bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
2 Kings 1
2 Kings 1
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 2 →
1
Ахав вилнӗ хыҫҫӑн Моав Израильрен хӑпасшӑн пулнӑ.
2
Охозия пӗррехинче Самарири керменӗн ҫӳлти пӳлӗмӗн чӳречинчен решетке витӗр ӳкнӗ те чирлесе кайнӑ. Вара вӑл элчисене ҫула кӑларса янӑ: Аккарон турри веельзевул патне кайӑр та ыйтса пӗлӗр — эпӗ ку чиртен сывалайӑп-ши? тенӗ. [Лешӗсем ӗнтӗ ыйтса пӗлме кайнӑ.]
3
Ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫа Ангелӗ Фесва ҫыннине Илияна каланӑ: Самари патши янӑ ҫынсене хирӗҫ тух та кала: Израильре Турӑ ҫук-им? Мӗншӗн эсир веельзевултан, Аккарон турринчен, ыйтма каятӑр?
4
Ҫӳлхуҫа ҫавӑншӑн ҫапла калать: выртакан вырӑну ҫинчен тӑраймӑн эсӗ, вилӗн, тет, тенӗ. Илия вӗсене хирӗҫ кайнӑ, [вӗсене] каланӑ.
5
Ҫыннисем Охозия патне каялла таврӑннӑ. Охозия: эсир мӗншӗн халех таврӑнтӑр? тенӗ.
6
Лешӗсем ӑна каланӑ: пире хирӗҫ пӗр ҫын тухрӗ те ҫапла каларӗ: «хӑвӑра кунта янӑ патша патне таврӑнӑр та калӑр ӑна: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Израильре Турӑ ҫук-им? Мӗншӗн эсӗ веельзевултан, Аккарон турринчен, ыйтма яратӑн? Ҫавӑншӑн выртакан вырӑну ҫинчен тӑраймӑн эсӗ, вилӗн» тет, тенӗ.
7
Охозия татах ыйтнӑ: сире хирӗҫ тухса ҫак сӑмахсене каланӑ ҫын мӗнлерехскерччӗ вӑл? тенӗ.
8
Лешӗсем ӑна каланӑ: ҫынни темӗскерле ҫӑмлӑ тумтирпе, пилӗкне чӗн пиҫиххи ҫыхнӑ, тенӗ. Патша: апла ку — Фесва ҫынни Илия, тенӗ.
9
Вара вӑл ун патне аллӑ ҫын пуҫлӑхне аллӑ ҫыннипе пӗрле янӑ. Ҫавӑн чухне Илия ту ҫинче ларнӑ, ҫав алпӳ ун патне улӑхнӑ та каланӑ: Турӑ ҫынни! патша сана: «ту ҫинчен ан» тет.
10
Илия алпӗве хуравласа каланӑ: эпӗ Турӑ ҫынни пулсассӑн, тӳперен вут-ҫулӑм антӑр, сана хӑвна та, санӑн аллӑ ҫыннуна та ҫунтарса ятӑр, тенӗ. Тӳперен вут-ҫулӑм аннӑ та вара ӑна та, унӑн аллӑ ҫыннине те ҫунтарса янӑ.
11
Патша ӗнтӗ ун патне тепӗр алпӗве аллӑ ҫыннипе пӗрле янӑ. Алпӳ Илияна каланӑ: Турӑ ҫынни! патша сана: «ан хӑвӑртрах» тет.
12
Илия ӑна хуравласа каланӑ: эпӗ Турӑ ҫынни пулсассӑн, тӳперен вут-ҫулӑм антӑр, сана хӑвна та, санӑн аллӑ ҫыннуна та ҫунтарса ятӑр, тенӗ. Тӳперен Турӑ вут-ҫулӑмӗ аннӑ та ӑна та, унӑн аллӑ ҫыннине те ҫунтарса янӑ.
13
Патша ӗнтӗ виҫҫӗмӗш алпӗве аллӑ ҫыннипе пӗрле янӑ. Ҫав виҫҫӗмӗш алпӳ Илия умне чӗркуҫленсе ларнӑ та тархасласа каланӑ: Турӑ ҫынни! манӑн чунӑмран та, чурусен — ҫак аллӑ ҫыннӑн — чунӗсенчен те ан йӗрӗнсемччӗ;
14
акӑ тӳперен вут-ҫулӑм анса унчченхи алпӳсене иккӗшне те мӗнпур ҫыннипе пӗрлех ҫунтарса ячӗ; халӗ манӑн чунӑма хӗрхенсемччӗ, тенӗ.
15
Ҫӳлхуҫа Ангелӗ Илияна каланӑ: унран ан хӑра, унпа пӗрле кай, тенӗ. Вӑл вара унпа пӗрле патша патне кайнӑ.
16
Патшана ҫапла каланӑ: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Турӑ сӑмахне ыйтса пӗлме Израильре Турӑ ҫук-им? Мӗншӗн веельзевул патне, Аккарон турри патне, ҫынсем ятӑн? ҫавӑншӑн выртнӑ вырӑну ҫинчен тӑраймӑн, вилӗн, тенӗ.
17
Ҫӳлхуҫа Илия урлӑ каланӑ пек, вӑл вилнӗ вара. Ун вырӑнне Иорам [Охозия пӗртӑванӗ] патшана ларнӑ, мӗншӗн тесессӗн Охозиян ывӑл пулман; ку ӗҫ Иосафат ывӑлӗ Иорам иккӗмӗш ҫул Иудея патшинче ларнӑ чухне пулса иртнӗ.
18
Охозиян ытти ӗҫӗсене, вӑл мӗн-мӗн тунине Израиль патшисенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 2 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25