еткерлӗхе панӑ.
35
Хӑвӑн тӑвану ҫука юлсассӑн, пӗтӗмпех пӗтсе ҫитсессӗн, эсӗ ӑна пулӑш, ютран килнӗ ҫын-и вӑл е сирӗн патӑра пырса вырӑнаҫнӑ ҫын-и — пурпӗрех пулӑш, вӑл санпа пӗрле пурӑнтӑр;
36
унран услам та, тупӑш та ан ил, хӑвӑн Туррунтан хӑра; [Эпӗ Ҫӳлхуҫа,] тӑвану санпа пӗрле пурӑнтӑр;
37
ӑна хӑвӑн кӗмӗлне услам тӑвасшӑн ан пар, ӑна хӑвӑн тырруна та тупӑш тӑвасшӑн ан пар.
38
Эпӗ Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр: сире Ханаан ҫӗрне памашкӑн, Хам сирӗн Туррӑр пулмашкӑн Эпӗ сире Египет ҫӗрӗнчен илсе тухрӑм.
39
Хӑвӑн тӑвану ҫука юлсассӑн, ӑна сана сутсассӑн, эсӗ ун ҫине чура ӗҫне ан тие;
40
вӑл сан патӑнта тара тытнӑ ҫын пек, пырса вырӑнаҫнӑ ҫын пек пурӑнтӑр; юбилей ҫулӗ ҫитиччен сан патӑнта ӗҫлесе тӑтӑр,
41
юбилей ҫулӗнче вара хӑй те, унпа пӗрле ачисем те сан патӑнтан кайччӑр, вӑл хӑй ӑрӑвӗ патне таврӑнтӑр, каллех ашшӗсен ҫӗрне тытса пурӑнтӑр,
42
мӗншӗн тесессӗн вӗсем — Манӑн чурамсем, вӗсене Эпӗ Египет ҫӗрӗнчен илсе тухрӑм: вӗсене чурасене сутнӑ пек сутмалла мар;
43
уншӑн эсӗ хаяр пуҫлӑх ан пул, хӑвӑн Туррунтан хӑра.
44
Хӑвӑн ар чура, хӗрарӑм чура пултӑр тесессӗн, ар чурана та, хӗрарӑм чурана та хӑвӑр тавра пурӑнакан халӑхсенчен туянӑр;
45
хӑвӑр патӑра пырса вырӑнаҫнӑ ҫынсен ачисене те туянма пултаратӑр; вӗсен сирӗн патӑрта сирӗн ҫӗрӗрте ҫуралнӑ ӑрӑвӗнчи ҫынсене те илме юрать, вӗсем те сирӗн пулма пултараҫҫӗ;
46
эсир вӗсене хӑвӑр хыҫҫӑн, пурлӑхӑра ывӑлӑрсене парса хӑварнӑ пек, еткерлӗхе парса хӑварма пултаратӑр; вӗсем ӗмӗрех сирӗн чурасем пулччӑр. Хӑвӑр тӑванӑрсемшӗн, Израиль ывӑлӗсемшӗн, пӗр-пӗриншӗн хаяр пуҫлӑх ан пулӑр.
47
Ютран килнӗ ҫын е сан патна пырса вырӑнаҫнӑ ҫын ҫителӗклӗ пурӑнӑҫпа пурӑнать пулсассӑн, санӑн тӑвану ун умӗнче ҫука юлса сан патна вырӑнаҫнӑ ютран килнӗ ҫынна е ютран килнӗ ҫыннӑн ӑрӑвӗнчи пӗр-пӗр ҫынна хӑйне хӑй сутсассӑн,
48
сутнӑ хыҫҫӑн ӑна каялла тӳлесе илме юрать; ӑна унпа пӗртӑвансенчен хӑшӗ те пулин каялла тӳлесе илтӗр,
49
е ӑна ашшӗпе пӗртӑван пиччӗшӗ, е пиччӗшӗн ывӑлӗ тӳлесе илтӗр, е кам та пулсан унӑн йӑхӗнчи, унӑн ӑрӑвӗнчи ҫын каялла тӳлесе илтӗр; е тата, вӑйӗ ҫитсессӗн, хӑйшӗн хӑй тӳлесе ирӗке тухӗ.
50
Вӑл хӑйне сутӑн илекенпе хӑй сутӑннӑ ҫултан пуҫласа юбилей ҫулне ҫитиччен тӳлесе татӑлтӑр, хӑйне сутса илнӗ кӗмӗле унӑн ҫав ҫулсен шутне кура памалла; вӑл ун патӗнче вӑхӑтлӑха кӗрӗшнӗ тарҫӑ пек пултӑр;
51
ирӗке тухиччен чылай ҫул юлнӑ пулсассӑн, хӑйне сутса илнӗ кӗмӗле унӑн ҫав ҫулсене шута илсе тӳлемелле;
52
юбилей ҫулӗччен сахал ҫул юлнӑ пулсассӑн, вӑл шутласа тухтӑр та хӑйшӗн ҫав ҫулсен шутне кура тӳлетӗр.
53
Вӑл ун патӗнче пур ҫулӗнче те тара тытнӑ ҫын вырӑнӗнче пулмалла; ӑна туянаканӗ санӑн куҫу умӗнче уншӑн хаяр пуҫлӑх пулмалла мар.
54
Вӑл ҫапла тӳлесе ирӗке тухаймасассӑн, юбилей ҫулӗнче вӑл хӑй те, унпа пӗрле унӑн ачисем те ун патӗнчен тухӗҫ,
55
мӗншӗн тесессӗн Израиль ывӑлӗсем — Манӑн чурасем; вӗсем — Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ Манӑн чурамсем. Эпӗ Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр, тенӗ.
← Chapter 24
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 26 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27